Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк Аделина Ертмакова ҫӗнӗрен ҫуралнӑ темелле. Остеопетрозпа чирлӗ ачана ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Израильти тухтӑрсем операци тунӑ, шӑмӑ мимине куҫарса ларнӑ.
Паллах, операци тӳлевсӗр. Ертмаковсене ырӑ ҫынсем пулӑшнӑ. Ҫапла операци валли 23 миллион тенкӗ пухнӑ.
«Ҫӗнӗ клеткӑсем хӑвӑрт вӑй илессе, Адель сывӑ пуласса шанапӑр. Тавах сире хавхалантарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн», -тенӗ Аделинӑн амӑшӗ.
Ҫак операци ачана малалла тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать. Халӗ малта - нумая тӑсӑлакан реабилитаци.
Шупашкарта «Йытӑсен парачӗ» иртнӗ. Хуҫисем вӗсенк регистрациленӗ те «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне пынӑ, унтан кӳлмекри юрӑ уйӗ патне утнӑ. Унта вара концерт пулнӑ.
Пнтӗмпе 600 ытла йытӑ параа хутлӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ хуларан, тӗрлӗ ӑратлӑ пулнӑ. Йытӑсене уяв тумӗ тӑхӑнтартнӑ.
Кунашкал парад кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем вӑл ҫулсеренех пуласса шантараҫҫӗ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем йытӑ тапӑннӑ ачана ҫӑлнӑ. Хулара пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн упӑшки пулнӑ арҫын килне йытӑ тӑрантарма икӗ ачипе пынӑ. Чӗрчуна хӑй ҫук чухне пӑхса тӑма кил хуҫи хӑй ыйтнӑ.
Анчах йытӑ хӑнасене тапӑннӑ. Питбуль ӑратлӑ йытӑ сакӑр ҫулхи хӗрачана ҫыртнӑ. Апла пулин те хӗрачапа амӑшӗ хваттертен тухса тарма ӗлкӗрнӗ, анчах арҫын ача шалта тӑрса юлнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата кинолог пырса ҫитнӗ. Арҫын ача икӗ хутлӑ кровать ҫине хӑпарса тарма ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ӑна йытӑ ҫыртса ӗлкӗреймен. Анчах пӗчӗкскер хытах хӑраса пӗтнӗ.
Шупашкарти А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра Лидия Сарине ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Сарине — хальхи вӑхӑтри чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хулари Раҫҫей Геройӗн Н.Ф. Гавриловӑн ячӗпе хисепленекен 22-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Лидия Сарине хӑйӗн чӑвашла сӑввисене вуланӑ май чӗлхемӗр епле ҫепӗҫ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӑван чӗлхемӗре хисеплемеллине, чӑвашла калаҫмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӑна ачалӑхри саманчӗсене аса илнӗ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ.
Ҫак эрнере Шупашкарти 183-мӗш ача пахчинче Зинаида Воронова модельер пӗчӗккисемпе тӗлпулнӑ.
Чӑваш наци тумне тата эрешне хатӗрлекен ӑста тӑван халӑхӑмӑрӑн мӗн тери пуян эткерлӗхӗ ҫинчен ачасене ӑнланмалла ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. Наци тумӗ культурӑн пӗр пайӗ пулни пирки палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хӑна ачасене чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ, япаласемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мешӗнче Шупашкарта ашшӗ ывӑлне вӗлернӗ – ҫапла шутлать следстви.
Следовтельсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫав кун 82 ҫулти ашшӗ ӳсӗр пулнӑ. Вӑл 53 ҫулти ывӑлӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна пуҫӗнчен кӗленчепе ҫапнӑ, унтан ванчӑкӗсемпе тӳнккенӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ватӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Паян «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» пӗтӗм тӗнчери историпе ҫутӗҫ диктанчӗ иртнӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ҫемйипех хутшӑннӑ.
Николай Фролов Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра (диктант ҫырмалли лапамсене унта виҫӗ уйрӑмра йӗркеленӗ) мӑшӑрӗпе, Екатерина Сильвестровнӑпа, пырса ҫитнӗ. «Ун пек акцие эпӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑнатӑп. Кӑҫал арӑмпах килтӗм», — тенӗ ветеран.
Николай Николаевич диктанта ҫырма ҫарта тӑхӑннӑ формӑпа пырса ҫитнӗ. Вӑл тума арҫын яваплӑ мероприятсене хутшӑнма шкапран кӑларать.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳремелли рейссем уҫӗ. «Чӑваш Ен» ятлӑ теплоходсем пӗр сехет ҫӳрӗҫ.
Рейссем кашни кун 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Аслисен билечӗ 400 тенкӗ тӑрать, ачасен - 300 тенкӗ. 5 ҫула ҫитмен ачасем тӳлевсӗрех ярӑнма пултараҫҫӗ.
Рейссем юханшыв навигацийӗ вӗҫлениччен ҫӳрӗҫ.
«Промтракторта» айӑпланнӑ ҫынсем валли юсанмалли центр уҫӑлнӑ. Унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеттерме янӑ айӑпланнисем вӑй хурӗҫ.
Унта 110 ҫын ӗҫлеме пултарӗ. Республикӑра унашкал центр пӗрре кӑна мар. Ку - саккӑрмӗшӗ. Унсӑр пуҫне юсанмалли центрсем «Улатӑрти ҫӑкӑр савутӗнче», «Улатӑрти механика савутӗнче», «Вӑрнарти СОМ савутра», «Полимирта», «Мега Юрмара», «Текстильмашра», «ССК-Чебоксарский» предприятире, Етӗрнери ҫӗвӗ фабрикинче пур.
Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе мӗнле медаль пуласси паллӑ. Унӑн эскизӗпе Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн председателӗ Евгений Кадышев паллаштарнӑ.
Эскиза ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ ларура ҫирӗплетнӗ. «Шупашкар хули 555 ҫул тултарнине халалласа» медале хулан аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене парӗҫ. Чи малтанах – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене. Кандидатурӑсене общество пӗрлешӗвӗсем те, профсоюзсем те, ӗҫ коллективӗсем те, ахаль ҫынсем те тӑратма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |