Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
«Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Шупашкарта гражданла хӳтӗлев объекчӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун пирки тӗп хулара иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Гражданла оборонӑн хӳтлӗх сооруженийӗсене ҫынсене харӑссӑн пӗтерекен хӗҫ-пӑшалтан пытанма хӑй вӑхӑтӗнче тунӑ. Кӑҫал ҫавсене яваплисем тӗрӗслесе тухӗҫ. Ҫавсене халӗ мӗнле тӗллевпе усӑ курнине те палӑртӗҫ. Кайран ҫавсен паспорчӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ.
Гражданла хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑрун объекчӗсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ревизилеме тытӑнӗҫ. Ӗҫе утӑ уйӑхӗччен вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла сооружение пахаламалла.
Спорта аталантарма кӑҫал Чӑваш Ене федераци хыснинчен 334,5 миллион тенкӗ килмелле, килес ҫул — 433,5 миллион. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн спорт министрӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ.
Кӗмӗле спорт объекчӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. 100 миллион тенке, сӑмахран, районсенче 10 стадион тума уйӑрӗҫ. Укҫа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне, Чӑваш Енӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗсем хатӗрлекен центра, тӗп хули 2-мӗш спорт шкулне юсаса ҫӗнетме, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пӑр керменне, ҫавӑн пекех маунтинбайк центрне тума ҫитмелле.
Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.
Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Тӗлӗнмелле… Ултавҫӑсене мӗншӗн шанаҫҫӗ-ши? Тӗрӗссипе, вӗсен ҫамки ҫине «ултавҫӑ» тесе ҫырман-ха та… Пур-пӗрех. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса яни пирки кунӗн-ҫӗрӗн шавлаҫҫӗ. Ҫук вӗт, хӑшӗ-пӗри ҫаплах хӑлхана чикмест: ултавҫӑсене серепине ҫакланать. Ахӑртнех, ҫутӑ малашлӑха шанса, экстрассенс «пӑснине» сирессе ӗненсе кӗсйисенчен укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Кӗсьери нухрата кӑна ултавҫа тыттарни — юрӗ-ха. Анчах кредит илсех…
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑмпа шӑпах ҫапла пулса тухнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ултавҫӑсене 484 пин тенкӗ панӑ.
Хайхискер парапсихологи сферинчи пулӑшу пирки телекурав урлӑ пӗлнӗ, унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Леш енче Мускаври парапсихологи центӗн ӗҫтешӗ хуравланӑ. Арҫын хӗрарӑма «тасатмалли» пирки ӗнентӗрнӗ. Лешӗ ҫак ӗҫ-пуҫа ирттермешкӗн банкра кредит пӗр хут ҫеҫ илмен.
ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Палламан ҫынсене шанмалла мар, вӗсене хӑвӑр пирки пӗлтерме, банк карттин номерне калама юрамасть.
Шупашкар урамӗсемпе (чӑннипе, кунта кӑна мар, ялсенче те, республикӑри ытти хулара та) пынӑ чухне реклама хучӗсене асӑрхамасӑр иртеймӗн. Ҫумӑр хыҫҫӑн шӑтнӑ кӑмпасем тейӗн… Пӗри, тепри куҫа тӑрӑнать.
Шупашкар хула администрацийӗ кирлӗ-кирлӗ мар вырӑнта ҫыпӑҫтарнӑ реклама хучӗсемпе «вӑрҫӑ» пуҫланӑ. Калинин район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Текстильщиксен, Иван Франко, Гагарин урамӗсем тӑрӑх пӗлтерӳсен аллейи тӑсӑлнӑ. Атӑ-пушмак, сӑран куртка йӳнӗпе сутаҫҫӗ-мӗн.
Мӗнпур материала районӑн административлӑ комиссине пӑхса тухмашкӑн панӑ. Вӑл ҫак ӗҫ йӗркелӳҫисенчен штраф шыраса илӗ.
Шупашкарта хаҫатсене, афишӑсене, плакатсене тата ытти реклама материалӗсене ятарлӑ стендсем ҫине ҫеҫ ҫыпӑҫтарма юрать.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан республикӑра 13 ача нумайрах ҫуралнӑ — ҫут тӗнчене 1 455 пепке килнӗ. Вилекенсен шучӗ вара, шел те, ҫуралакансенчен 4,6 процент нумайрах пулнӑ.
Ҫураласлӑхӑн пӗтӗмӗшле коэффициенчӗ текен ӑнлав пин ҫын пуҫне 13,8 промиллепе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачра вӑл 13,7 пулнӑ. Асӑннӑ цифра республикӑри вӑтам кӑтартуран 16 районта: Елчӗк (20,0 промилле), Шӑмӑршӑ (19,4), Элӗк (18,0), Патӑрьел (17,9), Комсомольски (16,6), Хӗрлӗ Чутай (16,2), Ҫӗрпӳ (16,1), Красноармейски (15,5), Йӗпреҫ (15,3), Муркаш (15,1), Тӑвай (14,9), Етӗрне (14,3), Сӗнтӗрвӑрри (14,1), Ҫӗмӗрле (14,0), Шупашкар районӗсенче (13,9) тата Канаш хулинче (15,2) — пысӑкрах.
Ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен Шупашкар, Канаш тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсенче иртнӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.
Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ.
Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ».
Ҫемье ҫавӑрни — сӑваплӑ ӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлать.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем мӗн сӑлтавпа ытларах уйрӑлаҫҫе-ха?
Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ ҫине расна пӑхни уйрӑлма хӗтӗртет-мӗн. Ҫак сӑлтава 35-шӗ палӑртнӑ. 25 ҫын кӑмӑлсем пӗр килменнине кӑтартнӑ. Теприсем хӑйсен кил-ҫурчӗ пулманшӑн уйрӑлаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна 10-ӑн палӑртнӑ. 5 ҫемье мӑшӑртан пӗри юттипе улталанӑшӑн арканнӑ. Ыйтӑма аноним мелӗпе ирттернӗ. Пӗтӗмпе 55 анкета пулнӑ.
Эппин, пӗр-пӗрне чӑнах та юратни, хисеплени ҫеҫ ҫемье ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |