Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Шупашкарта ҫулсерен иртекен опера фестивальне хатӗрленет. Ҫапла М.Д. Максимов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне чӑваш сцени ҫинче 1991 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Максим Дормидонович ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Классика музыкине кӑмӑллакансем чунтан кӗтекен мероприяти хальхинче чӳк уйӑхӗн 22–20-мӗшӗсенче пулмалла. Фестивале Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Дж. Вердин «Риголетто» оперине кӑларма хатӗрленет. Ӑна хӑш кун лартасси те паллӑ — чӳкӗн 26-мӗшне палӑртнӑ. Тӗп артисене Мускаври Мариински театрӗн солисчӗсене Виктор Черноморцевпа Жанна Домбровскаяна шаннӑ. Екатеринбург хулинчи патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Владимир Чеберяк та Шупашкар кураканӗсене хӑйӗн сассипе савӑнтарӗ. Дирижёр пульчӗ умне Чулхулари А. Пушкин ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӑн художество ертӳҫи Ренат Жиганшин тӑрӗ.
Ӗнер театрта оперӑн фестиваль умӗнхи кӑтартӑвӗ иртнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна руль умне правасӑр ларнӑшӑн урам шӑлма янӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тӗлне вӑл маларах та ҫакланнӑ-ха. Ҫул-йӗр правилине пӑснине кура ӑна правасӑр хӑвармалла та тунӑ. Вӑл пур — ним пулман пекех руль умне ларса тухнӑ. «Renault» машина хуҫине суд нумаях пулмасть 150 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Тӳре йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртсе арҫынна «Жилкомсервис-1» текен предприятие тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама вырнаҫтарнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-секретарӗ Антон Антонов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн халӗ урам шӑлма тата территорие хӑтлӑх кӳрессипе ытти ӗҫе пурнӑҫлама тивет.
Юлашки ҫулсенчи Паркинсон синдромӗпе чирлекенсем ҫамрӑкланса пыраҫҫӗ иккен. Унпа хальхи вӑхӑтра 40 ҫула ҫитменнисем те аптӑраҫҫӗ. Ҫак амак асаплантараканнисем — ҫынсен 0,5 проценчӗ иккен. Специалистсем ку цифра ытла та пысӑк теҫҫӗ. Паркинсон чирне сиплеме ятарлӑ центрсем уҫасси тӗнчери тухтӑрсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар иккен. Ун йышшисенче чире палӑртнинчен тытӑнса ӑна сиплесси таранах тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш чухне ҫӗршывӗпе ҫавӑн пек пӗр центр пулсан та ҫителӗклӗ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре пирӗн респбуликӑра ятарлӑ пӳлӗм уҫмалла. Кун пирки Шупашкарта «Неврологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ вӑхӑтӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Наиля Зинетуллина пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗр хулине самолетпа каяс текен пассажирсен 13 сехет кӗтме тивнӗ. Ҫавӑншӑн республикӑри транспорт прокуратури самолет хуҫи тӗлӗшпе («Руслайн» авиакомпани) дминистративлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Авиакомпани ҫапла вӑрах кӗттернине саппас самолет пулманнипе сӑлтавланӑ. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах халӗ, Турра шӗкӗр, самани улшӑнчӗ те пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке пирки калаҫаҫҫӗ. Ку вӑл авиакомпание те пырса тивет, паллах. Суд «Руслайна» 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ыран Шупашкара Хосе Асебильо испани архитекторӗ килмелле. Республикӑн тӗп хулинче вӑл пӗрремӗш хут мар. Хальхинче вӑл Шупашкарӑн тӗп пайӗ тата ун ҫывӑхӗнчи территори епле пулсан аванраххине калӗ, сӗнӳсем парӗ.
Официаллӑ мар лару-тӑрура халӑхпа сӳтсе явассине ыран Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра, 222-мӗш пӳлӗмре 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен сӳтсе явма палӑртнӑ. Тӗлпулӑва журналистсене, блоггерсене, хула аталанӑвӗпе кӑскӑланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Хосе Асебильо пирки каласан, хула тӑвас ӗҫре вӑл тӗнчери пысӑк специалистсенчен пӗри. Асебильо, сӑмахран, Швейцаринчи Архитектура тытӑмӗсен офисӗн студийӗн тӗп архитекторӗ, Барселонӑри хула аталанӑвӗн агентствин тӗп директорӗ, Британи архитекторӗсен королевски институчӗн хисеплӗ членӗ, Гарвардри дизайн курсӗн профессорӗ, Швейцаринчи Луганӑри архитектура факультечӗн профессорӗ, Лондон мэрӗн канашҫи, тӗрлӗ преми лауреачӗ. Хосе Асебильо Барселонӑна 1992-мӗш ҫулхи Олимп вӑййи валли хатӗрленӗ. Вӑл Европӑри тата Раҫҫейри чылай хула аталанӑвӗ пирки сӗнӳсем панӑ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Театр тӗс-сӗмӗ» курав уҫӑлать. Ӑна республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Курава асӑннӑ пӗрлешӳ членӗсен — паллӑ художниксен — ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Ҫавсен шутӗнче Валентин Федоровӑн, Владимир Шведовӑн, Светлана Звереван, Надежда Васильеван, Ольга Юшкован, Владимир Карповӑн, Анатолий Розовӑн тата ыттисен ячӗсене асӑнса хӑварма пулать.
Хӑшӗсем пьеса спектаклӗн ҫурри кӑна, иккӗмӗш пайне пултаруллӑ художник туса ҫитерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑшра чӑнни те ҫук мар-тӑр. Художник спектакле «стиль» кӗртнине шута илсен пушшех те. Тепӗр тесен, ҫӗр хут илтиччен пӗр хут курни аван-ҫке. Апла тӑк ӳркенмесӗрех курава ҫитсе килнине нимӗн те ҫитес ҫук.
Тӗрӗссипе ку хисеп — тӗп хуламӑрӑн Калинин районӗ пирки кӑна-ха. Шупашкарта «Хӑрушлӑхсӑр ҫурт таврашӗ» (выр. «Безопасный двор») ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тӗлпулусем иртнӗ иккен — вӗсенче тӳре-шара ҫурт-йӗр тытӑмӗн компани ертӳҫисене видеокамерӑсене лартни хӑрушсӑрлӑха ӳстерни пирки каласа панӑ. Калаҫусене хутшӑннӑ хыҫҫӑн чылай ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе тытӑм компанисем ҫак программӑна хутшӑнма килӗшнӗ пулать.
Калинин районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх видеокамерӑсем лартма 27 нумай хваттерлӗ ҫуртрисем килӗшнӗ — вӗсенче пурӗ 6 520 ҫын пурӑнать имӗш. Пурӗ ҫак ҫуртсенче 97 видеокамера лартнӑ. Тата темиҫе ҫуртра видеокамерӑсене епле лартмаллине сӳтсе яваҫҫӗ имӗш.
Ӗнер Муркаш районӗнче казахсен номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ыйтнине тӳрех пурнӑҫлама васкаман-ха вӑл — пӗрех лешсем ӑна чарнӑ-чарнах.
Унта ларса пыракан ҫынсен докуменчӗсене, вӗсем 94-ӗн пулнӑ, тӗрӗслеме тӑрсан хайхисем ҫапӑҫмах пуҫланӑ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисен хушшинче пирӗн ҫӗршыва саккунлӑ мар майпа килнисем 42 пассажир тупӑннӑ. Автобусра ларса пыракан мӗнпур пассажиртан пӗри таджик пулнӑ, ыттисем Узбекистанра ҫыннисем иккен. Автобус водителӗсем казах ҫыннисем-мӗн. Йӗрке хуралҫисемпе хирӗлнӗ вӑхӑтра пӗр инспекторӑн тумтирне ҫурса пӑрахнӑ тата жезлне хуҫса пӑрахнӑ имӗш. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑна полцин хушма нарядне чӗнсе илнӗ.
Халӗ ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӑхӑнманшӑн, ҫынсене саккунлӑ мар майпа пирӗн ҫӗршыва илсе кӗнӗшӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗр пассажир вара наркотик таврашне усӑ курнине палӑртнӑ.
Раҫҫее саккунлӑ майпа ирӗк илмесӗр Раҫҫее килнисене маларах Шупашкарта «Инди таварӗсем» курав вӑхӑтӗнче пысӑк йышпа тытса чарнӑ. Курав унччен тӗрлӗ регионта пулнӑ иккен, пирӗн патри миграци службин ӗҫченӗсем вара вӗсемпе кӑсӑкланнӑ.
Иртнӗ юнкун, юпан 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Хушу алӑ пуснӑ — 2014 ҫулхи Республика Кунне Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче ирттермелли пирки ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ района ятарлӑ ӑмӑрту ирттерсе палӑртнӑ иккен. Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗнче Каҫалсем чи лайӑх хӑтлав кӑтартнине пӗлтернӗ. «Вӗсем чи лайӑх хӑтлав кӑна тӑвайраҫҫӗ тесе ан шутлӑр, ӗҫре те вӗсем яланах хастар!» — тенӗ вӑл.
Хушупа килӗшӳллӗн район Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмелле — вӑл укҫана инфраструктурӑна аталантарма ямалла. Тепӗр май каласан, ялсемпе урамсене капӑрлатма тата илемлетме.
Ҫитес Республика Кунӗнчи мероприятисен планӗ хальлӗхе хатӗр мар-ха, ӑна тума Министрсен Кабинетне хушнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ плана «Акатуя» уявлассине, ҫавӑн пекех культура тата спорт мероприятисене кӗртмеллех тенӗ.
Шӑматкун, юпан 26-мӗшӗнче, «Политика тӗлӗшӗпе тӗрмене хупнисене ирӗке!» текен лейтмотивпа Шупашкарта пикет иртрӗ. Унта пурӗ 15 ҫын хутшӑннӑ. Пикета хутшӑнакансем листовкӑсем салатрӗҫ, айӑпланакансене терев пама иртсе-ҫӳренсене алӑ пустарчӗҫ. Мероприятие Солидарность, РПР-Парнас, РСД, Тепӗр Раҫҫей партисене кӗрекенсем хутшӑнчӗҫ.
Пӗлме: шӑп та 10 ҫул каялла, юпан 26-мӗшенче, Михаил Ходорковскийне арестленӗ. Юпан 30-мӗшӗ вара политикӑлла шар курнисен асӑну кунӗ шутланать.
Политика тӗлӗшпе айӑпланнисен йышӗнче Илле Иванов журналист та кӗртеҫҫӗ, «Союз солидарности с политзаключенными» порталта унӑн ячӗ 80-мӗш номерпе тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |