Атӑлҫи федераци округӗнче ҫамрӑксен «IВолга-2016» канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Пирӗн республикӑри икӗ ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Ирина Лось тата Анна Симакова хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Ирина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Пике шкула ҫӳремен ачасен кариес аталанас хӑрушлӑха пӗчӗклетес енӗпе проект хатӗрленӗ. Анна Симакова вара «Астӑвӑм страницисем» проектпа ятарлӑ парне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Байконур космодромра пулса курӗ.
Канашлӑва Китайри, Францири ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Яш-хӗр хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Жюри чи лайӑх проектсене суйланӑ. Чи маттуррисене ӗҫне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант панӑ.
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.
Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан.
Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.
Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен кунӗ умӗн, ӑна ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗсене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушӑва ҫӗртмен 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ӑслӑлӑх, техника тата производство енӗпе «Ҫӗнӗ техника хатӗрлекен Пӗтӗм тӗнчери инжиниринг компанийӗн» инженер-конструкторне Алексей Репина преми пама йышӑннӑ. Вӗрентӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин енӗпе «Чӑваш Ен студенчӗсем» ассоциацийӗн пайташӗсене Роман Васильева, Никита Веселова, Алина Лазаревӑна, Ксения Порфирьевӑна чысланӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе ЧР Наци вулавӑшӗн сектор заведующийне Дарья Рябцевӑна преми панӑ.
Журналистика енӗпе «Чӑваш Ен» ПТРКн редакторне Надежда Давыдовӑна чыслама йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе «Президент пепкелӗх центрӗн» анестезиолог-реаниматологне Анастасия Беловӑна, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультечӗн студенчӗсене Валентина Виноградвӑна тата Дмитрий Виноградова чысланӑ.
Тавралӑха сыхлас ӗҫ енӗпе «ЭКА» общество организацийӗн пайташне Александра Лобочковӑна чысланӑ. Хӑйсен ирӗкӗпе пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл енӗпе И.
Канаш район администрацийӗ Ҫамрӑксен правительстви валли кандидатсенчен заявленисем малалла йышӑнассине пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ кандидатсем тесе шутлаканнисем пирки хутсене предприяти-организацисенчен, учрежденисенчен, общество пӗрлешӗвӗсенчен, 18—35 ҫулсенчисен ҫамрӑксенчен хӑйсенчен те йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксен правительствине лекес текенсен Канаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнни кирлӗ.
Ҫамрӑксен правительстви район администрацийӗшӗн консультаципе канашлу органӗ шутланать. Унӑн пайташӗсене укҫа тӳлемеҫҫӗ.
Анкетӑсене ҫитес уйӑхӑн 6-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Канаш район администрацийӗнчи 32-мӗш пӳлӗме пырса памалла. Вӗсене вӗренӳ управленийӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Клементьева йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8 (83533) 2-15-49.
Математика тата вырӑс чӗлхи предмечӗсемпе ППЭ мӗнле тытни паллӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан пур ҫамрӑк та вӗсене ӑнӑҫлах тытайман.
Математика предмечӗсемпе яш-хӗре йывӑртарах килнӗ. База шайӗнчине Шупашкарта 1862 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ аттестат илмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Ку экзамена 100 баллӑ шкалапа шутламаҫҫӗ. Вӑтам кӑтарту Чӑваш Республикинче 4,22-пе танлашнӑ.
Вырӑс чӗлхипе Шупашкарта 2261 яш-хӗр ППЭ тытнӑ. 10 ҫын чи сахал бала та пухайман. Вӗсене халӗ аттестат параймӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта кӑҫал 2283 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑхӗн биотехнологипе агрономи факультетӗнче ӑс пухакан студентсем шӑматкунлӑха тухнӑ. Ҫапла майпа вӗсем тавралӑхри хӑтлӑх мӗнле пулни кашни ҫынран килнине кӑтартнӑ.
Студентсем ҫурт картишӗсенче пулнӑ, хӑтлӑха тӗрӗсленӗ, сӑн ӳкернӗ. Студентсем ҫӑпла майпа «Ачасем — пирӗн пуласлӑх» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ.
Акци пулӑшнипе вӗсем халӑха тавралӑха хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесшӗн. Ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫне яваплӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑтлӑх кӗртмелли объекта тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Малтанах студентсем Шупашкарти Мускав проспектӗнчи, Кривов тата Пирогов урамӗсенчм ача-пӑча лапамӗсене ҫӳп-ҫапран тасатма палӑртнӑ. Ӗҫ хӑвӑртрах пултӑр тесе вӗсем ушкӑнсем ҫине пайланнӑ. Лапама тирпейлесе пӗтерсен вӗсем наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Ҫапла ку лаптӑка Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пуҫтарни паллӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, математика предмечӗпе профиль шайӗнче ППЭ тытнӑ. Ку экзаменран та ҫӑмрӑксене кӑларса янӑ тӗслӗх пулнӑ.
Аслӑ шкула кӗмешкӗн ҫеҫ кирлӗ тӗк яш-хӗр математикӑна профиль шайӗнче тытнӑ. Пӗтӗмпе пӗлӗвне 4,2 пин ҫын тӗрӗсленӗ.
Республикӑра 31 пункт ӗҫленӗ, вӗсенче 1,6 йӗркелӳҫӗ ӗҫленӗ. Экзамен хальхинче те пӑтӑрмахсӑр иртмен. Шпаргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑшӑн 5 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзамен вӑхӑтӗнче 57 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. 44-шӗ — 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем, 13-шӗ — 11-мӗш класс пӗтернисем.
Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман.
Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче аудиофайл вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑман иккен. Хайхине экстремистла материал тесе хакланӑ. 24 ҫулти каччӑ ҫапла майпа вара прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Унтисем ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ та ҫамрӑк тӗлӗшпе ӗҫе пӑхса тухма суда ярса панӑ.
24-ри каччӑ халӑх тетелӗнче юрӑхсӑр аудиофайл вырнаҫтарнине суд Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӗн 20.29-мӗш статйипе пӑхса тухса айӑпланӑ. Хӑйӗн страницинче кӑна пулин те, анчах пурте курмалла вырӑнта ун пек файл вырнаҫтарнӑшӑн ҫамрӑка 2 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫак кунсенче 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ҫамрӑксем математика предмечӗпе экзамен тытнӑ. Хальхинче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тата нумайланнӑ.
Математикӑпа патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртнӗ. Ку предмета 11,4 пин шкул ачи тытнӑ, республикӑра 46 пункт ӗҫленӗ. Кашнинех камера вырнаҫтарнӑ.
Экзамен вӑхӑтӗнче техника тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмах пулман. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене вара тупса палӑртнӑ. Ҫавна май экзаменран 25 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсем ӑна авӑн уйӑхӗнче ҫеҫ тытма пултарӗҫ.
Сӑмах май, 9-мӗш классем пӗрремӗш экзамен тытнӑ чухне 6 ҫынна кӑларса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |