Чӑваш Енри ачасем Мари Эл республикинчи Чикмӗ хулинче регионсем хушшинче иртнӗ ҫамрӑк моряксен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта вӗсен кимӗ ҫинче авӑсса ишессипе тупӑшнӑ. Конкурса хутшӑннӑ 13 ушкӑн хушшинче Шупашкар хулинчи тата Муркаш районӗнчи ачасем те пулнӑ.
Кӗҫӗн экипаж ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар хулинчи Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Аслӑ ушкӑнра вара малти виҫӗ вырӑна та пирӗн каччӑсем ярса илме пултарнӑ. Пӗрремӗшне Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Муркашри вӑтам шкул ачисем, виҫҫӗмӗшне Шупашкарти ҫамрӑксен «Ҫамрӑк патриот» спортпа техника клубне ҫӳрекенсем йышӑннӑ.
Ыран Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ уҫӑ алӑк кунне ирттерет. Унта ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче 18 ҫула ҫитменнисем валли ятарласа йӗркелеҫҫӗ. Апла тӑк Уҫӑ алӑк кунне йӑлана кӗнӗ мероприяти теме юрать. Ачасене куравсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре Валерий Мытиков художникпа тӗлпулу йӗркелӗҫ. Унта ӑста ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ «Тӑван кӗтес ҫути» куравпа паллашма май килӗ. Мытиков ӳкерчӗкӗсем лирикӑлла кӑмӑл-туйӑмпа, композици тӗлӗшӗнчен ҫыпӑҫуллӑ пулнипе тата тӗссене килӗшӳллӗ усӑ курнипе палӑрса тӑраҫҫӗ теҫҫӗ. Мытиков тӑван Ҫӗмӗрле тӑрӑхне тата кивӗ Шупашкарӑн вырӑнӗсене ӳкерет. Чӑваш Енӗн улӑх-ҫаранӗ, вӑрманӗсем те унӑн ӗҫӗсенче вырӑн тупнӑ.
Шӑп та лӑп та 12 сехетре акварель енпе мастер-класс иртӗ. Елена Кузьмина ачасене ҫак сӑрӑпа епле ӗҫлемеллине хӑнӑхтарӗ.
Каҫхи пиллӗк сехетре вара Сергей Рахманинов романсӗсен ытарайми тӗнчине йыхравлаҫҫӗ. Концерта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Сёмкин (тенор), Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Юрий Трепов (фортопианӑпа калать), Чӑваш Республикин тава тивҫлӗ артисчӗ, тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫи Ольга Вильдяева (сопрано) тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Мария Финогентова (меццо-сопрано) хутшӑнӗҫ.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.
Паян Шупашкара икӗ кунлӑх визитпа Китайри Гуйчжоу провинцийӗн элчисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗнче влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Гуйчжоу провинцийӗ Чӑваш Енпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртнӑ. Сӑмахран, аслӑ шкулсем хушшинче. Вӗренӳ отрасльне илсен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе асӑннӑ провинцинчи университет килӗштерсе ӗҫлесси пирки Китай элчисем пӗлтӗр пирӗн патра пулнӑ чухнех алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хайхисен Шупашкарта маларах асӑннӑ университетӑн филиалне уҫасси пирки те шухӑш пур-мӗн.
Тепӗр шухӑш та пур Китай ҫыннисен — вӗсем пирӗн республикӑри сӑра-эрех кӑларакан савутсемпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Китайра рисран эрех тӑваҫҫӗ-мӗн. Ҫавна пирӗн патра тултарас тата сарас (ҫапла ӑнланма май панӑ хӑнасем калани) ӗмӗт пур-мӗн. Анчах Шупашкар влаҫӗсем ку ыйтӑва епле татасси пирки хальӗхе калама иртерех. Пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?..
Нумаях пулмасть Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче «Икӗ ҫӑлтӑр: ветеран+мӑнук» конкурса пысӑк гала-концертпа вӗҫленӗ.
Ӑна ирттерес шухӑша ветерансем хӑйсем палӑртнӑ-мӗн. Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе администрацийӗ, республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тата маларах асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ ватӑсен сӗнӗвне ырланӑ.
Конкурс хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 4-5 ҫулсенчи Анастасия, Дионис тата Евгений пулнӑ. Конкурса хутшӑннисене кашнинех парнепе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (27)
Паян Шупашкар хулин Мускав район сучӗ полицире ҫакӑнса вилнӗ ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма 400 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Пӗлтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче халӑх йышлӑ вырӑнта ӳсӗр пуҫпа ҫӳренӗшӗн арҫынна тытса пынӑ. Административлӑ йӗркене пӑсакансене хупса хунӑ камерӑна вырнаҫтарнӑскер ҫакӑнса вилнӗ.
Хӑйӗн тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменнипе ҫын вилнӗ тесе полицин 29 ҫулти капитанне тӗрмене хупмасӑр явап тыттарнӑ.
Сӑмах май, ывӑлӗ ҫакӑнса вилнисен ашшӗ-амӑшӗ малтанласа пӗр миллион тенкӗ таран ыйтнӑ-мӗн, анчах суд 400 пин тенкӗпе ҫырлахма йышӑннӑ.
Кӗр кунӗсене ярса пусса ӗлкӗреймерӗмӗр — гриппа тата респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе чирлекенсем тупӑннӑ та. Иртнӗ эрнере ҫавӑн йышшисен хисепӗ унчченхи эрнеринчен 33 процент ӳснӗ. Респираторлӑ вирус инфекциӗпе асапланакансене пӗр эрне хушшинче 7,5 пин ытла ҫынна шута илнӗ, вӗсенчен 77 проценчӗ — ачасем.
Чирлекенсен йышӗпе хуласем — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле — уйрӑмах «палӑрса» тӑраҫҫӗ. Пульницӑна 137 ҫынна хунӑ, вӗсенчен 91,2 проценчӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем. Парагрипп текен чире Шупашкарта виҫӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑ, аденовируса Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр ҫынӑнне асӑрханӑ.
Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка хулисемпе Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне Канашпа Етӗрне, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр хулисем тата Вӑрнарпа Йӗпреҫ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.
Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупни пирки те, ӑна хӳтӗлесе иртнӗ митингсем пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав шутра тӳре-шара юлашки йышӑнупа ҫак лицей валли ҫӗнӗ ҫурт купаласа лартасшӑн пулни ҫинчен те. Хакӗ вара юсав ӗҫӗсене ирттерме шухӑшлани пекех. Кивӗ ҫурт-йӗре сутса ярасшӑн. Ҫӗнӗ ҫурт вырӑнӗнче ӗҫсене пуҫламанни вара ҫак лару-тӑру — наци лицейӗ хупӑ тӑни — тахҫанчченех тӑсӑлассине пӗлтерни куҫ кӗретех.
Ӗнер, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, тӳре-шарана ҫак ыйтупа ӗҫлеме ыйтас тесе Мускавра пикет иртнӗ — унта Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра хӑй вӑхӑтӗнче вӗреннӗ, халь вара Мускавра ӗҫлекен ҫамрӑксем тухнӑ. Хӑйсен плакачӗсенче вӗсем наци лицейне пӗтерни чӑваш нацине пӗтернипе тан пулнине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем лицея малтанхи ҫуртрах уҫма ыйтнӑ — юсав ирттерсе. Лицей ҫӗрне те ҫуртне те сыхласа хӑварма сӗннӗ. Вӗренӳ пайӗсене те малтанхисенех хӑварма ыйтнӑ вӗсем — дисциплинӑсен йышне тӳре-шара катертме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Плакатсем ҫинче «Чӑваш наци лицейӗ — пултаруллӑ ял ачисен шкулӗ», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валентина Андреевна Иванова паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ хатӗрленӗ «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене 3000 экземплярпа «Чǎвашсен чаплӑ ҫыннисем — Замечательные люди Чувашии» ярӑмра пичетленӗ. Валентина Андреевна Иванова журналист хӑй вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш космонавтпа темиҫе хутчен те тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл, Чӑваш радио корреспонденчӗ, радиокӑларӑм валли Андриян Николаев космонавтран чи пӗрремӗш интервью илекенӗ. Хатлавра сумлӑ хӑнасем чылайӑн пухӑннӑччӗ. Залра космонавт ҫинчен ку таранччен пичетленнӗ кӗнекесен куравне те йӗркеленӗччӗ.
Чыслав Андриян Григорьевича халалланӑ хӑтлавран пуҫланчӗ. «Вӗҫ-вӗҫ куккук, вӗҫ куккук, вӑрман хӗрне ҫитиччен...» — чӗрене хумхантарать космонавтӑн юратнӑ юрри, куҫран куҫҫуль кӑларать, кӗҫех космонавт зала кӗрсе кӗнеке авторне тав тӑвассӑн туйӑнать. Вӑрнар районӗнчи Калинино вӑтам шкул ачисем космонавта, космоса халалласа литмонтажпа, сӑвӑ-юрӑпа куракансем умне тухса вӗсем те пултаруллӑ ӳснине кӑтартрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |