Шупашкар хула администрацийӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Университет для детей» (чӑв. Ачасем валли университет) вӗренӳпӳ ҫутӗҫ проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Икӗ енлӗ килӗшӗве 2015 ҫулта Алексей Ладыков мэрпа Андрей Андреев ректор алӑ пуснӑ.
Проекта малалла тӑсса виҫӗмкун Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем пынӑ. Ют чӗлхесене вӗрентекен кафедра преподавателӗсем О.Л. Таранова тата А.Г. Фарафонова «Funny English» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш акӑлчан чӗлхи) викторина ирттернӗ. Ушкӑнсене пайланнӑ ачасем акӑлчан сӑмахӗсем валли рифмӑсем шыранӑ, ҫӗршыва, грамматикӑна тата акӑлчан чӗлхин лексикине пӗлнине кӑтартнӑ. Аслӑ шкултисем кӗҫӗн тусӗсем патне парнесемпе пынӑ.
Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш.
Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им?
РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха.
Ставропольте «Раҫҫей студенчӗсем» канашлу тата «Ҫулталӑкри студент» Раҫҫейри наци премийӗн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Станислав Никифоров «Професси пӗлӗвӗ паракан организацисенчи ҫулталӑкри студенчӗ» номинацире гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Станиславсӑр пуҫне Чӑваш Ен чысне тепӗр виҫӗ студент хӳтӗленӗ: Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗ Юлия Янышева, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнчи Анастасия Хламина, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Ольга Семенова.
Кӑҫал конкурса 200-е яхӑн яш-хӗр хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Станислав РФ Вӗренӳ министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ку укҫапа кирек хӑш университетра та вӗренейӗ. Ҫавӑн пекех ӑна ноутбук парнеленӗ.
Станислав повар-кондитера вӗренет. Вӑл — Студентсен канашӗн председателӗ те.
Словак каччи Филип Калаш чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланать. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗ Алина Изман пӗлтернӗ тӑрӑх, яшӑн «нумай нациллӗ Раҫҫейпе паллашас ӗмӗт тахҫанах ҫуралнӑ. Ҫав тӗллевпех вӑл хӑй тӗллӗн вырӑс чӗлхине вӗреннӗ».
Автомеханикпа булочнӑйра ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ Филип Братиславӑра экономика университетӗнче магистратурӑра юлашки курсра пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусем енӗпе вӗренет.
Пӗлӗве тарӑнлатма Шупашкара килнӗ каччӑ студентсен «Грамотей» Интернет-олимпиадин ҫӗнтерӳҫи пулнӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче практика курсне икӗ эрнене яхӑн ҫӳренӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ йӗркелекен олимпиадӑна кӑҫал Словакири, Китайри, Казахстанри 20 ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫамрӑк мӑшӑр туйне хӑйне евӗр ирттернӗ. Вӗсем чаплӑ машина вырӑнне йывӑр тиевлине суйланӑ. Фурӑна мӑшӑр хӑмпӑсемпе илемлетсе мӑшӑрлану керменне ҫитнӗ.
Ҫынсем кунашкаллине курсан тӗлӗннӗ. Маршруткӑсемпе троллейбуссенчи ҫынсем те кулса алӑ сулнӑ. Хӑшӗ-пӗри илемлетнӗ фура умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫапла иртнӗ Еленӑпа Евгения Васильевсен туйӗ. Каччӑ КаМАЗпа ӗҫлет-мӗн, инҫе ҫулсене ҫӳрет. Ҫавӑнпа вӗсем туй машини вырӑнне те фура суйланӑ.
Хӗр загса фурӑпа кайма тивесси пирки пӗлмен. Ку — кӗтмен парне. Ҫапах шурӑ хитре кӗпепе унта ларасси чӑрмавлӑ пулман.
Раҫҫейри туйсенче йывӑр тиевлӗ машинсемпе усӑ курни ҫӗнӗлӗх мар. Сӑмахран, унашкал мӑшӑрлану пӗлтӗр кӳршӗлле Тутарстанра иртнӗччӗ. Вӑл туйри видеона вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Актаныш районӗнчи каччӑпа хӗр пирки ҫӗршывӗпех пӗлчӗҫ.
Ҫамрӑксен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне ҫамрӑк усламӑҫене чӗннӗ. Вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кашни усламҫӑ хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, йывӑрлӑхсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Александр Анучин сӗтел-пукан енӗпе ӗҫлет. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлеме юратать. Унӑн шухӑшӗпе, килте йывӑҫран тунӑ хатӗрсем пулни телей кӳрет.
Михаил Мокеев косметика лавккисене тытса тӑрать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра услама аталантармашкӑн условисем лайӑх. Вӑл хӑйӗн ӗҫне Хусанта та уҫасшӑн. Михаил услам ыйтӑвӗсене ҫавра сӗтелре сӳтсе явмаллине пӗлтернӗ.
«Россия 24» телеканалпа хыпарсем вулакан Игорь Пугачев сахал мар уяв ирттернӗ. Унӑн организацийӗ Правительство валли пысӑк мероприятисем ирттерме пултарассине ӗнентернӗ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, влаҫ яланах алӑ памасть.
Юлия Полячихина Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вӑл Балкана тухса кайнӑ. Пике тӗнче шайӗнче иртекен илем конкурсне хутшӑнӗ.
Miss Globe пӗтӗм тӗнчери конкурс йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӳк уйӑхӗнче иртет. Вӑл Балканра тӳрех темиҫе ҫӗршывра иртет: Македонире, Черногорире, Албанире.
Юлия Полячихина унта каймашкӑн тивӗҫ. Вӑл «Чӑваш Ен топ моделӗ – 2015» куонкурсра ҫӗнтернӗ, «Чӑваш Ен мисӗ – 2016» ята тивӗҫнӗ. Юля ҫавӑн пекех «Раҫҫейри туризм мисӗ» те.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче инкек пулнӑ. Балконран ҫул ҫитмен ҫамрӑк ӳксе вилнӗ. Арҫын ача 16-17ре ҫеҫ пулнӑ. Следстви комитечӗ халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатать.
Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи пӗр ҫуртран ҫамрӑк ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 11-мӗш класра вӗреннӗ. Ҫав каҫ вӑл юлташӗсемпе пулнӑ.
Каччӑ 14 е 18-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна тӑванӗ ҫитнӗ. Унтан ашшӗпе амӑшӗ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксем пулнӑ вырӑна пӑхса тухнӑ, эрех-сӑра кӗленчисене тупнӑ.
Следовательсем ҫав каччӑпа пӗрле пулнӑ ҫамрӑксенчен ыйтса тӗпченӗ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн 15-ри хӗрне арҫынпа чуптуса ларнӑшӑн хӗненӗ.
38 ҫулти амӑшӗ ҫурла уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине киле таврӑнман хӗрне шырама урама тухнӑ. Пӳрт умӗнчи машинӑра арҫынпа чуптуса ларакан хӗрне асӑрханӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм ӑна туртса кӑларнӑ та алӑпа питрен тата ҫурӑмран ҫапса пӗтернӗ. Килхушшине кӗрсен хӗрарӑм швабра ярса илсе ӗнсерен виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Пӳртре ашшӗ хӗрне «тӑн кӗртес» тенӗ. Анчах чӗн пиҫиххипе ҫапса ӗлкӗреймен — пике чӳречерен тухса тарнӑ. Урамра вӑл ӳксе тӑн ҫухатнӑ. Реанимацире кӑна ӑна пулӑшайнӑ. Тухтӑрсем пуҫ мими чӗтреннине палӑртнӑ.
Хӗрне хӗненӗ амӑшне унӑн тепӗр пӗчӗк ача пуррине кура суд хытах айӑпламан — 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.
Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ.
Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль ЧППУ тӗп корпусӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |