Ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарта унта хутшӑннисен пухӑвне ирттернӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме самай пулӑшнӑ. Кӗске вӑхӑтра 43 миллион гектар ҫӗре сухаласа акса-лартма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре уҫма Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Савӑнӑҫлӑ пухура вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ, «ҫӗре чунтан юратнӑшӑн» тав тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич паян та ҫӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине, унпа тӗллевлӗ усӑ курмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ирттернӗ пресс-конференцире ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех медицинӑра кадрсем ҫитменнине сӳтсе явнӑ.
Пульницӑсен штатне вӑтамран иккӗ-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ кӑна комплектланӑ иккен. Вӗсенче медаппасем, участокри терапевтсем, ансӑр специалистсем — офтальмологсем, кардиологсем, эндокринологсем — ҫитмеҫҫӗ. Хӑш-пӗр поликлиникӑра черет ҫук иккен, теприсенче виҫшер сехет тӑма тивет. Тухтӑра вӑрах кӗтме тивнипе халӑх кӑмӑлсӑрланать.
Министр шучӗпе ҫынсене хӑйсен участокри тухтӑрӗ патне ҫирӗплетсен ҫак ыйту татӑлмалла. Ансӑр специалистсем ҫитменнине хальхи сывлӑх учрежденийӗсенче консультаципе диагностика центрӗсем йӗркеленипе татасшӑн. Поликлиникӑра, сӑмахран, кардиолог е пульманолог пулмасан ҫын ятарлӑ центра кайма пултарӗ. Лайӑх тӗслӗх вырӑнне Алла Самойлова Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу пульниципе Ҫурҫӗр клиникӑна пӗрлештернине илсе кӑтартнӑ.
Сывлӑх сыхлав министерствинче специалистсем медицинӑна таврӑнасса шанаҫҫӗ. Персоналӑн ӗҫ укҫи сисӗнмеллех хӑпарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле врачсен ӗҫ укҫине тата 10 процент хӑпартасшӑн.
Эх, чавса ҫывӑх та ҫыртаймӑн тесе ваттисем тӗрӗс каланӑ та ҫав. Шупашкарта пӑтӑрмаха лекнӗ каччӑсем те халӗ кулянаҫҫӗ пулӗ те, анчах…
18–25 ҫулти ҫамрӑксем, иккӗшӗ Шупашкар ачисем пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен, пӗрин ҫуралнӑ кунне паллӑ тума тесе пӗр талӑклӑха хваттер тара илнӗ. Уява вӗсем чейпе тата компотпа кӑна паллӑ туман, эрех те ӗҫнӗ. Ӳсӗр ҫынна тинӗс те чӗркуҫҫи таран кӑна теҫҫӗ те, ҫаплах-тӑр. Ҫурҫӗр иртсен хайхисем пневматика пӑшалне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Ӑна хайхисенчен пӗри Мускавра туяннӑ иккен. Пеме тытӑннӑ та вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнче ларакан виҫӗ машинӑна: «Фольксваген», «Киа», «Мазда» маркӑллӑскерсене — лектернӗ.
Ҫӗр хута хула варринче пӑшалтан пеме тытӑннӑ каччӑсене полицие пуҫтарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухнӑ та, явап та тытма тивет-тӗр ӗнтӗ вӗсен.
Нумаях пулмасть Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Стиль территорийӗ» ятпа ҫи-пуҫ дизайнӗн тата декоративлӑ прикладной ӳнерӗн конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна Пӗтӗм тӗнче шайне кӑларнӑ.
Унта маларах Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне Казахстанри Актобе хулинчи К. Жубанов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата Мари Эл студенчӗсемпе вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсен шучӗ 180-ран та иртсе кайнӑ. Декоративлӑ прикладной ӳнерте «Текстиль» номинацире Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен икӗ хӗрача ҫӗнтернӗ. Татьяна Хушкина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Наталья Ефимова — 3-мӗш.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар?
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ.
Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест.
Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ.
Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ.
«Промтрактор» АУО лапамӗсенче тырпул вырмалли «Агромаш» комбайнсене пухма тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Трактор завочӗсем» концернӑн ҫак продукцийӗ Чӑваш Енӗн кӑна бренчӗ пулмасса шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр: пӗлтӗрхи кӗркунне Красноярскри комбайн завочӗ Шупашкара куҫнӑ. Ҫӗпӗрти комбайн тӑвакан 100 ытла специалист Шупашкар ӗҫченӗсене ҫӗнӗ продукцие алла илме пулӑшнӑ. Ҫавна май «Промтрактор» лапамӗсенче кӑҫал хальхи йышши, пысӑк технологиллӗ производство йӗркеленнӗ. Ку ҫулталӑкне 2 пине яхӑн машина кӑларма май парать.
Ҫӗнӗ комбайнсене Красноярскри «Елисей» паллӑ модельсемпе килӗшӳллӗн хатӗрлӗҫ. Анчах ӑна ҫӗнетӗҫ. «Агромаш 4000» 4-мӗш класлӑ, 250 лаша вӑйӗллӗ комбайн пулӗ. Сехетре 12–14 тонна тырпул вырса илӗ.
Чӑвашри пӗрремӗш «Агромаш 4000» комбайнпа пушӑн 26-мӗшӗнче паллаштарӗҫ. Ҫав кун Шупашкара тӗрлӗ регионтан ҫитӗҫ.
Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ.
Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули.
«Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |