Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи районсем хушшинчи уйрӑмӗнче юрисконсультра ӗҫлекен Светлана Ерпылёва сивӗ шывра ишессипе абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ.
Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Атӑл юханшыв хӗрринче иртнӗ. Республикӑн уҫӑ чемпионачӗ тесе палӑртнӑ мероприятие хамӑр патрисем хутшӑннӑ кӑна мар, Тутарстанри, Мари Элти, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ишевҫӗсем те килсе ҫитнӗ.
5 градуслӑ шывра 100 метра тупӑшнисенчен Еленӑна ҫитекен тупӑнман. Вӑл триатлон тата ишес енӗпе профессилле майпа аппаланать иккен.
Шупашкар хули «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ» хула конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Унта пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсем хушшинче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна усламҫӑсене хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Тата малта пыракан предпринимательсен опычӗпе тин ҫеҫ ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсене паллаштарас шухӑш та пур-мӗн.
Конкурса «2013 ҫулхи чи лайӑх пӗчӗк предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх вӑтам предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «2013 ҫулхи социаллӑ яваплӑ чи лайӑх компани», «2013 ҫулхи чи лайӑх инновацилле предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «Ӳнер промыслисен тата ремеслисен енӗпе 2013 ҫулхи чи лайӑх предприниматель», «2013 ҫулхи ӑнӑҫлӑ старт» номинацисемпе йӗркелеҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак уйӑхӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, 25-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те.
Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ.
Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ.
Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ.
Сӑнсем (131)
Пушар тухасси — яланах кӗтмен ҫӗртен тухнӑ пӑтӑрмах. Юпан 31-мӗшӗнче те «хӗрлӗ автан» Шупашкарти Пӗве урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кил-ҫурта ҫурҫӗрлӗх килме шутланӑ.
Инкек тухни ҫинчен пӗлтерсенех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушар тухнӑ вырӑна васканӑ. Пушара сӳнтерес ӗҫре пурӗ пӗрлӗ 5 ятарлӑ урапа тата 14 ҫын хутшӑннӑ. Анчах та шел пулин те ҫурт-йӗре ҫӑлма май килмен.
Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ. Республикӑри ИӖМ службинче палӑртнӑ тӑрӑх пушар тухнӑ сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха, паянхи кун тӗпчев ӗҫӗсем иреҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ. Тимлӗ пулманнипе мартшрутлӑ таксинче ларакан хӗр хӑйне кирлӗ чарӑнура анса юлайман пулнӑ. Вара ӑна водитель Ҫӳрҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ «Промнефть» станци лаптӑкӗнче антарса хӑварнӑ. Хайхи маршрутка тапранма пуҫлансан хӗр ӑна хӑваласа ҫитес тесе хыҫҫӑн чупма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларакан 31 ҫулхи Мастеров Александр чупакана асӑрхамасӑр ҫапса кайнӑ пулнӑ. Хӗре тӳрех васкавлӑ пулӑшу пульницинчи реанимаци пайне леҫнӗ, анчах та шел пулин тухтӑрсем сусӑрланнӑ хӗре ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пӗтӗмлетӗвӗпе Мастерова «ҫул-ҫӳрев йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын пурнӑҫне татни» статьяпа айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 3 ҫуллӑх колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ тата 3 ҫуллӑх руль умне ларма чарнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Мастеров хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, анчах та йышӑннӑ приговора улӑштарма ыйтнӑ. Суд вӑл ыйтнине пурнӑҫламан.
Тунтикун, юпан 21-мӗшӗнче каҫ-кӳлемре саккун йӗркине пӗр хутчен те мар пӑсакана тытнӑ пулнӑ.
Ҫак ашкӑнчӑкран чи малтан ҫамрӑк каччӑн шар курма лекнӗ. Вӑл хӑй пурӑнакан Стрелоксен дивизи 324 урамӗнчи ҫурт-йӗртен тухнӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине хайхи вӑрӑ-хурах тапӑннӑ. Темиҫе хутчен чышнӑ хыҫҫӑн каччӑран карас телефонне туртса илнӗ пулнӑ. Шар кураканни вара ҫухалса кайман, иртен-ҫӳрекентен те телефон ыйтса полицине шӑнкӑравласа янӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӳрех пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна васканӑ, вара ҫур сехетрен телефон вӑрлакана тытнӑ пулнӑ. Вӑрӑ-хурах яша ҫаратнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫын ҫине те тапӑннӑ пулнӑ, ӑна та телефонсӑр хӑварнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынсем ҫине тапӑнакан ҫын — 23 ҫулхи Тутарстан каччи пулнӑ. Паянхи кун ӑна хирӗҫ айӑплав йышӑнӑвне ҫирӗплетме те ӗлкернӗ.
Кун пирки чӳкӗн 1-мӗшӗнче республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑпа полиграфи, IT-компанисен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура Наци телерадиокомпани директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юлия Стройкова пӗлтернӗ.
Радиона Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата асӑннӑ хуласен ҫывӑхсенче пурӑнакансем итлеме май килӗ. Эфирӑн ытларах пайӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗвӗ-ҫемӗрен тӑмалла. Унта Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене итлеме май пулӗ, тӳрӗ эфирти передачӑсене те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Наци телевиденине илсен, авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса ӑна Канашри, Етӗрнери, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Вӑрнарти тата Йӗпреҫри кабель сечӗсем урлӑ кӑтартассине йӗркелессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова.
«Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. «Пророк земли чувашской») кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа Шупашкарта палӑк лартма планланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен полигон тунине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар районӗсенчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнмалла. Ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑсене спутник-хула витӗр ҫӳреттерес мар тесе Шупашкартан полигон патне уй урлӑ кайма ҫул тума шухӑшланӑ.
Ҫул тӑвас ӗҫ паян ҫине тӑрсах малалла пырать. Асфальта хурса пӗтернӗ ҫӗрте ҫул айккисене вак чул сарса тухассипе ӗҫлеҫҫӗ, ҫул айккипе тимӗр карта тытаҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара паллашсах тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |