Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес.
«Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне реконструкцилес ӗҫ хӗрӳ пырать. Халӗ унта чи йывӑр ӗҫ — пӑрӑхсемпе ҫыхӑну хатӗрӗсене куҫарасси — вӗҫленет.
Ҫула 6,5 метр таран сарлакалатма палӑртнӑ. Ҫавна май строительсен пӑрӑхсене, кабельсене куҫарма тивнӗ. Республика ертӳлӗхӗ магистрале унччен палӑртнинчен маларах туса пӗтерме йышӑннӑ. Унччен строительсем ӗҫе юпа уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑччӗ те тӳре-шара ҫула Республика кунӗ тӗлне сарлакалатма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа строительсен сывлӑш ҫавӑрма та вӑхӑт ҫук: виҫӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Коммуникацисене куҫарасси нумай юлман. Халӗ Мир проспекчӗ енчи ӑшӑ тата газ пӑрахӗсене вырнаҫтараҫҫӗ. Чылай коммуникаци юрӑхсӑра тухнӑ май вӗсене ҫӗннисемпе ылмаштарма тивнӗ.
Чи ҫивӗч ыйту: коммуникацисене куҫармашкӑн уйӑрнӑ укҫа ҫитменни. Ку проект йӑнӑшӗ мар. Юлашки вӑхӑтра хаксем ӳсеҫҫӗ-ҫке. Ку ыйтӑва хула тата республика ертӳлӗхӗпе сӳтсе явӗҫ.
Халӗ Пичет ҫурчӗ тата Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывахӗнче хӗрӳ ӗҫ пырать. Яковлев тата Мир проспекчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ункӑ пулӗ. Строительсене ӗҫлеме йывӑр: кунта ҫула пӳлмен, мӗншӗн тесен тавран каймалли ҫук.
Етӗрне районӗнче Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Шупашкартан, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Хусантан килнӗ.
Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ.
Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Ӗнер Крымпа Раҫҫее пӗлтерӗшлӗ кун пулчӗ. Крым пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешнине халӑх савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗ. Ҫурутраври халӑх ҫак пулӑма чылай ҫул кӗтнӗ имӗш. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, премьер-министрӗ Сергей Аксенов, Севастополь мэрӗ Алексей Чалый килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн халӑх чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ. Паянтан Крым ҫыннисем Раҫҫей паспорчӗ илме, лавккасенче гривнӑпа мар, тенкӗпе тӳлеме тытӑнӗҫ. Владимир Путин унта пурӑнакан кирек мӗнле наци ҫыннисене те хаваспах йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем халӗ пурте пирӗншӗн чи ҫывӑх тӑван пекех тенӗ вӑл. Президент каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисем Раҫҫей гражданствине илме е Украина гражданствине хӑварма пултараҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑма чылай хулара паллӑ турӗҫ. Шупашкарта ӗнер халӑх Республика тӳремӗнче пухӑнчӗ. Сахал мар: ҫичӗ пине яхӑн. Сцена ҫинче юрӑ-ташӑ янӑранӑ, чиновниксем тухса калаҫнӑ. Ҫынсем «Братья крымчане, Чувашия с вами!» (чӑв. Крымри тӑванла халӑх, Чӑваш Ен санпа!) лозунг йӑтнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ача сахал ҫуралнӑран ача пахчисене хупрӗҫ, вӗсен ҫурчӗсене тӗрлӗ организаци-предприяти илчӗ. Юлашки ҫулсенче демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнчӗ. Ҫавна май ача пахчисенче те черет вӑрӑмланма пуҫларӗ. Тӳре-шара черете кӗскетес тесе ҫӗнӗ садиксем хута ярать.
Ачасемпе ҫамрӑксен В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче нумаях пулмасть боксерсем тренировка ирттернӗ, йывӑр атлетсем штанга йӑтнӑ. Халӗ унта строительсем хуҫаланаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран вара ҫак ҫурта 200 яхӑн ача ура ярса пусӗ. Ҫак ҫурт каллех ача пахчи пулӗ.
Капиталлӑ ҫурт тӑвӑмӑн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи ача сачӗ 11 ушкӑн, 220 шӑпӑрлан валли пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ 2 334 тӑваткал метрпа танлашать. Ача пахчинче занятисем ирттермелли пӳлӗм, бассейн пулӗ.
Ҫурта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ҫӗнетме тытӑннӑ. Хальлӗхе стенасене, чӳречесене, алӑксене лайӑхлатнӑ, ҫурт тӑррине юсанӑ. Александр Никулин каланӑ тӑрӑх, подрядчик графикран кӑштах юлса пырать. Анчах пӗтӗмпех вӑхӑтра — ҫӗртме уйӑхӗнче — туса пӗтерме палӑртнӑ.
Халӗ хулара тепӗр икӗ ача пахчинче ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке.
Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ.
Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.
Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ.
Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ.
Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ.
ПУШ | 17 |
Инкек пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын канма пынӑ. Бильярдла вылянӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ. Кӑштахран вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Лӑпкӑн тӗлӗрекен ҫынна ыйхӑран вӑратса никам та кансӗрлес темен курӑнать. Кафене хупма вӑхӑт ҫитсен унта ӗҫлекенсем ӑна вӑратма пӑхнӑ. Анчах лешӗ сас-чӳ паманнине кура аптӑранӑ персонал васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекенсене чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 44-ри арҫын вилнине палӑртнӑ.
Ку тӗслӗхпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынна такам вӗлернин йӗрри-паллине вӗсем асӑрхаман иккен. Ҫапах та вӗсем экспертсен татӑклӑ сӑмахне кӗтеҫҫӗ. Вара тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ ыран «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра потребитель правипе ҫыхӑннӑ ыйтусене специалистсенчен уҫӑмлатма май килӗ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене Шупашкар хула админситрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Исхаковна Солдатова хуравлӗ. Унпа пӗрле Роспотребнадзор управленйиӗн, потребительсен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен общество организацийӗсен пайташӗсем те ыйтусене уҫӑмлатма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ.
«Тӳрӗ лини» номерӗ — 8 (8352) 23-50-06.
Пушӑн 14-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин кӑҫалхи Республика кунне уявлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗпе лару ирттернӗ. Тӗп мероприятисем Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче пулӗҫ.
Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн администрацин ертӳҫи Александр Иванов тӗп мероприятисен программипе паллаштарнӑ. Яланхи пекех «Раҫҫей регионӗсем — ҫирӗп аталану» экономика форумӗ, «Регионсем: чикӗсӗр хутшӑну» курав, фейерверксен фестивалӗ, халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» алӗҫӗсен конкурсӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» иртӗ. Александр Иванов ҫак мероприятисем ҫулран ҫул лайӑхланса пынине палӑртнӑ. Республика кунне халалланӑ спорт, культура мероприятийӗсем ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑлҫи федераци округӗнче Культура ҫулталӑкӗ уҫӑлнине уявлӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев муниципалитетсем Республика уявне мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |