Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ.
Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ.
Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ.
Чӑваш чиперкки Валерия Матвеева «Самая красивая женщина города Ульяновска – 2023» (чӑв. Чӗмпӗр хулинчи чи хитре хӗрарӑм – 2023) конкурсра палӑрнӑ.
Ҫав хӗрарӑм «Русская краса Ульяновска» (чӑв. Чӗмпӗрти вырӑс чиперкки) ята ҫӗнсе илнӗ.
Валерия наци тымарӗсене асра тытса чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унпа паллаштарнӑ.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан (кун пирки эпир тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх пӗлтӗмӗр) Мая Салампи-Селендеева кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ку хыпара вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паян ирпе пӗлтернӗ.
«Хаклӑ тусӑмсем, сирӗнпе хамӑн савӑнӑҫӑма пайлас тетӗп. «Телей тӗрри» ятпа пӗрремӗш кӗнекем пичетленсе тухрӗ. Кунта та хӑш-пӗр сӑввӑмсене кӑларӑп. Редакторне, Чӑваш халӑх поэтне Раиса Васильевна Сарпие, чун-чӗререн тав тӑватӑп, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Мая.
Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл
Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ.
Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ.
Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен документлӑ фильм кӑтартнӑ.
Пултаруллӑ чӑваша Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн хастарӗсем те саламланӑ. Пӗрлешӳ ертӳҫин Леонид Черкесовӑн тав сӑмахне автономи пайташӗ, тӗнче спорт маҫтӑрӗ Олег Захаров илсе ҫитернӗ.
Автономи сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхи — питӗ пуян, уникаллӑ чӗлхе, пӑлхар ушкӑнне кӗрекен авалхи чӗлхесенчен пӗртен-пӗр чӑваш чӗлхи чӗррӗн сыхланса юлнӑ. Этемлӗх, тӗнче ҫак чӗлхене упрамасан, аталанса пурӑнма пулӑшмасан, ку турӑ умӗнчи пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ Марина Карягина уява пухӑннисене тав туса, тӑван чӗлхемӗре упраса пурӑнма сунса.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки академин яваплӑ секретарӗ Елизавета Долгова халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннисем ҫӗнӗ ҫулти ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пынӑ.
Чӑваш наци ӑслӑхпа ӳнер академийӗ — халӑхӗн ӑслӑхне, ӳнерне, таврапӗлӗвне, ӑс-хакӑлне, культурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен пултарулӑх пӗрлешӗвӗ. Организацин тӗп тӗллевӗ — тӑван халӑхӑн чун-чӗре хавхине, ӑс-пурлӑхне, кунҫулне, вӗсен аталану ҫул-йӗрне тӗпчесси, тӗрӗс кӑтартасси, ҫак пархатарлӑ юхӑма явӑҫакан пур ҫынна, ушкӑна хавхалантарасси, тӗкӗ парасси.
Чӑваш Енри паллӑ режиссёр-документалиста тата сценариста Раҫҫей кинематографисчӗсен союзне илнӗ.
Тӳрех палӑртар: асӑннӑ пӗрлешӗве унччен пирӗн республикӑра пурӑнакан пӗр ҫынна ҫеҫ илнӗ. Вӑл — Игорь Дадиани модельер, илемлӗ фильмсен художник-постановщикӗ. Марина Карягина — сумлӑ йышри иккӗмӗш ҫын.
«Пӗлтӗр мана Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан режиссёрсем Союза кӗме сӗну пачӗҫ. Сумлӑ комисси эпӗ ӳкернӗ фильмсене пӑхса хак панӑ, вӗсем тӗнче шайӗнчи (е халӑхсем хушшинчи) мӗнле теле- тата кинофестивальсемпе конкурссенче ҫӗнтернине тишкернӗ, пӗрремӗш каналри документлӑ кино дирекцийӗн тӗп режиссёрӗ, «ЛАВР», «ТЭФИ», «НИКА», «Золотой Орел» йышши наци премийӗсен лауреачӗ Наталья Гугуева тата тӗнчери нумай кинофестиваль ҫӗнтерӳҫи Александр Куприн рекомендацийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн мана Пӗрлӗхе йышӑнни ҫинчен пӗлтерсе саламларӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Эпир те хамӑр енчен Марина Карягинӑна ӑшшӑн саламлатпӑр!
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Самое время» передачӑна Канаш арҫыннине хӑнана чӗннӗ. Екатерина Стриженева телеертӳҫӗ Сергей Ефимовран интервью илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Канаш ҫыннин сӑввипе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, Александр Маршал юрӑ ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кӑҫал тухӑҫ лайӑх пуласса юмӑҫ ярса пӗлнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринче малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ. Тухӑҫ епле пуласси пирки вара шарламан.
Масляногорскри шкулта чӑваш чӗлхи урокӗнче Надежда Фидикова педагог ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ иккен. Ҫав шутра вӑл юмӑҫ пӑхни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Каласа ҫеҫ мар, хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Ачасем юмӑҫ пӑхнӑ май пучах ҫыххинчен чи вӑрӑммисене туртса кӑларнӑ-мӗн.
2020 ҫулта ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, чӑвашсем Мускавра уйрӑмах йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унта 17761 чӑваш тӗпленнӗ. Мускав облаҫӗнче – 17012, Тутарстанра – 14457, Чӗмпӗр облаҫӗнче – 12101, Чулхула облаҫӗнче – 9030, Питӗрте – 6024, Самар облаҫӗнче – 5469, Мари Республикинче – 4281, Хант-Манси автономи округӗнче-Юграра – 4103, Свердловск облаҫӗнче – 3845.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Красноярск крайӗнче 3299 чӑваш пурӑнать, Саратов облаҫӗнче – 3151, Тюмень облаҫӗнче – 3017, Краснодар крайӗнче – 2486, Ленинград облаҫӗнче – 2149, Волгоград облаҫӗнче – 2109, Тверь облаҫӗнче – 1785, Иркутск облаҫӗнче – 1766, Томск облаҫӗнче – 1697, Ямал-Ненец автономи округӗнче – 1675.
Дагестанран, Чечняра, Магадан облаҫӗнче, Калмӑк Республикинче, Еврей автономи облаҫӗнче, Ҫурҫӗр Осетире, Карачай-Черкессинче, Алтай тӑрӑхӗнче, Ингушетире, Тывара чӑвашсен йышӗ 100 ҫынран сахалрах.
ТӲРЛЕТНИ
Ҫӑлкуҫра апла пулин те тӗрӗссипе Тутарстанра 90 пин чӑваш пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |