Шупашкарти кинемейсем илемлӗ сумкӑсемпе клатчсем ҫыхаҫҫӗ тата ҫӗлеҫҫӗ. Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ.
Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сумкӑсем ҫӗлеме тата ҫыхма кӑҫалхи ҫуркунне тытӑннӑ. Ал ӗҫне ватӑсене Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ.
«Тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпӗ машиностроени сферинче ӗҫленӗ. Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен. Пӳрнесене вылятни пуҫ мимимшӗн те усӑллӑ», — тет 63 ҫулти Светлана Романова ал ӑсти.
Шупашкарти хӗрарӑм илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Надежда Ускова "Мировая модель 2024" халӑхсем хушшинчи конкурса хутшӑннӑ. Вӑл 40 ҫултан аслисем хушшинче палӑрнӑ.
Надежда — усламҫӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Виҫӗ ача амӑшӗ пите илемлетме вӗрентекен курса ертсе пырать.
Коронӑна Шупашкар хӗрарӑмне Сергей Зверев стилист тата илем конкурсӗсен патши Руслан Бернес парнеленӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Тӑвай районӗнчи Алексей тата Анна Андреевсем хӑйсем ҫемье ҫавӑрнине Мускавра уявлама йышӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулинче, унти ВДНХри «Раҫҫей» куравра, мӑшӑрланнӑ.
Туя ҫамрӑксем хамӑр халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ.
Ҫамрӑк мӑшӑра пурнӑҫри паллӑ пулӑмпа Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов саламланӑ. Вӑл вӗсене ҫемьере килӗшӳпе ҫураҫу суннӑ. Шупашкар хулин элемӗллӗ парнепе чысланӑ.
Шупашкарта Хӑйӑр кӳлепесен фестивалӗ ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӑлӗ.
Аса илтерер: ун пек фестивале хулара темиҫе ҫул та ирттермен. Кӑҫал ӑна ҫӗнӗрен пуҫарма йышӑннӑ.
Фестивале уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енри, Красноярскри, Санкт-Петербургри, Ижевскри тата Тӗменти скульпторсем хутшӑнӗҫ.
Фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Андрей Молоков пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче 15 скульптура пулӗ. Спискра – Андриян Николаев космонавт, Константин Иванов поэт, Надежда Павлова балерина.
Лапамра ачасем валли юмах лапамӗ те пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан, Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ Николай Фролов паян 75 ҫул тултарнӑ.
«Ӗмӗре эпӗ юрласа ирттернӗ», — тет тивӗҫлӗ канури хастар арҫын. Николай Николаевич яланах юрлама юратнӑ. Паян та вӑл тӗрлӗ ансамбле ҫӳрет, ҫав шутра хулари социаллӑ центрти «Калинушка» ансамбльте те юрлать. «Сцена ҫинче пӗччен юрланӑ чухне вӑл ҫарта тӑхӑннӑ тумне тӑхӑнма юратать», — каласа кӑтартать учрежденин музыка ертӳҫи Валентина Телей.
Николай Фролов 16-ра аякри Оренбург облаҫне тухса кайнӑ. Тракторист пулма вӗренес ӗмӗтлӗскере ытла ҫамрӑк тесе илесшӗн те пулман, анчах питех те аякран пынине кура хӗрхеннӗ, вӗренме йышӑннӑ.
Кайран каччӑ трактористра ӗҫленӗ, салтакра пулнӑ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Промтракторта ӗҫлесен 2-3 ҫултанах хваттер параҫҫӗ тесе илӗртнӗрен унта ӗҫе авырнаҫнӑ. Заводра вӑл сумлӑ токарь пулнӑ. 37 ҫул хушшинче 27 наградӑна тивӗҫнӗ.
Мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, 49 ҫул ӗнтӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ.
Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать.
Республикӑра санитари авиацийӗ вӗҫме тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пӗрремӗш пациента ҫӑлнӑ.
Ҫӗмӗрлери 70 ҫулти арҫынна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те унӑн инфаркт пулма пултарассине палӑртнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Санавиаципе вӗҫнӗ чухне унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Пациента чиперех илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал санитари авиацийӗ валли 36 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вертолетӑн 70 яхӑн вӗҫев тумалла. Пӗлтӗр республикӑпа санавиацие анса лармалли лапамсем татах хута янӑ.
Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Шаман килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку пуҫару – Анатолий Аксаковӑн, шӑпах вӑл ӑна чӗннӗ. Депутат ун чухнех Шамана хыснари укҫапа тӳлемессине пӗлтернӗччӗ.
Кам тӳлӗ-ха юрӑҫшӑн? Шаман пирки пӗлтерсенех Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов ун вырӑнне чӑваш эстрада артисчӗсене чӗнме чӗнсе ҫырупа тухнӑ.Ун патне халӗ хурав килнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманшӑн хулари предприятисем тӳлӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш эстрада артисчӗсем те концерт лартасси пирки хыпарланӑ.
Шупашкарта Анне палӑкӗ умӗнче виҫӗ матрӳшке вырнаҫтарӗҫ. Ӳнерҫӗсем паян вӗсене ӳкерсе илемлетме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Ҫак матрӳшкесен авторӗ – Ксения Кокель тата Василий Чапай пултаруллӑ ӳнерҫӗсем. Ҫапла вӗсем 555 ҫул тултаракан тӗп хуламӑра парне тума шутланӑ /юбилея ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑвӗҫ/. Эскизсен дизайнерӗ – Яна Иванова.
Сӑмах май, унччен Ксения Кокель «Каскад» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче Нарспи сӑнарне ӳкернӗ, Василий Чапай вара троллейбуса ӳкерсе илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |