Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Халӑх ӑстисен пӗрлӗхӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн уявне ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрӗ ӑсталӑхне, халӑх пултарулӑхӗн ҫак пайне упраса хӑварас тата ҫитӗнекен яш-кӗрӗме унпа паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ уява халӑх сахал мар пухӑннӑ.
Ылтӑн алӑллӑ ӑстасем те мероприятие хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче «Паха тӗрӗ» фирма (пӗр лавкки Шупашкарти кӳлмекрен инҫе мар вырнаҫнӑ, хакӗсем те унта ҫырмаҫҫӗ), Зинаида Воронова тата ыттисем. Уявра вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен йышӗнче Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен», Шупашкарти «Укӑлча», Шупашкар районӗнчи «Телей» (Кӳкеҫ), Элӗк районӗнчи «Валинкке», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Ҫичпӳрт» халӑх фольклор ушкӑнӗсем пулчӗҫ.
Кунта сӑмах Олимп ҫулӑмӗ пирки пырать. Ӑна ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳренине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур та. Ҫак темӑна кунта та хускатнӑшӑн вулакансем кӑмӑлсӑрланмасса шанатӑп. Олимп вӑййи, мӗн тесен те, тӑтӑш пирӗн ҫӗршывра иртекен мероприяти мар та, ҫапла чыса тивӗҫнин савӑнӑҫне ҫапла палӑртма шухӑшланине ӑнланма пулать те пулӗ. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Олимп ҫулӑмӗ Шупашкара ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна епле ирттерессине паян республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫулӑма йӑтма 163 ҫынна явӑҫтармалла. Вӗсенчен кашнине 200-е яхӑн метр лекӗ. Трассӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 33 километр. Ҫулӑм Чӑваш Ене ҫитсен ӑна илсе каяс ҫул ҫинче транспорт чупассине вӑхӑтлӑха чарма тивӗ. Шупашкарта хӑш-пӗр вырӑнта ҫула ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вуннӑччен пӳлӗҫ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа пӑхма пулать: gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2671565
Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.
Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.
Шупашкарти Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян уйрӑм кил-ҫурт талкӑшӗнчи ҫулсене юртан епле тасатнине тӗрӗсленӗ иккен. Ҫурт-йӗрти комуналлӑ хуҫалӑхпа хӑтлӑх пайӗн специалисчӗсем Пушкин, Пасар тата Колхоз урамӗсене ҫитсе курнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен сӑмсисене Дача тӑкӑрлӑкне те чикнӗ тет. Тӗрӗслев ҫул-йӗре йӗркеллех тытнине кӑтартса панӑ имӗш.
Каласа хӑварас пулать, раштавӑн 31-мешӗччен уйрӑм кил-ҫурт таврашӗнчи ҫулсене УММ-1 организаци тасатать. Кайран кам тасатса тӑрасси пирки Ленин районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтермест.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ кун, 14 сехетре Шупашкарта ӑна асӑнма пухӑнӗҫ. Тӗлпулу К. Маркс урамӗн 26-мӗш ҫурчӗ умӗнче пулать. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулавӑшӗнче 2014 ҫулта Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси тата М. Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсене чысласси пирки пуҫарнӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Ҫӗннисене мар. Киввисене. Юрӑхсӑра тухнисене пуҫтарӗҫ. Кун пек экологи акцине Шупашкар хулинче ыран ятарласа ирттерме шут тытнӑ.
Асӑннӑ хатӗрсем тавралӑха тата этем сывлӑхне тӗлӗнмелле сиен кӳнине пирӗнтен хӑшӗсем ӑнлансах та каймаҫҫӗ-тӗр. Хулари ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене лексен вӗсем йывӑр металл кӑларса выртаҫҫӗ. Сиенлӗ ҫав япала вара шыва лекет. Пӗр батарейка кӑна, сӑмахран, 400 литр шыва тата 20 тӑваткал метр тӑпрана сиенлет иккен. Батарейкӑри кадми текен металл этемӗн кашни органне сиен кӳрет, ферментсен ӗҫне япӑхлатать, ӳпке ракне пуҫарса яма пултарать. Кивӗ телефонсемпе батарейкӑсене ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗсене ҫитерсе пама юрать.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче, 18.00 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» ятпа чӑваш тумӗн пысӑк уявӗ иртмелле — кун пирки Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтерет.
Тӗрлӗ енче пурӑнакан чӑвашсен авалхи тата авалхине тӗслӗхшӗн усӑ курса хальхи вӑхӑтра туса хатӗрленӗ ҫи-пуҫне кӑтартса кӑна мар, хӑш пайӗ мӗнрен тӑнине, мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парассине тӗпе хурӗҫ ҫак уявра.
Хутшӑнакансем: Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Элӗк районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи фольклор ансамблӗсем, Зинаида Воронова, Татьяна Петрова, Мария Симакова халӑх ӑстисем, «Паха тӗрӗ» фирма, халӑх тум-юмӗн дизайн-студийӗ (ертӳҫи — Людмила Меркулова), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лариса Васильева тата ыттисем.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тӑван амӑшне вӗлернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд ытла та кӑра йышӑну кӑларнӑ тесе вӑл пӗрремӗш инстанцири тӳрен йышӑнӑвне ҫӑхавласа та пӑхнӑ, анчах усси пулман.
Сӑра сакки ҫаврака теҫҫӗ те ӗҫӗ ҫапларах пулса тухнӑ. Кӑҫалхи ҫулла амӑшӗпе хӗрӗ эрех ӗҫсе ларнӑ. Тем пайлайман-ҫке иккӗшӗ — кӗҫӗнни аслине хӗнесе пӗтернӗ. Кайран халат пиҫиххипе пӑвса лартнӑ. Ҫакна 31-ри хӗрарӑмӑн 8 ҫулти хӗрӗ те курнӑ.
Суд приставӗсен мӗн кӑна тума тивмест пулӗ! Хӑш чухне вӗсен чирлӗ ҫынна пульницӑна та ҫитерме лекет. Паллаканне леҫнӗ пуль-ха тетӗр-и? Ҫук ҫав. Ют ҫыннах. Суд приставӗ ӑна хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ май илсе кайнӑ. Юрӗ, йӗркипе каласа парар-ха.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын ҫынна ерекен формӑллӑ туберкулезпа чирленӗ. Апла пулин те арҫын пульницӑна выртасшӑн пулман. Ҫавна кура ӑна прокуратура тухнӑ тавӑҫа пурнӑҫласа суд хайхине ирӗксӗр сиплеме йышӑну кӑларнӑ. Лешӗншӗн вара ик айкки те тӑвайкки тейӗн — пӗрех пульницӑна кайман. Ҫавна кура арҫынна суд приставӗ туберкулез пульницине ӑсатнӑ. Сӑмах май каласан, суд приставӗсен Калинин районӗнчи пайӗнче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсем тата тепӗр саккӑр выртаҫҫӗ иккен.
Ку хыпара Ҫӗнӗ ҫул умӗнчхи ӑнӑҫлах мар шӳт вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар. Вӑхӑтра штраф тӳлемесен ним те мар шӑпӑр тыттарӗҫ.
Шупашкарти 22 ҫулти арҫын ҫакна ӑнланса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑк кӑҫалхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче административлӑ саккуна пурӗ тӑватӑ хутчен пӑснӑ. Штрафӗ ун 2100 тенке ҫитсе кайнӑ. Анчах унпа вӑл вӑхӑтра татӑлма шутламан. 60 кун иртсен арҫын тӗлӗшпе административлӑ тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — вӑхӑтра тӳлемен штрафшӑн. Мировой судья ӑна тӑхӑр талӑклӑха хупса хумалла тата 50 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫула урам шӑлса кӗтсе илес килмесен штрафпа вӑхӑтра татӑлмалла теҫҫӗ суд приставӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |