Шупашкарта ача-пӑча клиника больницинче «беби бокс» лартасшӑн. Хӑш-пӗр хӗрарӑм ача ҫуратсан унран тискер мелпе хӑтӑлать: урамра хӑварать, ҫӳп-ҫап витрине хурать… Ҫакнашкал амӑшӗсем валли ятарласа «беби бокс» лартасшӑн. Ҫапла майпа ачан сывлӑхӗ сиенленмӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви «Шанчӑк сӑпки» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшма йышӑннӑ. «Беби бокса» (е ӑна «пурнӑҫ чӳречи» теҫҫӗ) проектпа килӗшӳллӗн лартӗҫ.
«Беби бокс» — кравать, унта ачине пӑрахма шухӑшланӑ амӑшӗсем пепкине ҫавӑнта хӑварма пултараҫҫӗ. Унта пӗчӗкскере сивӗ пулмӗ. Ачана «беби бокса» хурсан сасӑ сигналӗ пулӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кун пирки ҫийӗнчех пӗлӗҫ. Пепке ҫинче суран йӗрӗсем ҫук-тӑк ача хӑварнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Пур-тӑк амӑшне шырама пуҫлӗҫ.
«Беби боксра» сигнал пулсанах тухтӑрсем ача патне пырӗҫ, ӑна специалистсем патне илсе кайӗҫ, вӗсем анализсем илӗҫ. Хӑварнӑ ача пирки полицие тата опека органне пӗлтерӗҫ.
«Беби бокссене» кӑҫал вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку хӗрарӑм хӑйӗн тин ҫуралнӑ ачине вӗлересрен сыхласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен кунашкал пӑтӑрмах 130 хут ытла пулать-ҫке.
Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ.
«Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш.
Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн.
Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать.
Чӑваш Енрен ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнакан хӗрарӑм полицие хӑйӗн 7 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ача урама выляма тухнӑ та каялла таврӑнман. Анчах полицейскисем видеокамерӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ.
Камера ҫемье пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче, Алтайск урамӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пирки, ахӑртенх, хӑшӗ-пӗри пӗлмен. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ача килтен юлашки хут амӑшӗпе тухнӑ, анчах хӗрарӑм киле пӗчченех таврӑннӑ. Ку хӗрарӑм полицие ывӑлӗ ҫухални пирки пӗлтериччен кӑшт маларах пулнӑ.
Полицейскисем арҫан ача амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ чухне вӑл нимӗн те ас туманни пирки каланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӗсем поликлиникӑна кайнӑ, кун хыҫҫӑн Родион выляма тухнӑ та ҫухалнӑ.
Хӗрарӑм полицейски участокне кайма хирӗҫ пулнӑ. Ачана халӗ полицейскисем те, волонтерсем те шыраҫҫӗ.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне юсанине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Халӗ строительсем чукун ҫул каҫакан вырӑн еннелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ҫавна май унти ҫула та хупланӑ – машинӑсене тавра ҫулпа ҫӳреттереҫҫӗ. Общество транспортне кӑна ку чару пырса тивмест темелле. Вӗсене те пурне ирӗк паман: хулари троллейбуссене тата 5-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш тата 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссене кӑна. Ытти мӗнпур транспортӑн База такӑрлӑкӗпе ҫӳреме тивет.
Ҫула саракан «Чӑвашатводор» организаци ӗҫченӗсем чукун ҫул каҫакан ҫул патнелле юсаса пырассине ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗтерме шантарнӑ. Ун тӗлне Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ункине туса пӗтересшӗн. Ҫул юсавне МТВ-центр тӗлӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫул таранах вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре транспорта унтан ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Ҫак шухӑша паян Шупашкарта Чечен вӑрҫине тата ытти ҫавӑн йышши вӑрҫа хутшӑннисене асӑнса лартнӑ монумента савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чухне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов каларӗҫ.
Палӑка уҫнӑ самант вара ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн чӑннипех те хумхануллӑ пулчӗ. Ывӑлӗсене мирлӗ вӑхӑтра салтака ӑсатса кӗтсе илейменнисем кӑна мар, ҫав вӑрҫӑра тӑванӗсене, Турра шӗкӗр, ҫухатманнисем те куҫҫуленчӗҫ.
Палӑка ӑсталама укҫаллӑ ҫынсене явӑҫтарнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна хатӗрленӗ ҫурт тӑвӑм организацийӗ умӗнче парӑмпа хальлӗхе пуҫӗпех татӑлса пӗтеймен-ха — укҫана малалла пухаҫҫӗ.
Монумента виҫӗ пайран хатӗрленӗ. Вӗсем ҫине 156 ҫыннӑн ятне ҫырса хунӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов калашле, тек ун пек ҫырма ан тивтӗр кӑна ӗнтӗ.
Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Йӗпреҫ районӗн ҫыннисем тата Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗсем Шупашкарта унӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем общество деятелӗн, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗн, Чӑваш АССР халӑх писателӗн пурнӑҫне, унӑн хайлавӗсене аса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри унпа куҫа-куҫӑн та курнӑҫнӑ.
Ҫемен Элкер хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкул ҫеҫ пӗтернӗ. 1915 ҫулта ӑна ҫара илнӗ, Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине хутшӑннӑ. Йывӑр аманнӑскер Автро-Венгрире тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта пулас поэт Раҫҫее таврӑннӑ, Петроградри тата Хусанти госпитальсенче чылай сипленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах учительсем хатӗрлекен курссене пӗтернӗ. Тӑван ялӗнчи шкулта ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ.
Унӑн пӗрремӗш сӑвви 1921 ҫулта пичетланнӗ. Тепӗр ҫулхине вӑл «Канаш» хаҫат редакцине куҫнӑ, унтан «Сунтала». Ҫемен Элкер чӑваш литературине хроникӑллӑ романпа, истори романӗпе, драма поэмипе пуянлатнӑ.
«Элкер» псевдонима вӑл ҫырма тытӑничченех илнӗ, каярахпа вӑл официаллӑ хушамат пулса тӑнӑ.
Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.
Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.
«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.
Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...
Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.
Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет.
Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ.
Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |