Чӑваш Республикинче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11-мӗш тата 9-мӗш классенче вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрӗ.
Кӑҫал республикӑра 11-мӗш класран 6,6 пин яш-хӗр вӗренсе тухӗ, 9-мӗшӗнчен — 11,8 пин.
Шкулсенчи уяв вӑхӑтӗнче Шупашкарти пур шкулта та йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Йӑлтах — ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Юлашки шӑнкӑрав мероприятине яланхи пекех вӗрентекенсем, вӗренекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, патшалӑхпа общество управленийӗн органӗсен ҫыннисем, организайисем хутшӑнӗҫ.
Уяв яш-хӗре савӑнӑҫ кӳрет паллах. Хӑшӗ-пӗрисем Атӑл леш енне те кайма палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӗсен лӑпланса ларма вӑхӑт пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланӗҫ. Чи малтан географи тата вырӑс литературин предмечӗсемпе ППЭ тытӗҫ. Экзамен тапхӑрӗ 19 куна тӑсӑлӗ.
Кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун ҫитӗ. Республикӑра ӑна халалласа чылай мероприяти иртӗ.
«Шупашкар — сывӑ хула» хула проекчӗпе килӗшӳллӗн тата «Сывӑ хуласем, районсем, поселоксем» Раҫҫей ассоциацийӗ 10 ҫул тултарнине халалласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 11:00 сехетре ачасен флэшмобӗ иртӗ. Унта Шупашкарти шкул умӗнхи учрежденисене ҫӳрекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑнӗҫ. Флэшмоба Чӑваш Енри Фитнеспа аэробика федерацийӗн президенчӗ Оксана Вербина ертсе пырӗ.
Мероприятие халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма чӗнсе ирттереҫҫӗ. Ачана спортпа мӗн пӗчӗкренпех туслаштармалла. Флэшмоб «Сывӑ ачасем — сывӑ ашшӑ-амӑшӗ!» девизпа килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ.
Ҫак кун ачасене пултарулӑх лапамӗсем, аттракционсем савӑнтарӗҫ. Сцена ҫинче пӗчӗккисен юррисем янӑрӗҫ.
2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ.
Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.
Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В.
Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗнче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк экологсен слечӗ иртнӗ. Мероприятие «Сӑрҫи» заповедник, «Эткер» центр тата ЧР Ҫамрӑксен экологи дружини йӗркеленӗ.
Слета 5 команда хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк экологсем виҫӗ кун тупӑшнӑ. Вӗсем театрализациленӗ сценкӑсем кӑтартнӑ. Ачасем экологи сукмакне тунӑ. Палӑртнӑ маршрутра вӗсем ҫутҫанталӑк объекчӗсене шыранӑ, вӗсем пирки экскурсантсене каласа кӑтартнӑ. Жюри членӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Йывӑр конкурссем те пулнӑ. Ачасен экологири, биологири пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ. Слетра ачасен тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑри С.М.Михайлов ячӗллӗ шкул ҫумӗнчи Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн «Foresters» команди ҫӗнтернӗ. Патӗрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти «Карӑш» экологипе биологи центрӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн.
Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнче кинофестивалӗ уҫӑлнӑ. Унпа килӗшӳллӗн халӑх фильмӗсен конкурсӗ иртет. Ку — пӗрремӗш хут.
Наци киностудисен конкурсне Якути, Хакаси, Пушкӑртстан, Буряти, Тутартсан, Чаваш Ен авторӗсем хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе 12 фильм, 14 картина кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурса хутшӑнман 40 ытла картина курма май пулӗ.
Конкурс жюрийӗсем — Глеб Панфилов режиссер, Инна Чурикова актриса, Корейӑри кино тӗпчевҫи Хонг Сангву, Узбекистанри режиссер тата сценарист Камара Камалова, Чилири кинорежиссер тата сценарист Себастьян Аларкон. Ыран Шупашкара фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров тата Александр Панкратов-Черный актер килӗҫ.
Фильмсене Шупашкарта, Улатӑрта, Патӑрьел тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кӑтартӗҫ. Фестиваль программин директорӗ Сергей Лаврентьев киновед пресс-конференцире темиҫе ҫул каялла кинематографи ытла аталанманнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Якутире, Хакасире. Тутарстанпа Пушкӑртстанра та ку енӗпе ытлах ӗҫлемен-мӗн.
Сергей Лаврентьев каланӑ тӑрӑх, халӑх киновӗсен суйлавӗ пулман. Чи лайӑххисене суйласси пӗлтерӗшлех мар-мӗн. Чи кирли — ҫак тӑрӑхсенче кинопроизводство «ӗҫлеме» тытӑнни.
Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине Муркаш районӗнчи Купӑрляра уявланӑ.
Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.
Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев пуҫланӑ.
Хаклавҫӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли адреслӑ программӑсем регионсенче епле пурнӑҫланнине палӑртас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарасси епле пулса пынине те пӑхӗҫ. Вӗсен тепӗр тӗллевӗ — асӑннӑ фондран укҫа-тенкӗ уйӑрасси республикӑра епле шайрине палӑртасси. Асӑннӑ патшалӑх корпорацийӗн ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ.
Тӗрӗслев пуҫланнӑ май ӗнер Чӑваш Енӗн Стройминӗн, Чӑваш Ен прокуратурин, Раҫҫейӗн Общество палатин, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсене пухса канашлу ирттернӗ. Фонд элчисем хӑй укҫа уйӑрнӑ муниципалитетсене те ҫитме палӑртать. Ҫав шутра Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсене асӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран Алексей Писемский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Синкерлӗ шӑпа» спектакль премьери пулӗ. Хайлава чӑвашла Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер куҫарнӑ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Художник-постановщикӗ — Светлана Зверева, костюмсен художникӗ — Анастасия Донова.
«Синкерлӗ шӑпа» пьесӑри ӗҫсем 1862 ҫулта вырӑс ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ананий ятлӑ хресчен унччен Питӗр хулинче темиҫе ҫул пурӑннӑ. Суту-илӳпе аппаланса пурӑннӑ май ачасӑр ҫамрӑк арӑмне вӑл тӑтӑшах укҫа-тенкӗ ярса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ананий мӑшӑрӗ Лизавета улпута ҫыхланса кайнӑ. Вӗсен ача та ҫуралнӑ. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсем пирки спектакле курнӑ хыҫҫӑн пӗлме май килӗ.
Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.
Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.
— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.
— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.
Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |