«Йӗрке хуралҫисенчен тарас тесен пур меслет те лайӑх», — ҫак каларӑша тӗпе хурса ӗнтӗ ют урапана вӑрласа каякан арҫын полици ӗҫченӗсенчен пытаннӑ. Ӗҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ.
Ӗнер, юпан 20-мӗшӗнче «Шырав» ятпа операци ирттернӗ чухне йӗрке хуралҫисем хайхи ют урапана вӑрласа каякана тытнӑ пулнӑ.
ВАЗ-2104 маркӑллӑ урапа хуҫи хӑйӗн «тимӗр лашине» вӑрласа кайни ҫинчен полицийе тӳрех пӗлтернӗ, анчах та вӑрлакансен шутне кӗме пултаракан ҫыннӑн ятне асӑнса хӑварман. Урапа хуҫин паллаканӗ вара малтан та ыйтмасӑр, систермесӗр тусӗн ҫӑмӑл машинипе «хуҫаланса ҫӳренӗ» иккен.
Вӑхӑт иртсен полици ӗҫченӗсем хайхи вӑрӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ ҫурт-йӗрте пытанни ҫинчен пӗлнӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене подъездра курсанах арҫын ҫухалса кайман — хваттере чупса кӗрсе диван айне чӑмнӑ.
Апла пулин те полици ӗҫченӗсем вӑрра тупса тытса кайнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 24–25-мӗшӗсенче Шупашкарта Коми Республикинчи Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем пулӗҫ. Ку гастроле ылмашуллӑ тесе хакламалла, мӗншӗн тесен ҫӗртме уйӑхӗнче пирӗн Оперӑпа балет театрӗ Сыктывкар тата Ӗпхӳ хулисенче пулнӑччӗ.
Хӑнасем пирӗн пата музыкӑн тӗрлӗ жанрӗллӗ хайлавсене илсе килмелле. Юпан 24-мӗшӗнче вӗсем Франци композиторӗн Даниэль-Франсуа́-Эспри Оберӑн «Чёрное домино» космос оперине лартӗҫ. Тепӗр кун вара хальхи вӑхӑтри хореографин «Танцы PRO...» каҫӗ иртмелле. Ача-пӑча валли вара ҫав кун кӑнтӑрла Карэн Хачатурянӑн «Приключения Чиполлино» балетне кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енӗн прокуратури арҫынсен Шупашкарти 4-мӗш колонинче ларакансен правине пӑснине тупса палӑртнӑ.
Асӑннӑ учрежденире саккуна пӑсса дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарма йышӑннӑ фактсем пулни тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ иккен. Кунсӑр пуҫне унта ларакансен заявленийӗсене вӑхӑтра пӑхса тухманнине те асӑрханӑ. Айӑпланнисенчен пӗри, ав, хӑйне урӑх тӗрмене куҫарма ыйтса ҫырнӑ та ӑна ним тесе те хуравламан. Е тата ыйтӑва ҫиелтен, тепӗр майлӑ каласан, ячӗшӗн тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр, хуравланӑ тӗслӗх те пулнӑ-мӗн.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ тепӗр кӑлтӑк — кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗрмерен тухнӑ икӗ ҫынна киле ҫитме ҫул укҫи тӳлеменни. Пӗр хут паракан тӳлев те вӗсене тивӗҫмен. Шучӗпе вара памалла пулнӑ. Ытти хӑш-пӗр кӑлтӑк та ҫиеле тухнӑ.
Республика прокуратури яваплисене административлӑ майпа явап тыттармалли пирки колони пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ытларикун, ҫӗрле 1-сехетре Гагарин урамӗнчи урапа авӑрлавӗн станцийӗнче хирӗҫӳ пулсан иртнӗ. ВАЗ-2114 машшин хуҫипе унӑн пассажирӗ ҫул ҫинче тӑракан ӳсӗр ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупайман.
Ҫамрӑксем ҫула пушатманнине кура урапара ларакан пассажир сусӑрлатакан пистолет туртса кӑларса пеме тытӑннӑ, ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине кӗтсе тӑмасӑрах урапана ларса хӑйсен ӗҫӗсемпе вӑшлаттарнӑ.
Ҫамрӑксенчен пӗрине ураран суранланине кура полици ӗҫченӗсем хайхи урапа хуҫисене шырама пикеннӗ. Вӗсене чукун ҫул ҫӳмӗнчи автовокзал патӗнче тытса чарнӑ, хайхисем Патӑрьел районӗнчи каччӑсем пулнине палӑртнӑ.
Пистолетпа перекенни урапа хуҫин юлташӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, лешӗ нумай пулмасть хӗсметрен таврӑннӑскер пулнӑ иккен. Халь ку ӗҫпе тӗпчев пырать.
Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен.
Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.
Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ.
Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ).
Шкул тулашӗнчи ӗҫпе тӑрӑшакан «Эткер» центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳҫӗсен вулавӗн ҫамрӑк турисчӗсен — краеведсен республикӑри куҫӑнсӑр тапхӑрне ирттернӗ. Конкурса Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи ачасем 29 ӗҫ тӑратнӑ.
Конкурса ҫитернӗ материалсене ултӑ номинаципе хакланӑ. Вӗсене «Ентешсем», «Тӑван тӑрӑхӑн летопиҫӗ», «Ҫар историйӗ», «Литература краеведенийӗ», «Педагогика тата краеведени», «Этнографи» ят панӑ. «Ҫар историйӗнче» Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Ярослав Пласкин ҫӗнтерни пирки пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ.
Тур сыхлатӑр та, инкекпе куҫа-куҫӑн тӑракан ҫын тем тума та хатӗр пуль ҫав ӗнтӗ. Шупашкарти тӳре-шаран пӗрин ҫавӑн пек лару-тӑру сиксе тухнӑ nf. Ӑна пӗр этем пуҫиле ӗҫ пуҫарассинчен ҫӑлма шантарнӑ. Хӑйӗнпе арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Юпан 10-мӗшӗнче вӑл тӗп хуламӑрти хайхи тӳре-шараран 120 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Шӑп та лӑп ҫав самантра капкӑна ҫакланнӑ та 31 ҫулти ултавҫӑ.
Суйса «кӗмӗл» кӗсьене унччен те пӗтӗрсе чиксе пурӑннӑ иккен-ха вӑл — ҫынсене е судра пулӑшма шантарнӑ, е тӳре-шарапа пӗр чӗлхе тупма. Ҫапла вара 1 миллион тенкӗ ытла илнӗ иккен. Ултавҫӑ-арҫынна унччен икӗ хут айӑпланӑ пулнӑ-мӗн. Анчах ҫавна вӑл урок евӗр йышӑнман-мӗн.
Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.
Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.
Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |