Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа республикӑри медиафестиваль-конкурс ирттернӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсем кӑларса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшнӑ. Медиафестивале пӗтӗмлетнӗ те И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ маттурри палӑрнӑ.
«Лучший видеоматериал» (чӑв. Чи лайӑх видеоматериал) номинацире ЧПУн журналистика уйрӑмӗн студенчӗсем мӗнпур вырӑна йышӑннӑ. Пӗрремӗшне виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Василик тухнӑ. II степеньлӗ диплом хуҫи те виҫҫӗмӗш курс студенткиех — Кристина Емельянова. III степеньлӗ диплома иккӗмӗш курсра вӗренекен Рифат Фаткуллин тивӗҫнӗ.
«Ульяновец» хаҫат корреспонденчӗ Надежда Артамонова харӑсах икӗ номинацире: «Лучшее освещение деятельности студенческого трудового движения республики» (чӑв. Студентсен республикӑри ӗҫ юхӑмне чи лайӑх ҫутатни) тата «Лучший материал печатного или интернет-СМИ» (чӑв. Пичет е Интернет-МИХри чи лайӑх материал) — мала тухнӑ. «Ульяновец» редакторӗ Олеся Герасимова студентсен юхӑмне ҫутатассипе тата «Лучшее студенческое СМИ» (чӑв. Студентсен чи лайӑх МИХӗ) номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче Мускаври полковник пулнӑ. Ҫав ҫын — Вячеслав Ильин, «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен общество организацийӗн Мускаври правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ. Вячеслав Ильин Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл — саппасри полковник. Тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ май унпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов курнӑҫнӑ.
Пакунлипе райадминистраци пуҫлӑхӗ ҫамрӑксем пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсене патриот воспитанийӗ парас тесен мӗн тумалли ҫинчен. Сӑмах май, енсем район территорийӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа маларах асӑннӑ общество организацийӗ епле майпа ҫыхӑну тытмаллине сӳтсе явнӑ май хӑш-пӗр плана халех палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енре «Молодые профессионалы» (Worldskills Russia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем) регионти уҫӑ V чемпионата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи, унчченхисемпе танлаштарсан, хутшӑнакансен тата экспертсен йышӗпе те, пултарулӑх шайӗпе те ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑ.
Йышлӑн хутшӑннине палӑртрӑмӑр та, професси пӗлӗвӗ паракан 37 заведенирен 114 студент хутшӑннӑ. Чемпионата хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Тутарстанри, Мари Элти, Мускав, Самара, Сарӑту, Тӗмен, Орлов облаҫӗсенчи, Краснодар енӗнчи ҫамрӑксем тата тӗрлӗ хулари (Питӗрпе Челябинск облаҫӗ таранах) экспертсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртура 19 тӗрлӗ ӗҫе хакланӑ. Кунта кирпӗч хума пӗлмеллинчен тытӑнса апат пӗҫересси, парикмахер ӑсталӑхӗ тата ытти те кӗнӗ. Кашни номинаципех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та пурне каласа каяймӑн. Анчах Чӑваш Енри ҫамрӑксем пур енлӗн палӑрнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» аккаунтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Эпӗ Чӑваш Ене юрататӑп» проект хастарӗсем килӗшӳллӗ чӑваш элемеллӗ ҫипуҫ хатӗрленӗ.
«Пирӗн Чӑваш Ен — пирӗн тӑван ҫӗршыв, нумай ӗмӗрлӗ историпе пуян, пирӗн мӑн асаттесен тумтирӗсенче палӑртнӑ пӗртен-пӗр символӗсемпе паллӑ. Эпир сире ҫав кун-ҫулӑн пайӗпе паллашма, пирӗн ӑрура хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн унӑн илсе ҫӳрекен элчӗ пулма сӗнетпӗр», — ҫырнӑ унта. «Пирӗн кӗпесем — уникаллӑ тата пӗртен-пӗр ҫамрӑксен модипе тӑван ен синтезӗ!» — шухӑшлаҫҫӗ хастарсем.
«Хамӑрӑн тымарсем ҫинчен астӑвар! Тӑван культурине аталантарма Ялав© проекта хутшӑн», — тесе чӗнекенсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗсен адресӗсене пӗлтернӗ: «Контактра» — vk.com/yalovechuvashiya; Инстаграмра — yalav_21.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Александра Прокопьева Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен культура эткерлӗхӗ, экологи тата пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе «ЮНЭКО» форумра палӑрнӑ. Историпе филологи факультетӗнче ӑс пухаканскер I степеньлӗ диплома тата «За лучшую научную студенческую работу» (чӑв. Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх ӗҫӗ) медале тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм ҫӗршыври ҫамрӑк ӑсчахсем пуҫтарӑннӑ пуҫтарӑннӑ форума пирӗн республика хӗрӗ хальхи вӑхӑтри диалект вӑрттӑнлӑхне тӗпченӗ ӗҫпе хутшӑннӑ. Ӑна вӑл Алина Ахвандеева доцент пулӑшнипе хатӗрленӗ. Хӗр хӑйӗн ӗҫне наци шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чух та усӑ курма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ май унӑн ӗҫӗ усӑллӑ пуласса шанать.
Ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тата Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Сорокинӑн «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Унта И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче 1 курсра вӗренекен студентсем хутшӑннӑ.
Педуниверситетра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнеке авторӗн хӑтлавне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ертсе пынӑ, «ҫӗнӗ кӗнеке те ача пек ҫуралса халӑх хушшине саланни» ҫинчен каланипе пуҫланӑ вӑл хӑй сӑмахне. «Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке кун ҫути курни пысӑк кӗтрет тесе хакланӑ республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов.
«Аттеҫӗм Атӑл» кӗнеке пуҫласа «Вечная Волга» ятпа кун ҫути курнӑ. Романа вуласа тухса хавхаланнӑ чӑваш халӑх культура ӗҫченӗсем кӑшт каярах кӗнекене чӑвашла куҫарса кӑларас шут тытнӑ. Ҫапла вара Римма Прокопьева журналист, писатель, чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Валери Туркай тӑрӑшнипе кӗнеке чӑвашла икӗ томпа виҫӗ кӗнекеллӗ пичетленсе тухнӑ.
Доброволецсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Э.Э. Феизов ячӗллӗ Шӑнкӑртамри шкулта «Лучший волонтерский отряд – 2016» (чӑв. Нимелле ӗҫлекен чи лайӑх отряд — 2016) «Мирлӗ пӗлӗт айӗнче!» девизпа районти конкурс иртнӗ. Ӑна «Хӑв хыҫҫӑн йӗр хӑвар…» конкурсла шоу евӗр хатӗрленӗ.
Конкурса районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи чи хастар 10 нимеҫӗ (волонтер) отрячӗ хутшӑннӑ. Вӗсен пайташӗсем — 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ҫамрӑксем. Ҫавсем кӑҫал «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн мероприятийӗсене питӗ хастар хутшӑннӑ.
Районти конкурсра малти вырӑна Хирти Пикшикри ушкӑн тухнӑ, Ҫӗньялти тата Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти нимеҫӗсем, виҫҫӗмӗшне Тутар Сӑкӑтрисем ҫӗннӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫӑсене грантпа хавхалантарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна 20 ҫамрӑк тивӗҫме пултарӗ.
Грант 50 пин тенкӗпе танлашӗ. Ку укҫа ҫамрӑксене услампа ӗҫлеме хавхалантарасса, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем нумайланасса шанаҫҫӗ.
Гранта пӗр хутчен парӗҫ. Сӑмах май, 2012 ҫултанпа республикӑра «Эсӗ – усламҫӑ» программа ӗҫлет. Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан 14-30 ҫулсенчи 5000 ытла ҫамрӑк вӗреннӗ. Пирӗн республикӑра 100 бизнес-проект хатӗрленӗ.
Мускав ҫул-йӗр патшалӑх институчӗн студенчӗсем Шупашкарти чарӑнусене юртан тасатма тухнӑ.
44 студент ӗҫе кӳленнӗ. Вӗсем 3 ушкӑна пайланнӑ та общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнсене юртан тасатнӑ. Хастарсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Мир проспектӗнче ӗҫленӗ.
Студентсене ертӳлӗх тав тунӑ. «Дорекс» компани вара хӑйсене пулӑшнӑшӑн аслӑ шкул директорне Наталья Евсюковӑна тав тунӑ.
Албанире пӗтӗм тӗнчери «Мисс Глобал» илемлӗх конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Юлия Полячихина унта топ-10 чиперуксен йышне кӗнӗ.
Финалта чи малтан подиум ҫине наци тумӗсемпе тухнӑ. Унтан шыва кӗмелли тума тата уяв кӗпине кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурсра малти вырӑнсене хура ҫӳҫлӗ пикесем йышӑннӑ. Мала Инди хӗрӗ тухнӑ. Унтан Колумбипе Албани пикисем палӑрнӑ.
Юлия Полячихина конкурсра ытти ҫӗршыври пикесемпе туслашнӑ. Казахстанри, Эстонири, Украинӑри, Арменири, Хорватири хӗрсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ вӑл.
Сӑмах май, Юлия Полячихина кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ», «Чӑваш Енри вице-топ моделӗ» ятсене ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |