Шупашкарти Ленин районӗнчи административлӑ комисси ларӑвӗн членӗсем административлӑ правасене пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ.
Ларура административлӑ правӑна пӑснӑ ултӑ протокола пӑхса тухнӑ. Чӑваш Республики саккунӗн 18-мӗш статйине, «Граждансем патне юмӑҫ ярас тата укҫа ыйтас тӗлӗшпе ҫулӑхнӑ» ятлӑскере, пӑснӑ ҫынсен 12 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Ҫавӑн пекех ларура ЧР саккунӗн 9-мӗш статйи («Граждансен лӑпкӑлӑхне тата шӑпӑлӑхне пӑсни») тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ пилӗк протокола пӑхса тухнӑ. Пӗтӗмпе 3 000 тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. «Шупашкарти хӑтлӑх правилисене пӑсни» статья тӗлӗшӗпе 42 протокола тишкернӗ. Комисси кун тӗлӗшӗпе йӗркене пӑснӑ ҫынсене 48 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Хулара чӗрчунсене тытмаллли правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Акӑ йытӑ хуҫине 500 тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.
Пӗтӗмпе 82 протокола пӑхса тухса комисси йӗркене пӑснисенчен 77 300 тенкӗ штраф тӳлеттерме йышаннӑ, 7 асӑрхаттару тунӑ.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсра чи маттуррисене палӑртнӑ. Унта 5 ҫын кӗнӗ.
Вӗсем ҫаксем: Кӳкеҫ лицейӗн вӗрентекенӗ Лилия Свинцова, Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ӗҫлекен Гузель Хайртдинова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейре ачасене вӗрентекен Любовь Хованская, Шупашкарти 40-мӗш шкул ӗҫченӗ Елена Комарова. Кусем — 25 ҫултан аслӑраххисем. 25 ҫултан кӗҫӗнреххисен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкул учителӗ Екатерина Матвеева кӗнӗ.
Вӗсем конкурсри пӗтӗмлетӳ тапхӑрне — уҫӑ дискуссие — хутшӑннӑ. Конкурс ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗрентекенсем заданисене сцена ҫинче ҫеҫ пӗлнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Республикӑн Экономика министерствипе йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта суя эрех сутакансене тытса чарнине пӗлтерет. Асӑннӑ ведомствӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккасенче эрех маркисене тӗрӗсленӗ те суя паллӑсем ҫыпӑҫтарса хунине тупса палӑртнӑ.
Улталаса эрех сутакан тӗслӗх республикӑн тӗп хулинчи «Наш» тата спутник-хулари «Вектор Плюс» лавккасенче палӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче тӗрӗслевҫӗсем 4 ятлӑ 13 кӗленче эрех, тепринче 2 ятлӑ 114 кӗленче асӑрханӑ. Правӑна сыхлакансем кӗленчесене туртса илсе экспертизӑна янӑ. Суя эрех хушшинче чӗрӗк литрлӑ кӗленчери «Балтийская волна», «Ивушка плюс» тата ҫур литрлӑ кӗленчери «Ивушка люкс» тата «Как стеклышко» ятлӑ водкӑна асӑнаҫҫӗ.
«Сӑмса айӗнчи курӑнмасть» теҫҫӗ-и-ха? Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Лапсарта пулнине хирӗҫлени тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Унта вӑл Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ май ӗнер ҫитнӗ.
«Сӑмса айӗнчи» ҫав поселокра ыйтӑвӗсем ҫук мар иккен. Сӑмахран, Совхоз тата Дубравнӑй урамсенчи нумай хваттерлӗ 19 ҫурта тытса тӑракан «Лапсарская» управляющи компани ресурспа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче 11 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанине Элтепер ҫынсен ҫӑхавне вӑхӑтра ӑша хывма хушнӑ. Хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисемпе епле ӗҫленипе те кӑсӑкланнӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Акӑ, унти совхоз урамӗнчи 2/2-мӗш ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗплӗн тишкерме хушнӑ. Кӗр ҫитиччен урамри юпасем ҫине хунар ҫакма та республика Пуҫлӑхӗн хушма тивнӗ.
Ҫӗнӗ Лапсара ҫитнӗ май хулан тӗп пульницин уйрӑмне, пуҫламӑш шкула — ача пахчине, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне, вӑтам шкула кӗрсе тухнӑ.
Сӑнсем (41)
Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать.
Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп».
Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет.
Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ.
«Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявламашкан тӗплӗн хатӗрленет. Ҫак юбилей тӗлне тӗп хулара планетари пулмалла. Хальлӗхе кун пирки информаци кӑна пухаҫҫӗ-ха.
Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн представителӗ Чулхулари планетарие кайса курнӑ. Унти планетарие эксплуатацилес мелсене тӗпченӗ. Ку кӑна мар. Раҫҫейри чи ватӑ, тӗнчери чи пысӑк планетарисенчен пӗри Мускавра вырнаҫнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем Шупашкарсене опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Шупашкарти космоса тухакан «чӳрече» Чӑваш Ен ҫыннисене тата хӑнисене космос историйӗпе лайӑхрах паллаштарӗ. Планетари конференцисем, ӑслӑлӑхпа космос фествиалӗсем, конкурссем йӗркелемелли лапам та пулӗ.
Хальлӗхе Шупашкарти планетарие тумалли проект ӗҫесем тӗлӗшпе контракт ҫырнӑ. Планетарие 2019 ҫулта туса пӗтермелле. Вӑл Раҫҫейре чи ҫамрӑкки пулӗ.
Ҫапларах пӗлтерет ЧНК сайчӗ. Асаилтеретпӗр, ҫак конкурс иртнӗ шӑматкун Чӑваш патшалӑх филармонинче иртрӗ. Унта пурӗ 37 юрӑҫ хутшӑннӑ.
Юрлакансем Чӑваш Енри тӗрлӗ районӗсемсер пуҫне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенчен, Ӗремпур, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен ҫитнӗ.
Мала тухнисен йышӗнче ҫавӑн пекех ҫаксене асӑнма пулать: Ульяна Питакова (Шупашкар, 1-мӗш вырӑн), Кристина Николаева (Шупашкар районӗ, 2-мӗш вырӑн), Анатолий Ефимов (Пушкӑртстан, 3-мӗш вырӑн) тата Лидия Одинцова (Шупашкар, 3-мӗш вырӑн). Вӗсем фестиваль-конкурсӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Дипломантсем: Ангелина Васильева (Шупашкар), Марина Васильева (Пушкӑртстан), Зарима Князева (Елчӗк районӗ), София Афанасьева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Оксана Казанцева (Пушкӑртстан) тата Ольга Егорова (Ӗремпур облаҫӗ).
Сарӑту облаҫӗнчи Анна Некезовӑна «Чи ҫепӗҫ чӑваш юрӑҫи» номинацире палӑртнӑ, Тутарстанри Анжелика Еремеевӑна — «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ», Шупашкарти Михаил Иванова — «Хӑйне евӗрлӗ ӑста юрлакан юрӑҫ». Куславкка районӗнчен Елена Терентьевӑна вара «Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн парни» лекнӗ.
Пӗр хӗрарӑм ҫӑкӑрти полиэтилен хутаҫа пула чутах чыхӑнса кайман. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Pro Город» хаҫат редакцине Мария Жачева тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑкӑрта… полиэтилен хутаҫ тупнӑ. Ҫӑкӑра Шупашкарти пӗр савут пӗҫернӗ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, хутаҫа ҫӑкӑрпа пӗрле пӗҫерме пултарнӑ.
— Лавккара тырра вӗтетмесӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр туянтӑм. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — унра тӗлӗнмелле япалана асӑрхарӑмӑр. Хутаҫ унта епле лекме пултарнӑ-ха! Прозводство мӗн хӑтланать! Аппетит пӗтрӗ. Чутах чыхӑнса каяттӑм. Ҫак ҫӑкӑра текех туянас килмест, — тенӗ Мария Жачева.
«Pro Город» хаҫат корреспонденчӗ ҫак ҫӑкӑра пӗҫернӗ савутпа ҫыхӑннӑ.
— Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хут, — тенӗ производство лабораторийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ильмендерова. — Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ — пӗлместпӗр. Савут ҫакна тӗпчӗ. Кунашкалли тек пулмӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм вырӑс диктантне ҫырнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре вӑл пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнни йӗркелӳҫӗсемшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Кӑҫалхи диктант епле иртнӗ-ши?
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал диктанта ҫын сахалрах хутшӑннӑ. Шупашкарта — 468 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта 40 ҫын ҫырнӑ. Пӗтӗмпе унта 508-ӑн хутшӑннӑ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологӗсем ӗҫсене тӗрӗслеҫҫӗ. Паян е ыран кӑтартусем паллӑ пулӗҫ. Ӑна totaldict.ru сайтра пӗлме май пур. Е преподавательсемпе консультаци иртнӗ вӑхӑтра кашниех хӑйӗн ӗҫне акан 21–23-мӗшӗсенче 18 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен асӑнмалӑх илсе кайма пултарать. Адрес: ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ (Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт), 5-мӗш хут, 523-мӗш пӳлӗм.
Пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ тата ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |