77 ҫулти Иван Николаев полковник кашни ҫыннӑн Иван Яковлев халалӗпе пурӑнмалла тесе шухӑшлать. Хӑй вӑл — Мускаври ҫар академийӗн профессорӗ, Раҫҫей хӳтӗлев министерствин премийӗн лауреачӗ, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Куснарпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Ун тӑван ҫурчӗ музея аса илтерет: кунта курса ҫӳренӗ май, сӑн ӳкерчӗксемпе алӑ пусса парнеленӗ кӗнекесем, асӑнмалӑх панӑ тӗрлӗ япаласемпе наградӑсем кил хуҫи ҫинчен нумай кӑсӑкли каласа параҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ полковникӑн тӑван ялӗнчи килӗнче пулса курнӑ «Чӑваш Ен» патшалӑх радиокомпанийӗн ӗҫченӗсем Марина Карягина тата Виктор Степанов.
«Кашни чӑвашӑн Иван Яковлев Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр тӑван халӑха панӑ Халала ӑша хывмалла», — тет иккен ентешӗмӗр.
Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Мӗн тарӑн чӑваш халӑхӗ ӑҫта кӑна сапаланса пӗтмен-ши, тӗнчен тата ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче кӑна тӗпленмен-ши?! Бурят Республикинче те пурӑнать чӑваш. Унти йӑхташӑмӑрсен ентешлӗхне Надежда Колесникова (Надежда Аякри) ертсе пырать.
Надежда Николаевна ҫинчен ҫак йӗркесен авторӗ маларах темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ, вӑл хӑйсен республикине пырса курма та йыхравланӑччӗ.
Надежда Колесникова Тутарстанри Аксу ялӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсен ҫемйинче 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вдали от Родины» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Кӑларӑмра иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче тутар чӑвашӗсем мӗншӗн Бурят Республикине куҫса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫерем ватакансем лайӑх шӑпа шырани тӳрре тухнӑ-и-ха? Кун пирки кӗнекене вуласан ӑнланса илме май килӗ.
Чӑваш ҫемйи Абхазирен 7 дипломпа таврӑннӑ.
Асӑннӑ ҫӗршывра наци культурисен «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фествалӗ иртнӗ. Унта Алёна Силпи чӑваш юрӑҫи хӑйӗн ҫемйипе хутшӑннӑ. Вӗсем тӳресене хӑйсен тӗлӗнсе каймалла хитре тумӗпе (чӑваш тумӗпе!) тата илемлӗ юррисемпе тыткӑнланӑ.
Ҫемье 7 диплом ҫӗнсе илнӗ. «Пиллӗккӗшне эпӗ тивӗҫрӗм, Савелийпе Мирослав ывӑлӑмсем пӗрер дипломлӑ пулчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ чӑваш хӗрарӑмӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
«Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем.
Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ».
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ.
Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ.
«Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ.
Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ.
Аякра пурӑнакан хастар чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине манасшӑн мар. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ҫавӑн пекех. Унта маттур чӑвашсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивалӗ иртӗ.
Конкусра 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ май хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивальтен Сергей Держерученко ҫентернӗ. Коновалово салинче пурӑнакан яш Гран-прие тивӗҫнӗ.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн хастарӗсем вырӑнти ачасене чушкӑлла выляма вӗрентеҫҫӗ.
Общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, Иркутскра пурӑнакан шӑпӑрлана чӑвашсен вӑййи питӗ килӗшнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналтан пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хастарсем ку вӑййа ачасем хушшинче сарасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра ку вӑййа тепӗр урамра выляттарма палӑртса хунӑ.
Тутарстанри чӑвашсем авалхи йӑлапа ҫулсеренех Учук ирттереҫҫӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет».
«Учук — халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем — «Илем», «Шуҫӑм», «Савӑнӑҫ», «Палан», «Ҫеҫпӗл», «Пилеш» ансамбльсем — вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягинӑпа Олег Цыпленков хатӗрленӗ телесюжетра.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче «Магия чувашской вышивки бисером» (чӑв. Чӑваш тӗррине шӑрҫапа тӗрлессин асамлӑхӗ) ятпа ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннӑ кинемейсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ чӑваш тӗррине вӗтӗ шӑрҫапа та тӗрлеме май пуррине кӑтартса панӑ.
Тӗрӗссипе, ватӑсем ку ӑсталӑха унччентерех алла илнӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран вӗсем тӗрлӗ япала ӑсталама пӗлеҫҫӗ. Халӗ вара унпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Семёнова хӑйӗн илемлӗ япалисене хавхалантарса кӑтартнӑ. Ольга Усманова вара вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ илем хатӗрленӗ чух кӑмӑл та хавхаланнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |