Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теме юрататчӗ кукамай. Чӑн та, аптӑрасан ҫын таҫта та ҫитет пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, республика Элтеперӗ патне те ним мар вӗҫтереҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ кун, юпан 24-мӗшӗнче. Ун патне тӗрлӗ ыйтупа пыракан пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Филиппова, ав, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ эрех-сӑра сутакан заведенисем пирки тарӑхса пӗлтернӗ. Ӗҫсе-хыпса лартнӑ ҫынсем вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа та кансӗрлеҫҫӗ иккен.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Ирина Московцева нумай ача амӑшӗ тата Шупашкарти сусӑр ача амӑшӗ Наталия Доброхотова ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫав ҫемье валли ҫурт туса пӗтернӗ те иккен, шывпа, ҫутӑпа тата газпа тивӗҫтерсен унта куҫма кӗҫех май килӗ. Сусӑр ачаллӑ ҫемье вара общежитинче хӗсӗнсе пурӑнать. Хваттерпе тивӗҫтермелли пирки суд йышӑну та кӑларнӑ-мӗн-ха. Ыйтӑвӗ хальлӗхе татӑлман. Михаил Игнатьев рсепублика хыснинче кӑҫал валли 30 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл суд йышӑнӑвне тивӗҫтерсе ҫурт-йӗр тума палӑртнӑскер иккен.
Паян Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче ашшӗсен республикӑри пӗрремӗш слёчӗ иртнӗ. Арҫынсене пӗрлештерес шухӑша хӗрарӑмсем каланӑ иккен.
Ҫӗршывра юлашки ҫулсенче «Ҫирӗп ҫемье — тӑнӑҫлӑ патшалӑх» программа пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ — ача ҫуратассине ӳстересси. Экспертсен шучӗпе икӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшччӗр тесен ҫемьесене ытларах пулӑшмалла. Раҫҫейӗн статисчӗсем кашни иккӗмӗш ҫемье арканнине палӑртаҫҫӗ. Уйрӑлнин сӑлтавӗ чылай чух — эрехпе иртӗхни. Ҫавна пула ҫемьесен 41 проценчӗ уйрӑлать. Пурӑнма кӗтес ҫуккипе те ҫак шухӑш патне пырса тухаҫҫӗ — кун пеккисен тӳпи 26 процентпа танлашать. Тӑван-пӗтен хушша-хуппа кӗни, чылай вӑхӑт ача ҫуратайманни, чылай вӑхӑт уйрӑм пурӑннине пула та ӗнерхи мӑшӑрсем паспортри штамппа сывпуллашас шухӑш патне ҫитеҫҫӗ иккен. Уйрӑлас шухӑша ытларах чух — 66 процентӗнче — хӗрарӑмсем тытаҫҫӗ. Республикӑра иртнӗ ашшӗсен слёчӗ ҫемье кирлӗлӗхне ҫынсене картса хӑварттарасшӑн.
Шупашкарта ниҫта ҫук стадион туса лартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ниҫта тесе, тен, ӳстеререх те каларӑмӑр пуль-ха, анчах ыттисенчен расна тума ӗмӗтленни пирки республикӑмӑрӑн тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ. Кунта сӑмах Шупашкарти «Атӑл» стадиона юсаса ҫӗнетесси пирки пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн балансӗ ҫинче пулнӑ, кайран ӑна завод тытса тӑрас темен курӑнать — хула администрацийӗн пурлӑхӗн шутне кӗртнӗ. Нумаях пулмасть вара ӑна епле тӑвассине палӑртма аукционах ирттернӗ.
Хулан тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин унчченхи «Атӑл» вырӑнӗнче спорт ҫурчӗсемпе стадионтан тӑракан комплекс ҫӗкленсе лармалла. Унта бассейн, хальхи вӑхӑтри тренажер пӳлӗмӗсем, хоккей лаптӑкӗ тата ытти пулмалла.
Нумаях пулмасть Шупашкарти аэропортран Самара самолетпа вӗҫме ҫитме май туса панӑ иккен.
Регионсенче авиаҫыхӑнупа ҫыхӑнтарасси ҫинчен калакан пилотлӑ программа пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хавхалансах пӗлтернӗччӗ. Мун чухне эпир, журналистсем, Шупашкара виҫӗ хулапа ҫыхӑнтарасси пирки савӑнса систернӗччӗ. Анчах ҫырасса ҫыртӑмӑр та, каласса каларӑмӑр та, анчах самолечӗсем вӑл проектпа пирӗн патран ниепле хускалмарӗҫ. Пурӑнсан-пурӑнсан Ӗпхӗве вӗҫме пуҫларӗҫ-ха. Анчах вӑл та пулин нумайлӑха пыман. Самолётсене вӗҫтерекен Тутарстанри компани унта-кунта 10 хут каллӗ-маллӗ хутлаттарнӑ хыҫҫӑн рейса «техника сӑлтавне» пула хупса хунӑ. Малтанласа ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен, каярах вара 29-мӗшӗччен хупасси пирки асӑрхаттарнӑ иккен.
Мӗнех, Самарӑна вӗҫекен самолетсем апла «кутӑнлашмасса» шанас килет. Тӳррипе, унта та тутарсемех вӗҫтереҫҫӗ-ха. Сӑмах май, тӑхӑр вырӑнлӑ самолетпа пӗрремӗш рейспа Самара тӑватӑ ҫын вӗҫсе кайнӑ иккен. Сахал йышпа хутлаттарнинчен авиакомпание усси ҫукрах пуль ҫав…
Ыран Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, вӑл Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ ҫынна, пултаруллӑ педагога, ӑсчаха, шухӑшлавҫӑна Иван Яковлева асӑнса митинг иртмелле. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ куна халалласа йӗркелеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Иван Яковлевич юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Митинга Шупашкарти шкулсемпе аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, учительсем, поэтсем, писательсем тата пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла.
Ҫак уйӑхӑн 24–27-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен йӗркелекен кросс-культура фестивалӗ — Германин Чӑваш Енри кунӗсем — иртмелле.
Ӑна ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Берлинта пурӑнакан Ирина Голенкова фотограф-документалистӑн ӗҫӗсен «Берлин — ылмашусен хули» ятпа йӗркеленӗ фотокуравӗпе уҫӗҫ. 18 сехетре вара нимӗҫ композиторӗ Рихард Вагнер ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа концерт-лекци иртӗ. Рихард Вагнер — опера ӳнерӗнчи паллӑ ӑста, дирижёр, культура теоретикӗ, поэт, драматург, вагнерианство текен пулӑма пуҫарса янӑ. Юрӗ. Вагнер пирки тата мероприяти епле иртесси пирки мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр. Унта кайса курма вара пурне те сӗнетпӗр. Ҫитменнине тата тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 19–20-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль программине акӑлчан, араб, белоруҫ, болгари, вьетнам, испани, китай, лаос, латин, литва, нимӗҫ, таджик, тайски, тутар, турккӑ, хрантсус, швед, эсперанто, япуп тата ытти чӗлхе кӗнӗ. Мероприятие профессионал-чӗлхеҫӗсем тухса калаҫнӑ. Арцём Федоринчик лингвист, сӑмахран, ҫырӑвӑн тытӑмӗ, чӗлхен расналӑхӗ пирки тухса каланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин хӑтлавне те ирттернӗ.
Фестивале Чӑваш Енти ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ Раҫҫейӗн тата республикӑн Экономика, ЧР Вӗренӳ министерствисем, Ют чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх тата Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлешӳ» центрӗ ырланипе ирттерет.
«Тӳсӗмлӗх. Пӗр танлӑх. Интеграци» ятпа республикӑра сусӑр ачасен тата суккӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пултаруллисен фейерверкӗ» обществин пултарулӑхӗн IV фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти 2-мӗш коррекци шкулӗнче вӗренекенсем, суккӑррисен Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Муркаш районӗнчи обществисен пайташӗсем хутшӑннӑ. 100 ача хушшинче кӑҫал Мари Эл республикинчен килсе ҫитнисем те пулнӑ.
Юрлассипе I степеньлӗ диплома хӑйсен ушкӑнӗсенче Карина Николаева (Шупашкар), Юлия Ожиганова (Мари Эл) тата Надежда Острова (Канаш) ҫӗнсе илнӗ. «Илемлӗ сӑмах» номинацире Шупашкрати Анна Петрова илемлӗ вуланипе палӑрнӑ. Инструментпа калассипе Мари Элти Арсен Мангасаряна никам та ҫитеймен. Ташлакансенчен вара Шупашкарти «Тантӑш» ансамбль ҫӗнтернӗ.
Юпан 16-мӗшӗнче Октябрь 50-ҫуллӑх урамӗнче пурӑнакан кил хуҫи хӑйӗн йыттипе лавккана ҫул тытнӑ пулнӑ. Апат-ҫимӗҫ сутакан ҫурт-йӗре йытӑпа кӗме юраманнине кура вӑл килти чӗрчуна фойенче хӑварнӑ. Лавккаран тухсан вара йытӑ хуҫи хӑйӗн чӗрчунӗ вырӑнта ҫуккине асӑрханӑ.
Тепӗр кунхине хайхи арҫын йытта — Брюссель гриффонне — вӑрланӑ тесе хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑрра шырама тытӑннӑ, кам пулма пултарнине те тӗпчесе пӗлнӗ, пуҫиле ӗҫне те пуҫарса янӑ.
Республикӑрри ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх паян вара телейлӗ хыпар паллӑ пулнӑ, хайхи йытӑ хӑйӗх киле таврӑннӑ-мӗн.
Мӗн кӑна шутласа ҫырса пымаҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ: кайӑк-кӗшӗк шутне, выльӑх йышне... Пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Халӗ тата Раҫҫейӗн статисчӗсем ҫынсем информаци технологийӗсемпе тата информаципе телекоммуникаци сечӗсемпе мӗн чухлӗ усӑ курнине картса пыма тытӑнӗҫ.
Асӑннӑ ҫырава ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршыври 68,3 пин ҫынна «шӗкӗлчӗҫ». Статистсем 15 ҫултан пуҫласа 72 ҫулчченхисенчен ыйтса пӗлме палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫыравра 548 ҫын хуравӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенскерсем пулмалла тата ытти енӗпе те уйрӑлса тӑмалла иккен. Ыйтӑма Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче тата Муркаш, Пӑрачкав, Красноармейски, Канаш тата Патӑрьел районӗсенче пурӑнакансене явӑҫтармалла.
Хайхи ҫырава хутшӑнакансен килте компьютер пуррипе ҫуккине, тӗнче тетелне тухнипе тухманнине, тухсан епле хӑвӑртлӑхпа кӗнине, мӗн тӗллевпе усӑ курнине пӗлтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |