Валентина Теллина Шупашкар хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ.
Професси карьерине Валентина Теллина Елчӗк районӗнчи Пӑла Тимеш ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта Патӑрьелте ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ.
Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ хӑрушсӑрлӑх правилисене шӑпӑрлансене кӑҫалтан пуҫласа ҫӳллӗ пукане пулӑшнипе ӑнлантарма тытӑнӗ.
Шупашкарти «Чӗкеҫ» ача ҫуртне ҫитнӗ те ҫав тем пысӑкӑш пукане. Константин ятлӑскер Чӑваш Енӗн Пушар хуралӗн музейӗн методисчӗпе Ксения Михайловӑпа пӗрле вӑл ачасемпе пушартан епле асӑрханмалли пирки «тренировка» ирттернӗ.
Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилине вӑйӑ урлӑ хӑнӑхтарать хайхи Константин. Акӑ, пуканесен кӗтесӗнче тахӑшӗ утюг кӑлармасӑр хӑвранӑ. Тӗтӗме асӑрханӑ хыҫҫӑн ачасем ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравланӑ. «Инкеке лекнисене» пулӑшма Константин — «01» — персе ҫитнӗ. Пушарпа кӗрешкен икӗ метр ҫӳллӗш ҫын ачасене утюга розеткӑна тирс ехӑварма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тата шӑнкӑравлакансем тупӑннӑ — вӗсене те «пулӑшу» кирлӗ. Пӗчӗкскерсене Константин питӗ килӗшнӗ. Вӗсем ӑна «Сывӑ пул, Константин — «01» тесе темччен ӑсатнӑ.
Паянтан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме пуҫланӑ. Унччен ҫав направление «Тутарстан» компани самолечӗсем вӗҫтечӗҫ, халӗ «Ак Барс Аэро» текенни ҫӳретет. Самолечӗсем — «Cessna–208» текен пӗр моторлӑ пысӑках мар турбовинтлӑскерсем.
Шупашкартан Ӗпхӗве самолетсем 9 сехет те 55 минутра хускалмалла. Рейссене эрнере виҫӗ хут — тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен ҫӳретме палӑртнӑ. Лерен самолетсем унти вӑхӑтпа 14 сехет те 40 минутра Шупашкара хускалмалла. Билет хакӗ — 1 775 тенкӗрен пуҫласа 4 770 тенкӗ таран.
Самара та тунтикунсерен, юнкунсерен, эрнекунсерен вӗҫме пулать. Унти Курумоч текен аэропорта, вӑл Самарӑран кӑшт кунтарах вырнаҫнӑ, 17 сехет те 5 минута ҫитме пулать. Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалать. Лерен каялла килме ирхи 7 сехет те 45 минутра хускалмалла, 9 сехет те 20 минутра кунта пулатӑн. Билет хакӗ — 2 075 тенкӗрен пуҫласа 3 305 тенкӗ таран.
Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер «Уҫӑ хула» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ черетлӗ калаҫу хыҫҫӑн пӗлтерет. Унта тӗп хуламӑрти Лакрей вӑрманне аталантарассине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн йышши проект ытти парксемшӗн те тӗслӗх пулса тӑраять тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Лакрей вӑрманӗн аталанӑвне палӑртма пухӑннӑ калаҫӑва тӳре-шарапа пӗрлех дизайнер-проектировщиксем, Мускаври экспертсем, хула ҫыннсием пухӑннӑ.
Асӑннӑ кану паркӗ ҫӳлтен пӑхсан чӗрене аса илтерет иккен. Хула пур енлӗн сарӑлса пырать те, Лакрей вӑрманне пырса кӗмелли ҫулсене ытларах тӑвассине те, парка тӗрлӗ кану вырӑнне ҫавӑрассине те сӳтсе явнӑ иккен. Юлашкинчен асӑнни пирки каласан, тӗп лапамсен шутне активлӑ канӑва, ҫемьепе пухӑнмалли тата ача-пӑча валли пӑхса хӑвармаллине кӗртнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли кӑна мар, велосипедпа ярӑнмалли ҫул та кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Парка пырса кӗнӗ вырӑнта машинӑсене лартмалли хальхи вӑхӑтри стоянкӑсем тӑвасшӑн. Зоокӗтес тума та сӗннӗ.
Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Лакрей вӑрманӗн концепцийӗ ытти парка ҫӗнетме те тӗслӗх пулаять. Аталану тени пӗр-пӗр пуяннӑ интересӗсене пурнӑҫлассине пӗлтермест пуль ӗнтӗ.
Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗ республикӑн Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ 48 ҫулти арҫынна икӗ ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама тата ҫав вӑхӑтра руль умне ларма чарма йышӑннӑ.
Пысӑк шӑв-шав ҫӗкленӗ ҫак инкек 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑччӗ. «CHERY SUV T11» машинӑна тытса пыракан судья «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ҫуран ҫӳрекен инкек пулнӑ вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Прокуратура судьяна 3 ҫуллӑха колони-поселение яма ыйтнӑ-мӗн. Суд условлӑ майпа айӑплас тенӗ.
Судья айӑпа йышӑнман-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, машинӑна чарма май килмен. Чӑн та, ҫав вӑхӑтра вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсене судья 610 пин тенкӗ укҫа панӑ. Ку вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма ӗнтӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсен «Вӗри чӗресем» ушкӑнӗ «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Тӑван тӑрӑха тирпейлесе илемлетес енпе пӗлтӗр епле ӗҫлесе пынине каласа кӑтартакан ӗҫсене пухас, вӗсен тӑрӑх конкурс йӗркелес шухӑша «Сӑрҫум» патшалӑх заповедникӗпе «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пуҫарнӑ. Унта 1–11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултарнӑ. Хастарсем 9 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 26 шкул команди ӑмӑртнӑ. Финала ҫиччӗн тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗне «Контактра» тата Фейсбук халӑх тетелӗсемпе усӑ куракансене палӑртма май туса панӑ. Вӗсем чӑрӑшкассисене кӑмӑлларах панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш енри уйрӑмах сыхлакан ҫу ҫанталӑк вырӑнӗсем тӑрӑх виҫӗ кунлӑх курса ҫӳреме тӳлевсӗр путевка лекнӗ. Ҫулҫӳреве ачасем ҫу–авӑн уйӑхӗсенче, хӑйсене меллӗ вӑхӑтра, кайма пултарӗҫ.
Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ.
Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен.
Нумай пулмасть Николай Фёдоров Президент пуканне йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Аса илме: пӗрремӗш хут ӑна 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра суйланӑ. Хайхи экс-Президент ҫак куна Шупашкарта анлӑ палӑртнӑ тет. Республикӑн тӗп хулине вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ.
«ПроГород» хаҫат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх Мускавран Шупашкара вӗҫсе килмех пӗр ҫур миллион патнелле тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх министрӗн вырӑнӗнче ӗҫлекен Николай Фёдорова «Dexter» самолёт Шупашкар аэропортӗнче 3 кун кӗтнӗ тет. Ку ӑна 460–624 пин тенке кайса ларнӑ пулать.
Ҫавӑн пекех тӗп хулари чукун ҫул вокзалӗ ҫумӗнчи ресторанта ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ тет — унта Фёдоров ушкӑнӗ пухӑннӑ пулать. Пӗр 30 ҫына яхӑн пулнӑ, кашни ҫын пуҫне апат вӑтамран 6–10 пинлӗх ларнӑ теҫҫӗ. Сӗтел ҫинче чи хаклӑ йышши эрехсем, йӳнӗ мар апат-ҫимӗҫ ларнӑ. Хӑнасен шутӗнче малтан ҫурт тӑвӑм министрӗ пулнӑ Владимир Филатов, социаллӑ хӳтӗлевӗн экс-министрӗ Владимир Мидуков, ҫавӑн пекех ун вӑхӑтӗнче спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов, пӗр хушӑ культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Володина тата ыттисем пулнӑ.
Шупашкар хулинче 28 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Арҫын виллине кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫынсем асӑрханӑ. Тӗпчевҫӗсем вилӗмре криминал палли ҫуккине асӑрханӑ.
Ӑна юлашкинчен сывӑ курнӑ ҫын — унӑн паллакан хӗрӗ. Арҫын ирхи виҫӗ сехетре ун патӗнчен килен кайнӑ пулнӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменни пирки каламан та, анчах вӑй питти арҫын хула варринче шӑнса вилни ытла та тӗлӗнтерет . Вӑл Студентсен урамӗнчи карта ҫумне тӗршӗнсе ларнӑ иккен.
Маларах Канашра килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсем кивӗ пӗр ҫуртра ҫӗр каҫма юлнӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |