Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен студентка кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анастасия Александрова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗпе тӗнчери чемпионата тата тӗнче первенствине хутшӑннӑ. Асӑннӑ аслӑ шкултан ушкӑнра ҫавӑн пекех Алексей Иванов тата Александр Павлов пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗ таран пыракан чемпионат Казахстанри Актобе хулинче иртет.
Ял хуҫалӑх академийӗнчи экономика факультетӗнче вӗренекен Анастасия Александрова 68 килограмчченхи юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ. 24 килограмм таякан пукана хӗр 134 хутчен ҫӗкленӗ. Студенткӑна ку ӑсталӑха Борис Глинкин тренер хӑнӑхтарать.
10 кун каялла Шупашкарта 24 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Татьяна Семенова юлашки хутчен амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Телефонпа калаҫнӑ чухне Таня хӑй Ҫӗмӗрлере пулнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн телефонӗ сӳннӗ. Унччен кунашкалли нихӑҫан та пулман.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Таня унчченхи савнийӗпе каллех тӗл пулма пуҫланӑ. Ҫывӑх ҫыннисем куншӑн савӑнман. Унччен лешӗ Таньӑна пӑрахса тусӗпе ҫӳренӗ. Кӑҫал ҫулла ҫав хӗрӗн виллине тупнӑ. Суд каччӑ айӑплӑ тесе йышӑнман пулин те тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Таньӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе хулара ҫакса тухасшӑн, волонтерсене пулӑшма чӗнесшӗн. Таня 170 сантиметр ҫӳллӗш, кӗрен куртка, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем ют ҫӗршыва кайма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем Германири Бадег-Вюртемберг ҫӗрӗ ҫинче опыт пухӗҫ.
Студентсене фермерсен ҫемйине вырнаҫтарӗҫ. Ҫамрӑксем вӗсен хуҫалӑхӗнче ӗҫлӗҫ, опыт пухӗҫ.
Студентсене Германие «АграрКонтактеИнтернациональ» программа элчи илсе кайӗ. Вӑл Шупашкара юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем нимӗҫсем патӗнче 8 уйӑх пурӑнӗҫ. Ӗҫленисӗр пуҫне вӗсем семинарсене, тӗлпулусене, экскурсисене хутшӑнӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енрен Раҫҫейӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 1552 ҫамрӑк кайӗ. Ку, ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, кӑштах нумайрах. Ун чухне 1460 каччӑ салтак аттине тӑхӑннӑ.
Яланхи пекех пирӗн республикӑри чи маттур 10 яш Президент полкне лекӗ. Пӗлтӗр унта кайнӑ 10 салтака савӑнӑҫлӑн кӗтсе илӗҫ.
Шел те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫалхи призывниксен сывлӑхӗн кӑтартӑвӗ япӑхланнӑ. Пӗлтӗр призывниксен 72,6 проценчӗ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ тӑк кӑҫал – 69,5 процент ҫеҫ. Ҫамрӑксем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв, шӑмӑпа мышца чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.
Кашни призыврах ҫартан тарса ҫӳрекен яшсем пур. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе лару-тӑру лайӑх енне улшӑнни савӑнтарать. Кӑҫалхи ҫуркуннехи призывра 13 каччӑ салтака каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ. Вӗсем пур-пӗрех йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.
Аса илтерер: РФ Конституцийӗн 59-мӗш стайтипе килӗшӳллӗн, Раҫҫей гражданинӗн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫламалла. Тарса ҫӳрекенсен пуҫиле майпа явап тытма тивет. Вӗсене 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле.
Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш.
Пӑрачкав районӗнчи пӗр ялта 27 ҫулти хӗрарӑм 17-ри кӳршӗ хӗрне хӗненӗ. Вӑрҫи-харҫи пикен каччине пула сиксе тухнӑ.
Республика прокуратурин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри хӗрарӑм тӑлӑх хӗр ҫине ҫиксе ӳкнӗ. Пӑтӑрмах вӑхӑтӗнче вӑл хӗрӗн каччи машинӑпа иртсе кайнӑ чух чутах ӑна ҫапса хӑварман тесе ятланӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, руль умӗнчи яш ӑна, велосипедпа пыраканскере, пырса кӗрес пекех ҫил шӑхӑрттарса иртсе кайнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсене хисеплемелли пирки ӑнлантарас вырӑнне хӗрарӑм алли-урине ирӗке янӑ. Пикене вӑл ҫӳҫрен ярса илнӗ, кирпӗч илсе пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пуҫ мимине чӗтретнӗ пикен пульницӑрах сипленме тивнӗ.
Ҫапӑҫакан хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха миравай судья пӑхса тухӗ.
Канашра пурӑнакан каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл Мускавран пуйӑспа таврӑннӑ чухне ҫухалнӑ. Александр Степановӑн юлташӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл тупӑннӑ, анчах килте курӑнма васкамасть.
Саша ҫухалнӑранпа 13 кун иртнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата юлташӗсем ӑна шырани пирки хыпарсем ҫыпӑҫтарса тухма ӗлкӗрнӗ, полицие пӗлтернӗ.
Юлташӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Саша чӗрӗ-сывах. Халӗ вӑл тӑванӗсемпе те, юлташӗсемпе те калаҫасшӑн мар. Сашӑна, паллах, килте питӗ кӗтеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӑшӑрханать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсем ют хулари ӗҫ пирки тавлашнӑ-мӗн. Саша телефонпа ҫыхӑнӑва тухмасть, халӑх тетелӗнчи страницине кӗмест.
Александр Степанов ӑҫтине пӗлекенсене 8-919-676-78-68 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчи вунӑ студент кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен вуншар пин тенкӗ укҫа илсе тӑрӗ. Михаил Игнатьев Элтепер грантне професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве туптакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пама 2015 ҫулхи ҫулла йышӑннӑччӗ.
2016-2017-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче «кӗмӗле» Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжри виҫҫӗмӗш курс студенчӗсем Михаил Колбасов, Александр Романов, унти тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Валерий Малыгин, Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Анна Симакова тата унти виҫҫӗмӗш курс студентки Елена Яковлева, Улатӑрти технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Сумкина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенткисем Ольга Теплова тата Мария Ягина, Шупашкарти электромеханика колледжӗн — Компентенцисен регионсем хушшинчи центрӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Роман Федоров, Етӗрнери агротехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Денис Шайахметов тивӗҫнӗ.
Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ.
Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ.
Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ.
Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать.
Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ.
Степа Клубок ҫынсене пӗрре мар тӗлӗнтернӗ. Хальхинче вӑл Анне палӑкӗ ҫине хӑпарса сӑн ӳкерӗннӗ.
21 ҫулти каччӑ хальхи технологисемпе усӑ курса ҫипрен пусма ӑсталанӑ. Анне палӑкӗ ҫине хӑпарнине видео ҫине ӳкернӗ. Вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ирхи 4 сехетре хӑпарнӑ. Анчах кун пирки авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Вӑл видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Каччӑна альпинистсем пулӑшман. Вӑл хӑранине пытарман. Вӑл Анне палӑкӗ ҫине 11 минутра хӑпарнӑ. Хӑй тунӑ пусма, телее, ӑна чӑтнӑ, татӑлман.
Степа Анне палӑкӗн аллине тытса курнӑ, унта ларнӑ. Сӑнав йӗркеллех иртнӗ, анчах ку ӗҫе ҫынсем сивлеҫҫӗ.
Степа ҫынсене малашне те тӗлӗнтересшӗн. Асӑрханӑр: ку сӑнава тума юрамасть: вӑл пурнаҫшӑн хӑрушӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |