Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Кӑҫалхи нарӑс-ҫу уйӑхӗсенче ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VI фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса 8 номинаципе ирттернӗ: вокал, фольклор пултарулӑхӗ, хореографи, театр пултарулӑхӗ, илемлӗ сӑмах, кино, инструмент пултарулӑхӗ, декораципе прикладной ӳнер. Унта мӗнпур муниципалитетри 800 ача хутшӑннӑ.
Гала-концерт ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта 240 ача хушӑнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Кирилл Мухин ӗҫрен кайнӑ. «Чеб.ру» сайт хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районӗн администрацине ертсе пыма пуҫлӗ. Халӗ вӑл унта-мӗн.
Кирилл Мухин – 30 ҫулта. Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн канашҫи пулнӑ.
Кирилл Сергеевич И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухсан Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ҫарӗнче контрактпа пулнӑ.
Чӑваш митрополийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр епархине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку тивӗҫе Шупашкар епархийӗн клирикне Феодосий (Шитов) игумена шаннӑ.
Феодосий 2011 ҫултанпа арҫынсен Александр Невский православи мӑнастирне ертсе пынӑ. Вӑл (Антон Михайлович Шитов) 1968 ҫулта Шупашкарта служащисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Феодосий Киево-Печорский ятпа манаха тухнӑ. 10 ҫултан ӑна игумен санне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл Чулхулари тӗн семинарине пӗтернӗ.
Чӑваш транспорт управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев отставкӑна кайнӑ. Юридици сӑпачӗсен пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен директор тивӗҫӗсене Евгений Мореплавцев пурнӑҫлать.
Андрей Васильев Чӑваш транспорт управленине 2020 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унччен Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ.
Аса илтерер: унччен ку предприяти Шупашкарти троллейбус управленийӗ пулнӑ.
Шупашкарти хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче паян газ баллонӗ сирпӗннӗ. Асӑннӑ хӑна ҫурчӗ Ярославль урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл 43 хӑна номерӗлле«Волга Премиум» хӑна ҫурчӗ.
Инкек газ баллонӗ ҫурӑлса кайнипе ҫыхӑннӑ. Пӑтӑрмах пирки ятарлӑ службӑсене хыпар 12 сехет те 43 минутра ҫитнӗ. Пӑтӑрмах вырӑнне 11 техника тата 34 ҫын пырса ҫитнӗ.
Инкеке пула 8 ҫын шар курнӑ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра отелӗн ресторанӗнче пулнӑ.
Шупашкарти банкра ӗҫлекен 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Малтан палалман ҫын шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма тесе код калама ыйтнӑ. Унтан унӑн Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета такам кӗнӗ иккен. Ултавҫӑсем ӑна пӗтӗм укҫине «резерв счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, кайран тавӑрса пама шантарнӑ.
Арҫын хӑйӗн пӗтӗм укҫине счет ҫинчен хывнӑ, кредит илнӗ, унсӑр пуҫне икӗ машинине йӳнӗ хакпа сутса янӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Аякри Санкт-Петербург хулинче «Шаг навстречу!» (чӑв. Хире-хирӗҫ утӑм) ятпа пӗтӗм тӗнчери пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти Вячеслав Ильин I степенльӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ача хулари Реабилитаци центрне ҫӳрет. Конкурсра вӑл «Пӗчӗккӗ пуласчӗ» юрра юрласа панӑ. Ӑна зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Слава хутшӑннӑ конкурса Раҫҫейӗ 36- регионӗнчи сусӑр 285 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене, алӑпа тунӑ илемлӗ ытти япалана илсе пынӑ. Хӑшӗсем вара сӑвӑ вуланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ, ташласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта 3-мӗш класра вӗренекен хӗрача патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӗсем каланине пурнӑҫламасан амӑшӗ тӗрмене 10 ҫуллӑха ларассипе хӑратнӑ. Ҫапла хӑраса ӳкнӗ ача лешсем хушнипе ашшӗпе-амӑшӗн банк карттисене ӳкерсе янӑ. Кун хыҫҫӑн карттӑсем ҫинчен 80 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Тепӗр икӗ операцие блокировка тунӑ.
Ачан амӑшӗ, 42 ҫулти хӗрарӑм, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Меценатсем тӑрӑшнипе Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Унта тӑватӑ трактор илсе килнӗ. Пӗри – Хабаровск крайӗнчен.
Экспонатсен йышӗнче ДТ-54 /Волгоградри трактор савучӗ/, ТТ-2 /Хабаровск крайӗ/, Т-25 /Владимирти трактор савучӗ/, К-20 /Кироври трактор савучӗ/. Ҫак техникӑсене реконструкци тӑвӗҫ.
ДТ-54 трактора Алексей Платонов скверӗнчи постамент ҫине вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче музейра Италире иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ икӗ трактор вырӑн тупнӑ. Вӗсем – вӑхӑтлӑха кӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |