Ҫӗнӗ Ҫул умӗн пӗр эрне юлсан Нартукан уявне уявлама пуҫлаҫҫӗ. Ку уяв вӑхӑтӗнче ӗлӗк тӑвансемпе пухӑнса «ларма» ирттернӗ. Чӗнекеннисем арҫын ачасемпе каччӑсем пулнӑ, вӗсем нумайлӑха хӑнана хӗрсемпе тӑванӗсене чӗннӗ — ҫапларах ӑнлантарса парать Виталий Станьял «Мир чувашской культуры» (чӑв. Чӑваш культурин тӗнчи) кӗнекере. Эрне тӑршшӗ вӑл пынӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ача-пӑча уйрӑмах савӑннӑ — Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне лартса капӑрлатнӑ, тӑррине сакӑр кӗтеслӗ ҫӑлтӑр вырнаҫтарнӑ, юнашар — автанпа мулкач кӳлеписене. Ачасене ертсе ҫӳрекенне Хӗл турханӗ тенӗ, унпа пӗрле Юрпикепе Ҫилачи чуптарса ҫӳренӗ. Савӑнӑҫлӑ уявра ачасем нартукан сӑввисем вуланӑ (хальхи пек вӑйпа вӗренттернӗскерсем мар, хӑйсем шуталса кӑларнисем те пулнӑ).
Раштавӑн 23-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкарти «Старая площадь» (чӑв. Кивӗ тӳрем) кафере «Сувар» тӗпчев фончӗ ӗлӗкхилле Нартукан уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ. Уява ертсе пыма Сархан Семёнова суйланӑ, — пӗлтерет уявӑн техӗмлӗ шӑршипе апатне тутанса пӑхнӑ Тимӗр Акташ журналист.
Пухӑннисем чӑвашсен йӑли-йӗркине чӗртме, ӗлӗк ирттернӗ уявсене ирттерме чӗнсе каланӑ — ку вӑл ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен йӑли-йӗркине упраса аталантарма пулӑшӗ тенӗ.
Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.
Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.
Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.
Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.
Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...
Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Шупашкарӑн Ленин районӗнче ҫамрӑксен правительстви йӗркеленнӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитнӗ май вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх уйрӑмӗсемпе пӗрле «Хӗл Мучине чӗнсе-и?» проект пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чи малтанхи хут ачасене савӑнӑҫ кӳме И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗпе «Рябинка» (чӑв. Пилеш) микрорайон ачисемшӗн Хӗл Мучипе Юрпике пулма Кабардаев Дмитрий, Романова екатерина, Шогулин Александр, Школьникова Екатерина хаваспах килӗҫшрӗҫ.
Юмах тӗнчин тумтирне тӑхӑнса ҫамрӑксем ачасене кӑна мар, ваттисене те саламларӗҫ. Шӑпӑрлансем, паллах, парнесемсӗр юлмарӗҫ.
Сӑнсем (7)
Олимп ҫулӑмне йышӑнакан хуласенчен Шупашкарӑн 95-мӗш вырӑн пулӗ. Кунта вӑл раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫитессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илӗҫ те Олимп вӑййине виҫӗ хут хутшӑннӑ, пӗринче кӗмӗл призер, тепрехинче чемпион пулса тӑнӑ Елена Николаевана тыттарӗҫ. Олимп ҫулӑмӗн Чӑваш Енри эстафетине 162 ҫын хутшӑнӗ.
Ҫак пулӑма асра юлмалла тӑвас тесе тӗрлӗ хулапа ялта тӗрлӗ майсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Челепи хулинче, ав, тӗве ҫине хӑпарса ларнӑ ҫын ӑна тытса пынӑччӗ. Шупашкарта ун пек чӗрчунсем ҫук. Тепӗр тесен ҫынсем туса кӑтартнӑ япалана тепӗр хутчен усӑ курни интереслех та мар-тӑр. Пирӗн патри эстафетӑна лашана тата Хӗл Мучине явӑҫтарӗҫ. Лашине хуралҫӑсем сыхласа пырӗҫ.
Паян Шупашкарта, Митта Ваҫлейӗ 1931-1937, 1955-1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Илле Иванов журналист ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Надежда Григорьевна Иванова, Николай Аристархович Енилин, Николай Дмитриевич Ларионов, Анатолий Ильич Кипеч, Зоя Витальевна Васильева пулчӗҫ.
Пурӗ ҫирӗм ытла ҫын пухӑннӑччӗ — вӗсем асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ саманта асаилчӗҫ (мӑшӑрӗн асаилӗвне вуларӗҫ). 1937 ҫулта чӑваш поэтне тытса кайнӑ кун, вӑл раштавӑн 18-мӗшӗнче пулнӑ, паянхи пек йӗпе-сапа ҫанталӑк тӑнӑ.
Мероприяти ҫынсем ҫӳрекен ҫул ҫинчех иртнӗрен иртен-ҫӳрен хушшинче те кӑсӑкланакансем пулчӗҫ.
Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи ытти сӑнар чупма тухӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен акци йӑлана кӗрекенскер теме те юрать. Чӑваш Енрен унта «Ман хыҫҫӑн чуп» ҫамрӑксен юхӑмӗн членӗсем тата ытти ҫамрӑк тухмалла. Тӗп критери — спорта юратни тата 18-тан пуҫласа 35 ҫула ҫитиччен пулни.
Асӑннӑ юхӑм пирки каласан, ӑна Екатерина Устинова ятлӑ хастар ертсе пырать. Юхӑм штабӗсем Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Тӑвай районӗнче пур. Массӑлла чупусене шӑпах вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ те иккен.
Чупӑва хутшӑнакансен Хӗл Мучи е Юр пике тумне, юмахри пӗр-пӗр сӑнар ҫи-пуҫӗ те юрать, тӑхӑнса пымалла. Старта тӑракансене 11 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кӗтеҫҫӗ. Чупу 12 сехетре пуҫӑнмалла.
Шупашкарти суту-илӳ вырӑнӗсенчен пӗринче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем витрина ҫинче кантӑр ҫулҫине асӑрханӑ. Ун тӗлне «Cannabis» тесе ҫырса хунӑ иккен. Ку вара Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӗн 6.13-мӗш стайине пӑснине пӗлтерет. Кантӑр наркотик йышне кӗрекен ӳсентӑран, апла тӑк ӑна рекламӑлама юрамасть.
Ҫак факт пирки суд та пулса иртнӗ ӗнтӗ. Унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн лавккана ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Ҫавна пурнӑҫлассипе халӗ суд приставӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |