Чӑваш Енре те, Раҫҫейре те пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Ҫулсерен 15–25 ҫулсенчи яш-хӗре «Вӗренӳ» наци программипе килӗшӳллӗн преми параҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта ирттернӗ мероприятисен пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 34 ҫамрӑка РФ Президенчӗн премине пама йышӑннӑ. Вӗсенчен 12-шӗ — 60-шер пин, 22-шӗ 30-шар пин тенкӗ илӗҫ.
Лауреатсен йышне Раҫҫей шайӗнче иртнӗ олимпиадӑсен, республика конкурсӗсенче ҫӗнтернисене кӗртнӗ. Кӑҫал премие тивӗҫнисенчен ытларахӑшӗ — Шупашкартан. Муркаш районӗнчен — 3 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 2 ҫын. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ районӗсенчен пӗрер ҫын.
Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.
Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.
Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.
Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.
Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей патриочӗсем» патриотлӑх канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти 9 ача, пурте 9–17 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ.
Канашлу Анапа хулинче иртнӗ. Пӗтӗмпе 18 регионтан 14–18 ҫулсенчи 200 ытла ача килнӗ унта. Канашлу юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса 29-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
Чӑваш ачисем Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Гражданпа патриотлӑх воспитанине парас тытӑмри социаллӑ проектсен конкурсӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна — Севастополь, 3-мӗшне Удмурт Республики тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Анастасия Зотовӑна РФ Ҫамрӑксен пӗрлӗхне йышӑннӑ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене правительство хавхалантарма тӑрӑшать. Тӗрлӗ ҫӗрте ӳсӗм тунӑ яш-хӗре степнеди, преми параҫҫӗ. Ку ҫамрӑксемшӗн самаях тӗрев.
РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май премие тивӗҫнӗ ҫамрӑксен списокне хатӗрленӗ. Ку преми 30 пин тенкӗпе танлашать.
Палӑртма кӑмӑллӑ: премие тивӗҫнисен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Артем Гаврилов — хастар ҫамрӑк. Ҫакна кура ӑна списока кӗртнӗ.
Сӑмах май, Артем кӑҫал РФ Президенчӗн стипендине те тивӗҫнӗ. Ӑна вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, общество пурнӑҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн панӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ҫамрӑксен правительствине йӗркеленӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Михаил Игнатьев хушу кӑларсан ЧР Вӗренӳ министерстви ҫамрӑк министрсен конкурсне йӗркеленӗ.
Конкурс витӗр тухнисем халӗ Ҫамрӑксен правительствинче министрсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 13 ҫын. Вӗсенчен кашнинех ӗҫ тӑвакан влаҫ органсен ҫумне ҫирӗплетнӗ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫамрӑк министрсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Станислав Трофимов Ҫамрӑксен правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кашниех министерствӑсенче стажировка тухать. Хальлӗхе пысӑк программӑсем хатӗрлеме ӗлкӗреймен-ха вӗсем.
Ҫамрӑк министрсен пуласлӑхӗ пысӑк. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кадрсен резервне кӗме пултарӗ.
Ҫамрӑк министрсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ. Михаил Игнатьев вӗсене пӗр кун, иртен пуҫласа каҫчен, министрпа ирттерме сӗннӗ. Ун чухне вӗсем «пысӑк» должноҫра мӗнле ӗҫлемеллине ӑнланса илӗҫ.
Улатӑрти чукун ҫул техникумӗн студенчӗсем маттур теме пулать. Вӗсене ҫак кунсенче грамотӑпа чысланӑ.
Роман Апраксин, Андрей Чемашкин тата Александр Иванов арҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсем хӑйсене питӗ паттӑр кӑтартнӑ.
Ку авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑксем Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче уҫӑлса утнӑ. Кӗтмен ҫӗртен вӗсем патне палламан арҫын пынӑ та япалисене — телефонне, уҫӑсене — тытма хушнӑ та перила урлӑ каҫнӑ. Арҫын ҫамрӑксем кӑшкӑрнине пӑхмасӑрах аялалла сикнӗ. Анчах тарӑн пулман унта.
Студентсем тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем арҫынна тӗрлӗ ыйту панӑ, унӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑ. Шывран хӑйсем туртса кӑларман. Арҫыннӑн шӑмми хуҫӑлма пултарнӑ-ҫке.
Тухтӑрсем килсен студентсем арҫынна носилка ҫине хума пулӑшнӑ. Халӑ арҫын пульницӑра выртать. Унӑн ури хуҫӑлнӑ. Студентсем грамотӑна тивӗҫнӗ пулин те хӑйсене паттӑр тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, кун пек лару-тӑрура кирек кам та ҫапла тӑвӗччӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Кам чапа кӑларӗ района?» ятпа интернет-конкурс ирттерет. Унта хутшӑнма кирек кам та: ватти те, вӗтти те — пултарать. Конкурс материалӗсене хаҫатӑн ҫӗнӗ сайтӗнче — вӑл www.respublika21.ru ятлӑ — вырнаҫтарӗҫ. Конкурса хутшӑнакансенчен халь пурӑнакан мухтавлӑ ҫынсем: ҫыравҫӑсем, литераторсем, вӗрентекенсем, музыкҫӑсем, ӑсчахсем, ҫар ҫыннисем, фермерсем, агрономсем тата ыттисем — пирки ҫырса кӑтартма юрать.
Конкурс материалӗсене А4 форматпа, Times New Roman шрифтпа, 12-мӗш виҫепе икӗ страницӑран ытла ҫырмалла мар. Фото ӳкерчӗк ярса парсан та аван. Ҫырусене кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен respublika-21@yandex.ru адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса уҫӑ онлайн-сасӑлавпа кашни районтан уйрӑмшар палӑртӗҫ. Чи лайӑх материалсене хаҫатра пичетлӗҫ.
Чӑваш Енре хӗсмете кайма ҫулпа тивӗҫ ҫамрӑксен сывлӑхне тишкернӗ. Анчах сӑмахӗ пурин пирки те пымасть. 17 ҫултисем пирки. Яш-кӗрӗмӗн сывлӑхне кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӗрӗсленӗ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ каччӑсенчен 70 проценчӗ кӑна ҫара кайма пултарать. Ыттисен сывлӑх начар. Мӗнпе чирленине те тухтӑрсем пытармаҫҫӗ. Вунҫиччӗри каччӑсем ытларах чух юн ҫаврӑнӑшӗн органӗсем начар ӗҫленипе аптӑраҫҫӗ. Психика чирӗсем те хальхи ҫамрӑксене аптӑратаҫҫӗ. Шӑмӑ чирӗсем те яшсемшӗн ют мар. Вар-хырӑм чирӗ те вӗсене аптӑратать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ.
Ҫара кайма юрӑхлӑ каччӑсем йышлӑ районсене те асӑннӑ. Кунта Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑрмар районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлисем самай.
«Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисс» ятпа юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта черетлӗ конкурс иртмелле. Мисс тени хитрине палӑртмаллине пӗлтерет. Конкурса хӑлха начар илтнипе аптӑракан хӗрсем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 15–17 ҫулсенчи ултӑ пикене суйласа илнӗ.
«Салют» культура керменӗ ирттерекен илемлӗх конкурсӗ пилӗк тапхӑртан тӑрӗ. Пӗрремӗшӗнче, «Паллашар» ятлинче, пикесем пирки каласа кӑтартӗҫ, вӗсем мӗнпе кӑсӑкланни пирки пӗлтерӗҫ. Иккӗмӗшӗн вӑхӑтӗнче шӗлепкене кӗрхи артибутсемпе — ҫулҫӑпа, пилеш ҫырлипе тата ыттипе — капӑрлаттарӗҫ. Тӗрлӗ темӑпа сӗнсе ҫав лару-тӑруран тухмалли конкурс та пӑхса хӑварнӑ. «Ташӑ миксӗ» ташласа тӗлӗнтерме май парӗ. «Эпӗ пуринчен пултарулли» ятлинче пикесен хӑйсен маттурлӑхне кирек епле жанрпа та кӑтартма юрӗ.
Конкурс юпан 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче, иртӗ. Ӑмӑрту 14 сехетре пуҫланать. Унта кирек кама кӗрсе курма чармӗҫ.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов.
Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |