Шупашкарта демографи лару-тарӑве лайӑхланать теме пулать. Ав кунта кӑҫал саккӑрмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем йӗкӗреш ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Ачасене кунта пушӑн 26-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Арҫын ачапа хӗрача пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Анастасия ят панӑ. Арҫын ача — Иван. Ҫемьен вӗсемсӗр пуҫне пӗр ача пур. Йӗкӗреш ҫуралсан вара вӗсем нумай ачаллӑ кил-йыш шайне лекнӗ.
Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ.
8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ.
Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ.
Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ.
Ку пулӑм пирки эпир маларах систерсеччӗ ӗнтӗ — шӑп та паян пулса иртрӗ вӑл. «Промтрактор» акционерсен уҫӑ обществин конвейерӗнче «АГРОМАШ 4000» маркӑллӑ комбайн тухнӑ. Малашне ун йышшисене ҫулталӑкра 2 пин таран кӑларма май килӗ.
Унччен комбайнсене Красноярскра кӑларнӑ. Пӗлтӗртен производствӑна «Промтракторта» кӑларма йышӑну тунӑ. Ҫак тӗллевпе Шупашкара ҫичҫӗр автопуйӑспа станоксене, оборудование, ытти хатӗр-хӗтӗре илсе килнӗ. Шупашкарта ҫӗнӗ линисем те туяннӑ.
Ӗҫе те «Промтрактор» рабочийӗсен хӑнӑхма тивнӗ. Вӗсене Ҫӗпӗртен (Красноярск Ҫӗпӗрти хула-ҫке) килнӗ 100-е яхӑн специалист вӗрентнӗ.
Конвейертан тухнӑ пӗрремӗш комбайна Вӑрнарти аш-какай комбинатне илсе кайӗҫ. Ара, унта та тыр-пул туса илеҫҫӗ-ҫке.
Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника тата Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ.
Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче онкологи чирӗсемпе нушаланакан хӗрарӑмсем валли психологи центрӗ уҫӑлнӑ.
Халӗ Чӑваш Енре усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ 22 ытла пин ҫын шутра тӑрать. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫавӑнпа центра малтанлӑха ятарласа вӗсем валли уҫнӑ. Ҫакна «Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ» пуҫарма сӗннӗ. Пӗлтӗр ҫак канаш «Пурнӑҫ валли» социаллӑ проект хатӗрлесе ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Кадрсене грант укҫипе Питӗрте хатӗрлӗҫ. Тӗрӗссипе, центртан хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, паянхи кун рак — приговор мар-ха. Анчах чирлисенчен чылайӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкет. Психологсем вара депрессие ҫӗнтерме пулӑшӗҫ. Кунтах арт-терапи сеансӗсем, занятисем ирттерӗҫ. Пацентсемпе рака ҫӗнтернӗ хӗрарӑм волонтерсем ӗҫлӗҫ.
Центри пӳлӗме ҫутӑ тӗссемпе илемлетме «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ пулӑшнӑ. Ҫитес вӑхӑтра центр икӗ сменӑпа ӗҫлӗ. Кунта клиникӑра сипленекенсене те, пульницӑна пӗрремӗш хут килнисене те пулӑшӗҫ.
Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ.
Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур.
Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки.
Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ.
Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсен пурнӑҫне тӗрӗс йӗркелес тӗллевпе Шупашкарта ҫӗнӗ проект хута кайнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак енпе ӗҫ пырать. Шупашкарти ача пахчисенче проекта пурнӑҫлас тӗллевпе фитнес енӗпе хушма занятисем пулӗҫ. Проекта чи пӗрремӗш пурнӑҫлаканни — 108-мӗш ача пахчи. Занятисенче вӑй-хал культурин инструкторӗ ачасем валли физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли занятисем ирттерӗ. Инструкторсем фитнес енӗпе ятарлӑ вӗренӳ витӗр тухӗҫ.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
«Шупашкар аэропорчӗ» республикӑн хысна пердприятийӗ «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен уҫӑ обществин пурлӑхне туяннӑ. Юлашкинчен асӑнни панкрута тухнӑскер пулнӑ. «Шупашкар аэропорчӗ» унта хальччен пурлӑхпа тара илсе пурӑннӑ.
Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑха малтанласа 49 миллион та 313 пин тенкӗпе хакланӑ. Пӗтӗмешле 1 558 тӗрлӗ пурлӑха пӗр лотпа кӑларнӑ.
Ӳлӗмрен Шупашкар аэропорчӗ тата вӑйлӑрах ӗҫлесе, тен, кайӗ те… Хальлӗхе атту самолетпа Шупашкартан вӗҫекенсем питех йышлӑ тенине илтсех каймӑн. Унтан та ытларах — Шупашкара вӗҫекен рейссене куҫарни пирки кӑмӑлсӑрланни хӑлхана кӗнӗччӗ...
Йӑлана кӗнӗ «Кайӑк ҫитеркӗчӗ» экологи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑтра Шупашкар шкулӗсенче вӗренекен ачасем 400 ытла сырӑш ӑсталанӑ.
Кӑҫал конкурса 1–5-мӗш классем хутшӑннӑ. Вӑл пӗлтӗрхи раштавӑн 10-мӗшӗнче тытӑннӑ та кӑҫалхи пушӑн 10-мӗшӗнче ӗҫленӗ. Сырӑшсене парксенче, скверсенче, аллейӑсенче ҫакнӑ. Пурте йӗркелӳ комитетне заявкӑсем, хӑтлавсем ярса панӑ. Унта вӗсем хӗлле кайӑксене тӑрантарсси пирки каласа кӑтартнӑ.
Конкурс йӗркелӳҫисем «Шупашкарти экологи управленийӗ» тата регионти «Симӗс хула» экологи общество организацийӗ пелтернӗ тӑрӑх, 1-мӗш вырӑна Шупашкарти 47-мӗш шкулти 1«м»-мӗш класс тивӗҫнӗ. Харпӑр ӗҫем хушшинче 40-мӗш шкулти 3«к»-мӗш класра вӗренекен Ева Игнатьева пӗрремӗш пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |