ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ.
Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ.
Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова.
Юлашки икӗ уйӑхра Шупашкарта транспорта пневматика пӑшалӗнчен пени пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӑшалтан балкон ҫинчен персе темиҫе машинӑна сиенлетнӗ ҫынна тытса чарнӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ӑна тӳрех тупса палӑртма май килмен.
Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкскере ака уйӑхӗнче, нумаях пулмасть, тытса чарнӑ. Вӑл — 19 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Вӑл пневматика пӑшалне тата пульӑсене ҫав кун умӗн Ленин Комсомолӗн урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче туяннӑ-мӗн. Хайхискер «тавара» тӗрӗслесе пахма шухӑшланӑ. Пӗр хӗр патне хӑнана пынӑ, балкон ҫине тухнӑ та ҫурт умӗнче ларакан темиҫе машинӑна пенӗ.
19 ҫулти каччӑ тӑватӑ машинӑна сиенлетнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 80 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Халӗ ун телӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пенине ҫеҫ ҫирӗплетет.
Чӑваш Енре чи лайӑх психологсемпе социаллӑ педагогсене палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче республикӑри район-хуласенчи 5 психолог тата 5 социаллӑ педагог.
Канашри 11-мӗш шкулти Гульназ Джафарова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Марина Макарова, республикӑри психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци центрӗнчи Сергей Педюсов, Шупашкарти 163-мӗш ача пахчинчи Анастасия Степанова, Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулти Валентина Степанова чи лайӑх психолог педагогсем пулнӑ.
Етӗрне районӗнчи Хучаш шкулӗнчи Елена Албутова, Шупашкарти 64-мӗш шкулти Татьяна Маслова, Улатӑрти 9-мӗш шкулти Наталия Нажалкина, Канашри строительство техникумӗнчи Ольга Петрова, Шупашкарти 45-мӗш шкулти Татьяна Юдина чи лайах социаллӑ педагогсен ятне илнӗ.
Финалта конкурс заданийӗсем ҫӑмӑл пулман. Конкусҫӑсем вӗсене виҫҫӗмӗш тапхӑр умӗн ҫеҫ пӗлнӗ.
«Чӑваш Енри психолог педагог — 2014» тата «Чӑваш Енри социаллӑ педагог — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫисене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула пӳлӗҫ. Анчах ку троллейбуссене пырса тивмӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Маклыгин алӑ пуснӑ.
Проспекта ирхи 6 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пӳлӗҫ. Ҫулпа тролллейбуссем тата кунти ӗҫе пурнӑҫлакан транспортсем ҫеҫ кайма пултарӗҫ. Ыттисен тавран ҫӳреме тивӗ.
Ҫак постановление пурнӑҫлас ӗҫе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшне тата Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫу уйахен 1-мӗшӗнче ӗҫ ушкӑнӗсем, общество организацийӗсем, культурӑпа наци автономийӗсем, спорт обществисем, ӳнерпе пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем утма тухӗҫ. Кӑҫал районсемпе хуласен хушшинче чи пултаруллӑ колоннӑна палӑртӗҫ. Организацисемпе предприятисем валли ятарлӑ номинацисем пулӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене уявпа саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ акципе фестиваль йӗркеленӗ. Вӗсем: «Ӑру астӑвӑмӗ», «Конвертри чечек». «Ӑру астӑвӑмӗ» проект Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ. Унта пултарулӑх конкурсӗсемпе фестивальсем кӗреҫҫӗ. Финал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫаласа 9-мӗшӗччен «Ҫӗнтерӳ» паркра иртӗ. Кунта кашни кун 19:00 сехетре суйлав турӗсен ҫӗнтерӳҫисем пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче уҫӑ лапамсенче, канупа культура паркӗсенче «Фронт бригадисем» проект ӗҫлӗ. Мусӑкҫӑсемпе артистсем машинӑпа хула тӑрӑх ҫӳрӗҫ. Шупашкарсем «Вилӗмсӗр полк» акцие те хутшӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионта 10:00 сехетре «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» иртӗ. 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ кунӗ» автомобиль ӑмӑртӑвӗ пулӗ.
Ача пахчисенче ушкӑнсем пухма пуҫланӑ. Шупашкарта кивӗ ача пахчисене ҫӗнетнӗ, икӗ ҫӗнни тунӑ май 3 ҫултан аслӑрах шӑпӑрлансен йышӗнче черет ҫук. Иртнӗ ҫул тӗп хулара пӗтӗмпе ачасем валли ҫӗнӗ 5 пин вырӑн хатӗрленӗ. Черете кӗскетес ӗҫ кӑҫал малалла тӑсӑлӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта 9 пин пепкене ача пахчинче вырӑн памалла. Вӗсенчен 5 600-шӗ выпускниксем кайнипе пушанӗ. Тепӗр 3 000 вырӑна тӗрлӗ мелпе хатӗрлӗҫ. Ача пахчисенче хушма ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кунсӑр пуҫне тепӗр иккӗшӗ реконструкциленӗ ҫуртра ӗҫлеме тытӑнӗ. Пирогов урамӗнче вара вӗр ҫӗнӗ садик уҫӑлӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова каланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 3 ҫул тултаракан ачасене вырӑнпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак ӳсӗме юпа-чӳк уйӑхӗсенче ҫитекенсене те ача пахчине ямашкан май туса парӗҫ.
Срециалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ача пахчисенче ушкӑн пухасси электрон черете пула та хӑвӑртланать. Ашшӗ-амӑшӗ пепкине килтен тухмасӑр, тӗнче тетелӗ урлӑ, черете тӑратма пултарат-ҫке. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ: Шупашкарта халӗ ашшӗ-амӑше тӳрех 5 ача пахчи суйлама пултарать.
Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине.
Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем.
Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗ ҫумӗнче «Ӳнер терапийӗ» реабилитаци пӳлӗмне ӳҫнӑ. Ӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тата «Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ.
Ҫак пӳлӗме уҫма Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата «Ӳнер терапийӗ» проект ертӳҫи Елизавета Абрамова хутшӑннӑ. Пукане театрӗ реабилитаци уйрӑмне чирлисен шухӑшлавне, хусканӑвне йӗркене кӗртме пулӑшакан практика материалӗ парнеленӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн реабилитаци уйрӑмӗнче инсультпа аптӑранӑ, пуҫа сиенлетнӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта нерв тытӑмӗн чирӗпе нушаланакансем, хусканупа тӗрев енчен сывӑ маррисем пур. Уҫӑлнӑ пӳлӗмре вӗсем валли тӗрлӗ заняти иртӗ: ӳкерӳ, графика, живопиҫ, музыка, юмах вулани…
Ӳнер чирлӗ ҫынсене хӑвӑртрах сывалма пулӑшнине ҫирӗплетнӗ. Проект ертӳҫисем пӳлӗмри занятисем ҫынсене психологи тӗлӗшӗнчен сывалма пулӑшасса шанаҫҫӗ, хаваслӑх туйӑмӗ вара чире парӑнтарма хӗтӗртӗ.
Пӳлӗме уҫнӑ кун Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар!
Шупашкар ҫывӑхӗнчи вӑрманта пӗр этем хӳшӗ евӗр япала ӑсталаса лартнине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче сунар хуралӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫын хайхисене хир сынисене ӳкерме ӑсталарӑм тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Анчах надзор органӗн ӗҫченӗсем арҫын юптарӑвне ӗненмен. Тата лешӗн аллинче фотоаппарт мар, хӗҫ-пӑшал пулнӑ.
Сӑн ӳкеренҫи этем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та суда ярса панӑ. Ҫак кунсенче тӳре йышӑну кӑларнӑ. Сунара ҫӳреме юраман вӑхӑтра хӗҫпӑшалланнӑ арҫынна алла пӑшал тытма ҫулталӑклӑха чарнӑ тата 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Канаш хули монохуласен программипе килӗшӳллӗн федераци хыснинчен 700 миллион тенкӗ ытла илме пултарӗ. Ҫак укҫа индустри паркӗпе килӗшӳллӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене тумашкӑн кайӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта патшалӑх пулӑшӑвӗ пама палӑртнӑ списока кӗнӗ. Федераци хыснинчен укҫа уйӑрсан Канаш хулинче шыв сечӗсене, котельнӑйсемпе тасатакан сооруженисене ҫӗнетесшӗн. Ку инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме кирлӗ-мӗн.
Шупашкарта индустри паркӗ тума палӑртнӑ. Унта 250 миллон тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫакнашкал тепӗр парк Канаш хулинче пулӗ. Канаш администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ документпа килӗшӳллӗн, индустри паркне 2020 ҫулччен туса пӗтерес тӗк инвестицин 8,8 миллиард тенки кирлӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 1467 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, вырӑнти хысна 150 миллион ытла тенкӗ илӗ.
2010 ҫулта монохуласен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ, ӑна федераци хыснинчен укҫа уйарнӑ: 1,5 миллиард тенке яхӑн. Тепӗр ҫулхине Улатӑр пулӑшу илнӗ. 2012 ҫулта Чӑваш Ен монохуласен списокне Канаша сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |