Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра

Шупашкар округӗнчи «Атӑл» санаторие сутма тӑратнӑ. Ӑна «Авито» сайт урлӑ сутма лартнӑ. Объект харпӑрҫи – «Отделфинстрой» компани.

Санаторие 260 миллион тенкӗпе сутма тӑратнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ – 65635 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкартан 12 ҫухрӑмра Вӑрманкас ялӗнче вырнаҫнӑ.

Палӑртмалла: санаторин 4 хутлӑ корпусне 1975 ҫулта ӗҫлеттерсе янӑ. 2022 ҫулта ӑна «Отделфинстрой» туяннӑ, унта реконструкци тунӑ, оборудование ҫӗнетнӗ.

 

Республикӑра
vk.com/idhypar сайтри сӑн
vk.com/idhypar сайтри сӑн

Шупашкарта иртнӗ «АвтоЛеди» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта хамӑр регионти тӗрлӗ округри хӗрарӑм водительсем хутшӑннӑ.

«АвтоЛеди» ята Мария Петрова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ирина Захарова-Рахмина йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара – Александра Савельева.

Водительсене ытти номинацире те палӑртнӑ. «Сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр – руль умӗнче» номинацире Марина Айкина ҫӗнтернӗ. «Альянс-Авто» мисӗ» Настя Федорова пулса тӑнӑ. «Хускану пурнӑҫ» мисӗ ята Женя Артемьева илнӗ. «Автоҫул сасси» номинацире – Мария Антипова, «Гаишник ӗмӗчӗ» номинацире Оксана Антонова мала тухнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пысӑк уявсенче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухать. Хула кунӗнче те вӑл маршрут ҫинче пулӗ.

Ретро-троллейбус яланхи ҫулпа ҫӳрӗ: Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Университет» микрорайон таран. Вӑл 9 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 57 минутчен ҫӳрӗ. Троллейбуса «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра сӑнама пулать, ӑна 001Р тесе палӑртнӑ. Унта билет хакӗ ытти ҫӗрти пекех пулӗ: чӗрӗ укҫапа - 33 тенкӗ, карттӑпа - 29 тенкӗ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар юбилейӗ ячӗпе Чӑваш Енри агропром тутлӑ локаци хатӗрлет. Ӑна Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ умӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Унта фермер продукцийӗсен палатки пулӗ: Ольга Кошелевӑн сырӗсем, Муркаш тӑрӑхӗнчи ҫырласем, Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут тата ытти те.

Палатка «Пултарулӑх бальварӗ» лапамӗнче ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_392168
 

Хулара
visitvolga.ru сайтри сӑн
visitvolga.ru сайтри сӑн

Шупашкар хули 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Анчах ҫӗршыври юлашки лару-тӑрӑва пула массӑллӑ мероприятисем пулӗҫ-и?

Юбилея хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ушкӑн (ӑна Алексей Ладыков ертсе пырать) канашланӑ. Ҫапла йышӑннӑ: салют пулмӗ, Раҫҫей эстрада артисчӗн Шаманӑн концерчӗ иртӗ.

«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманӑн концерчӗ 20 миллиона яхӑн ларӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чи лайӑх троллейбус водительне палӑртнӑ. Ҫак ята Самар хулинчи водитель Сергей Василенко тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш вырӑна Санкт-Петербургри Игорь Корнилов тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пирӗн ентеш, Эдуард Арсентьев, йышӑннӑ. Вӑл троллейбус водителӗнче 28 ҫул ӗҫлет. Унӑн «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» кӑкӑр палли те пур. Ҫӗнтерӳҫе - 300 пин, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене 150 тата 50 пин тенкӗ панӑ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти депутатсем хисеплӗ ята кама парассине палӑртнӑ. Унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ.

Паян депутатсем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Анатолий Аксакова ҫак хисеплӗ ята памаллах.

Палӑртмалла: Анатолий Аксаков 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.

Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.

200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ.

Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.

Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ.

 

Хулара
2gis.ru сайтри сӑн
2gis.ru сайтри сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне троллейбуссемпе автобуссем ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Кун пирки хула мэрӗ Владимир Доброхотов пӗлтернӗ.

Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Вырсарникун вара, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобуссемпе троллейбуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пассажирсене илсе ҫӳрӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарӗ. Уява Шаман юрӑҫ, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ килӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39], 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, ... 1023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 12

1874
151
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
81
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
20
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи