Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».
Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.
Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫӗнӗ микрорайонсем хӑпартни пирки хула администрацийӗн официаллӑ порталӗ хыпарлать. Хальхи вӑхӑтра «Радужный» (чӑв. «Асамат кӗперри»), «Ҫӗнӗ хула», «Финская долина» (чӑв. «Финнсен айлӑмӗ»), «Университет» микрорайонсем тата Алькеш ялӗпе Богдан Хмельницкий урамӗсенче хӑпартаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Богдан Хмельницкий урамӗнче нумай хваттерлӗ 10 ҫурт хута янӑ, «Финская долина» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче — 4-шар, «Асаматлинче» — 3, «Университет-2» текеннинче — 1.
Пӗтӗмпе вара 292,2 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута кайнӑ. Хула администрацийӗ ҫак цифра виҫӗм ҫулхинчен 13,5 процент нумайраххине пӗлтерет. Асӑннӑ калӑпӑшран уйрӑм ҫынсем хӑпартса лартнӑ ҫурт-йӗр лаптӑкӗ — 24,1 пин тӑваткал метр. 1,2 пин тӑваткал метрне пурӑнмалли мар ҫурт-йӗртен пурӑнмаллине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫула ачасем кӑна мар, аслисенчен хӑшӗсем те шанчӑкпа кӗтеҫҫӗ, ӗмӗтленсе хураҫҫӗ. Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 13-ри хӗрача та ӗмӗтленнех-тӗр. Вӑл мӗн пирки тӗмсӗлнине тавҫӑрма йывӑрах мар-тӑр: хысна ҫуртӗнче камӑн пурӑнас килтӗр: кирек камӑн та ҫемьере кун кунласа каҫ ирттерес килет.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫав хӗрачан ӗмӗчӗ тулнӑ. Ӑна пӗрисем усрава илнӗ. Хӗллехи каникулта ача ҫурчӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене ҫемьесене хӑнана кайма ирӗк панӑ иккен. 13-ри хӗрачана унта килӗшсе кайнӑ та вӑл каялла таврӑнас темен. Кунта хут ӗҫӗсем тумасӑр май килмен-тӗр-ха паллах… Унсӑр кам пӗли-пӗлми ҫемьене пули-пулми патӑр…
Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче «550 ырӑ ӗҫ» марафон ирттерме йышӑннӑ. Вӑл паян кун та малалла тӑсӑлать. Ҫавна май Шупашкарти 26-мӗш ача-пӑча пахчине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантарасси» учреждени ертӳҫин ҫумӗ Елена Фарфоровская пырса ҫитнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар. Ачасене вӑл Шупашкарта ырӑ ӗҫсем туни, ятарлӑ акцисемпе маарфонсем ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ.
Асӑннӑ учреждение ҫӳрекен Валерия Никонова ашшӗ-амӑшӗ ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсене тав туса сӑмах та каланӑ.
Паян Кӳкеҫре чӑвашсен облаҫри ҫар комиссарӗ пулнӑ пӗрремӗш ҫынна, Иван Ефимова, хисеплесе асӑну хӑми уҫнӑ. Вӑл асӑннӑ районти Юртукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗн пысӑк пайне патшалӑх службине халалланӑ. 1920–1925 ҫулсенче Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш комиссарӗ пулнӑ. Ҫак должноҫе шанса панӑ чух вӑл 24 ҫулта кӑна пулнӑ. «Такам паллакансем пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа ун пек должноҫе шаннӑ пулӗ», — тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ун чух тӑван-пӗтен тӑрӑх суйласси йӑлара пулман теҫҫӗ. Иван Ефимов хӑйне евӗр шухӑшлама пултарнипе репсубликӑра ҫар ӗҫне ертсе пыма тивӗҫнӗ. Кайран вӑл 10 ҫул Сталин лагерӗсенче ларнӑ. Ирӗке тухсан Шупашкарта пурӑннӑ.
Кунта ҫакна та палӑртса хӑварар: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кӳкеҫре чӑвашсен пирвайхи прокурорне Александр Лбова халалласа район прокуратурин ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ.
Сӑнсем (16)
Шупашкарти «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать.
Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ.
Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗпе Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекенӗсем маларах хӑйне евӗр тавлашӑва кӗрсе кайнӑ-ха. Кунта сӑмах хулари 45-мӗш маршрут пирки пырать. Тавлашӑвӗ вара ҫав маршрута камӑн тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ.
Пассажирсене турттаракан предприятие палӑртма уҫӑ конкурса 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах унта хутшӑнма юрӑхлине пӗрне кӑна тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Апла пулин те каярах асӑнӑн маршрута урӑх предприятие панӑ. Конкурса хутшӑнма тивӗҫҫи айккинче шӑхӑрса юлнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем ҫакӑнпа килӗшме пултарайман. Тӗрӗсмарлӑха кура кӑлтӑка пӗтерме — конкурса хутшӑннӑ общетсвӑпа килӗшӳ ҫырма ыйтса — хут та шӑрҫаланӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗннех пенӗ — яхӑнне те яман. Унтан та ытларах — монополипе кӗрешекенсен йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр Арбитраж суднех ҫитнӗ. Нумаях пулмасть суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Монополипе кӗрешкен республикӑри служба Шупашкарти харӑсах икӗ шкул тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи вӗренӳ заведенийӗсем конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе пысӑк банксенчен пӗрин («Перекет банкӗ») тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗ тӑрӑх пуҫарса янӑ.
Хула шкулӗсенче апат ҫинишӗн ачасем аллӑн укҫа тӳлес йӑларан пӑрӑннӑ ӗнтӗ. Тӳлевпе унта лартса панӑ ятарлӑ терминалсем урлӑ татӑлаҫҫӗ. Шупашкарти 45-мӗш вӑтам тата 2-мӗш лицейре пысӑках мар пӗр банк («Авангардӑн») терминалӗсем лараҫҫӗ иккен. Тепӗр тесен, сӑмахӑмӑр кредит учрежденийӗ пӗчӗккипе пысӑкки пирки мар-ха. Чи кирли ӗҫне тутӑр. Тавӑҫ тӑратакан тепӗр банкӗ хӑйне сирсе хӑварнишӗн кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать-ха. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, калӑн, пӗр мар-им? Вӗсене ку лару-тӑрура кӑмӑлсӑрлантарни вара — ашшӗ-амӑшне асӑннӑ банкӑн кредит карттине илме ыйтни. Уншӑн комисси те сахал мар тӳлемелле иккен. Карттӑ ҫухалас-тӑвас пулсан та кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ.
Конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑсни патне таврӑнсан, асӑннӑ банк реклами влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑнса тӑрать иккен.
Куславкка хулинчи «Атӑл» спорт комплексӗнче район ентешлӗхӗн ертӳҫин, Юрий Зорин шӑл тухтӑрӗн (вӑл стоматологи кабинечӗсен хуҫи) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол турнирӗ иртнӗ. Ун пек ӑмӑртӑва Зорин тухтӑр кӑҫалхипе 15-мӗш хут йӗркеленӗ.
Турнира арҫынсен ушкӑнӗсем: Шупашкартан «Попутчик», «Дент-а-мед», «Рэмисс», «Старко» ӗҫ коллективӗсен спортсменӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Ҫӗрпӳри тата Вӑрмарти пӗрлештернӗ командӑсем пырса ҫитнӗ. Малти вырӑна «Ремис» тухнӑ. «Старко» ушкӑнӗ — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — ҫӗншупашкарсем. Чи лайӑх вылякансенчен «Старкори» Антон Львов мечӗке чи лайӑх ҫыхӑнтаракан волейболист ятне твиӗҫнӗ, «Рэмисри» Юрий Гордеев — чи лайӑх тапӑнакан тата ҫав ушкӑнри Илья Троицкий — чи лайӑх хӳтӗлекен.
Сӑнсем (103)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |