Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ, чӑваш эстрадин артисчӗ Валерий Клементьев ҫуралса ӳснӗ. Вӑл унччен, Етӗрнери Культура керменӗнче культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухне, кашниех йӑла-йӗркене сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывма тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне хӑтлӑх кӗртме, халӑха пӗр чӑмӑра пухма, малтанхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме, вӗсене кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварма тапаҫланать. Валерий Клементьев пуҫарнипе кӑҫал Пупӑлькассисем ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ.
Чи малтанах халӑх яла тирпейленӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене каснӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ, лапамӑн икӗ енчен 200 яхӑн туя лартнӑ. Малтанхи клуб вырӑнӗнче клумба тунӑ. Пысӑк сцена ӑсталанӑ. Вӑл ҫурт евӗр пулнӑ. Стенд ҫине ял историне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксем ҫакнӑ. Кунтах Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ӑстасен алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫаран хатӗрленӗ наци эрешӗсем пурне те илӗртнӗ.
Кӑнтӑрлахи 11 сехетре ялӑн икӗ вӗҫӗнчен 2 ушкӑн наци тумӗ тӑхӑнса тӗп лапама ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ.
Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ.
Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать.
Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ.
Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ.
Нумаях пулмасть «Профессири чи лайӑххи» республика конкурсӗнчи «Чи лайӑх фельдшер» номинацире васкавлӑ медпулӑшӑвӑн чи лайӑх бригадине палӑртнӑ. Унта васкавлӑ медпулӑшӑвӑн вӑтам медицина пӗлӗвӗ илнӗ специалистсем хутшӑннӑ.
Конкурс комиссийӗн членӗсен йышӗнче ЧР Сывлӑх министерствин, катастрофа медицина центрӗн, ЧР вӑтам медицина ӗҫченӗсен ассоциацийӗн ӗҫченӗсем кӗнӗ.
Конкурс пилӗк тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗ медицина организацийӗсенче иртнӗ. Пурте хӑйсене тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленӗ: теори пӗлӗвӗ, фармакотерапи, васкавлӑ терапи тата реанимаци… Юлашкинчен диагноз палӑрма пултарассине, медицина пулӑшӑвӗ парассине, чӗрепе ӳпке реанимацине тӑвассине тӗрӗсленӗ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх бригада ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗ тивӗҫнӗ. Чи лайӑх фельдшер ятне Шупашкарти Калинин районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ Павел Коршунов илнӗ. Конкурсҫӑсене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енти управленийӗ тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа Шупашкарти Ленин район сучӗ тивӗҫтермен. Асӑннӑ пӗрлешӳ Минюст хӑйсене регистрацилеме килӗшменнипе ҫырлахмасӑр суда ҫитнӗ. Анчах усси пулман.
Ку ӗҫпе пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. «Ҫӗнӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула» ӑна пӑхса тухассине ҫӗртмен 2-мӗшне куҫарнӑ. Суд «Ирӗклӗх» тавӑҫне тивӗҫтерменнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Сӑлтавне суд ҫитес эрнере кӑна пӗлтермелле-мӗн.
Правӑна сыхлакан хӑш-пӗр ҫын шучӗпе «Ирӗклӗхпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑру Раҫҫейӗн Конституцийӗнче, Этем правине сыхлакан Европа конвенцийӗнче пӑхса хӑварнӑ правасемпе килӗшсе тӑмасть тесе хаклаҫҫӗ-мӗн.
«Ирӗклӗх» общество хӑй пирки пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сас панӑ. Пӗрлешӳ чӑваш чӗлхине тата культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллев лартать-мӗн. Унӑн пӗлтерӗшлӗ акцийӗсенчен пӗрин шутӗнче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем валеҫсе ҫӳрени. Ҫавсене вӗсем йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенче вырнаҫтарасшӑн.
Федерацин миграци службин республикӑри тытӑмлӑхӗн ертӳҫи пулнӑ Леонид Дружинин тӗлӗшпе Шупашкар хулин Ленин район сучӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче айӑплав кӑларнӑччӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, ушкӑнпа пӗрле пулса улталанӑшӑн, сӗтев илнӗшӗн ӑна 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑччӗ. Ҫийӗнчен 438 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкарти фирмӑсенчен пӗринчен вӑл Таджикистанран Раҫҫее саккунлӑ мар майпа килнӗ икӗ ҫынна хӑйӗн хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеттернӗ. Алла алӑ ҫӑвать тенӗшкел, ҫавӑншӑн асӑннӑ фирмӑра саккунлӑ мар мигрантсем ӗҫленине курмӑш пулнӑ. Ӗҫ машинине юрӑхсӑра тухнӑ тесе хут тӑрӑх ҫырса хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫарнине те тӗпчевҫӗсем тупса палӑртнӑ.
Ленин район сучӗн айӑплавӗпе килӗшмесӗр Дружинин аппелляци ҫӑхавӗ ҫырса панӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ айӑплава урӑх статьяна куҫарса штраф виҫине ҫичӗ хут ӳстерсе памалла тунӑ. Ҫапла вара унӑн 3 миллион тенкӗ те 66 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Айӑплав вӑхӑтне вара унчченхиллех — 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха — хӑварнӑ тесе пӗлтерт Чӑваш Республикин прокуратури.
Хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ та ваттисем, ака пӗтнӗ-пӗтмен тырӑ вырасси пирки шухӑшлама тивет. Чӑваш Республикине, ав, тырӑ вырмалли «Енисей-950» комбайнсем килсе ҫитнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан килсмен-ха вӗсем. Хамӑр патранах.
Ара, комбайнсене Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществинче пухма тытӑннине пӗлетпӗр-ха. Унта кӑларнӑ «енисейсене» «Чӑвашагрокомплект» предприяти ял хуҫалӑхӗсене сутма нумаях пулмасть илсе кайнӑ.
Юлашкинчен асӑнни «Агромашхолдинг» компанин официаллӑ дилерӗ шутланать иккен. Лешӗ вара «Промтрактор» обществӑн, «Волгоградри трактор савучӗ» трактор компанийӗн, «Улатимӗрти моторпа трактор савучӗ», «САРЭКС», «Курганмашзавод» обществӑсен, Австрири «Vogel & Noot» предприятин пайташӗ евӗр ӗҫлет иккен.
«Чӑвашагрокомплекта» илсе пынӑ «енисейсем» ҫывӑх вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх саланасса шанаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чаплӑ концерт курма йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ, яланхи пекех, 18 сехет ҫурӑра.
Концертра ҫӗнӗ «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ташӑпа кулӑш ӑстисем хутшӑнаҫҫӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет. Анатолийпе Надежда Никитинсем ҫавӑн пекех ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
«Янташ» ушкӑнне йӗркеленӗ композитор пӗлтернӗ тӑрӑх билет хакӗ 300 тенкӗ. Ушкӑнпа килекенсем валли йӳнӗрех те пулать.
39 ҫулти арҫыннӑн суя хыпаршӑн… 190 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Мӗн тунӑ-ха вӑл? Тӗрӗссипе, киревсӗр ҫак ӗҫе вӑл 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тунӑ.
Ун чухне хайхискер Чӑваш Республикин Арбитраж судне палламан ҫын шӑнкӑравласа бомба пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ҫуртран пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ. Анчах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн нимӗнле бомба та пулманни ҫиеле тухнӑ.
Кун хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫтаха шырама тытӑннӑ. Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухатех ҫав. 39 арҫын сим-карттӑна Владимир облаҫӗнче туянни паллӑ пулнӑ. Анчах вӑл пытанса пурӑннӑ, регистрацине тӑнӑ вырӑнта курӑнман.
Суя хыпара пӗлтерекене кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ. Ӑна кӑштах ӑннӑ темелле-ши — тӗрмене кирпӗч шутлама ярас вырӑнне штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫакна унӑн 30 талӑкра тумалла пулнӑ. Арҫын ӑна юлашки кунра тӳлеме ӗлкӗрнӗ-мӗн.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче вырнаҫнӑ суд приставӗсем патне Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районта вырнаҫнӑ гриль-чӑх сутакан суту-илӳ киоскне хупмалли суд йышӑнӑвӗ ҫитсе выртнӑ.
Киоска хуҫи хӑй тӗллӗн, яваплисенчен саккунпа килӗшӳллӗн ирӗк илмесӗр, вырнаҫтарнӑ имӗш. Суд йышӑнӑвне усламҫӑ кӑмӑлпа куҫарса кайма килӗшмен. Унтан та ытларах — автоприцеп евӗр киоска суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫынна ярӑнтарнӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн усламҫӑ тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ та 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна усламҫӑ тӑна кӗнӗ пек пулнӑ — киоска илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |