Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ, халӑхсен «Чӗрӗ планета» экологи юхӑмӗн председателӗ Николай Дроздов ҫитмелле. Шупашкара вӑл «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект ертӳҫи евӗр килӗ, тӗп хулара ялав стойки вырнаҫтарма сӗнӗ.
Анчах Николай Дроздов Чӑваш Ене палӑртнӑ вӑхӑтра, ирхи 9 сехет те 20 минутра, ҫитеймен. Япӑх ҫанталӑка пула вӑл Мускавра 13 сехет те 10 минутра ҫеҫ самолета ларнӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ ялавштог лартма палӑртнӑ виҫӗ лапама ҫитӗ, республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗ. «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект элчисем унччен Краснодарти экологи канашлӑвӗнче пулнӑ, унта 175 метр ҫӳллӗш ялавштог лартма сӗннӗ. Хальлӗхе чи ҫӳллӗ ялавштог Таджикистанри Душанбе хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл 165 метр ҫӳллӗш, ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул тахҫанах хыҫа юлчӗ ӗнтӗ, анчах Шупашкар урамӗсенче уяв савӑнӑҫӗ парнелекен сӗм ҫухалман-ха. Йывӑҫсем, администраци ҫурчӗсем ҫинчи ҫутӑсем юмаха аса илтереҫҫӗ.
ЧР официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ертӳлӗхӗ хушнипе Республика лапамӗнчи хырсем ҫине металлогалогенлӑ 10 прожектор ҫакнӑ. Вӗсем каҫхине йывӑҫсене илем кӳреҫҫӗ. Ҫакна пула лапам тата хитреленнӗ, вӑл уява аса илтерет.
Хальхи вӑхӑтра карас телефонӗпе тӗнче тетелне тухасси республикӑра хӑварт ӳсет. Ҫакна шута илсех пулӗ республикӑри «Вымпелком» («Билайн») карас ҫыхӑну компанийӗ хӑйӗн тетелне лайӑхлатса тӑма тӑрӑшать. Ҫак кунсенче сӑмахран, вӗсем, ҫурҫӗрти ункӑри ҫыхӑну хулӑмӑшне 10 хут ӳстернӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра унпала ҫеккунтра 10 Гбит хӑвӑртлӑхпа ҫыхӑну йӗркелеме май пур, малашлӑхра ун хулӑмӑшне 40 Гбита та ҫитерме пулать иккен.
Тетелне компанире ҫыхӑнӑва татмасӑр ҫӗнетнӗ, вӗсем DWDM (Dense Walelength Division Multiplexing) технологипе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1-мӗш кварталта Dual Carier (чӑв. Йӗкӗреш турта) технологие пурнӑҫа кӗртсе 3G тетелти хӑвӑртлӑха ӳстерме палӑртнӑ. Енчен те халь 21 Мбит/ҫек хӑвартлӑхпа ӗҫлет пулсан, ун хыҫҫӑн ҫак виҫе 42 Мбит/ҫек таран хӑпармалла. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ака уйӑхӗнче 4G ӗҫлесе каймалла — унти хӑвартлӑх 100 Мбит/ҫек. таран ҫитет.
Пӗлме, «Билайнӑн» ҫыхӑну тетелӗ республикӑра икӗ ункӑран тӑрать, ӑна вӗсем «юр кӗлетки» тесе ят панӑ. Ҫурҫӗр пайӗ Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара, Кӳкеҫе, Ҫӗрпӗве, Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана, Вӑрмара, Канаша, Ҫӗмӗрлене, Хӗрлӗ Чутая, Етӗрнене тата Москакассипе Хыркасси ҫыхӑну пӑнчисене сыпӑнтарать.
Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ.
Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче, арҫынсен мӑнастирӗпе юнашар, юрҫӳрен хатӗрсене техосмотр кӑлармалли центр уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх йӗркеленӗ центр нарӑс уйӑхӗнче, шӑматкунсерен, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗ.
Консультаци центрӗ епле ӗҫленипе Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев тӗрӗслени пирки пӗлтерет асӑннӑ службӑн сайчӗ. Яваплисене вӑл юрҫӳренсене техосмотр кӑлармаллине тата хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмаллине ҫынсене ӑнлантармаллине аса илтернӗ.
Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ.
Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем.
Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140.
Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ.
Республикӑн тӗп хулинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Ӑна пӗлтӗр пуҫӑннине тӗп хулара пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан хулари чи пысӑк предприятисенчен пӗри, «Спецавтохозяйство» хӑйӗн балансӗ ҫинчи мӗнпур контейнертан 35-е яхӑн процентне ҫӗнетнӗ иккен, «Таса хула» — 38 процент ытларах, «Экоцентр» — 100 проценчӗпех.
Ҫав вӑхӑтрах «Эткер» тата «Вертикаль» предприятисем ылмаштарма та тытӑнман-мӗн.
Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ.
Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ аукционсене ӳлӗмрен он-лайн меслечӗпе ирттерме пуҫлать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин Пурлӑх управленийӗн комитечӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗхе «Уҫӑ хула» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хута ямалла иккен.
Аукционасене он-лайн меслечӗпе йӗркелени суту-илӗве уҫҫӑн ирттерме май памалла. Ун йышши пирвайхи аукцион ыран, ирхи 10 сехетре, пуҫӑнмалла.
Хӑҫан епле аукцион иртессипе ӳлӗмрен хулан сайтӗнче, www.чебоксары.рф, адреспа паллашма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |