Шупашкарта Дмитрий Семёнов тӗлӗшӗпе суд пуҫланнӑ. Хастар ҫамрӑка экстремизмшӑн айӑплаҫҫӗ — вӑл хӑйӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче Дмитрий Медведев сӑнлӑ демотиватор вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна экстремизмла шухӑша халӑх хушшинче сарнӑ тесе Пуҫиле кодексӑн 280 статьян 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Евгений Губин ваккат каласа панӑ тӑрӑх вӑл хӳтӗлекен ҫамрӑк хӑйне айӑплӑ туймасть. Дмитрий ҫак ӳкерчӗкӗн авторӗ мар тесе шутлать тата ҫак демотиватор халӑх тетелӗсенче унсӑрах та анлӑ сарӑлнӑ тет.
Паянхи лару хупӑ мелпе иртнӗ. «Пирӗн шухӑшпа тӳре саккуна пӑсса, сӑлтавсӑрах ларӑва сӑнама килнӗ ҫынсене тата журналистсене залран кӑларса ячӗ», — каласа панӑ Евгений Губин ваккат. Тепӗр лару вара ҫурлан 12-мӗшӗнче иртмелле.
Дмитрий Семёнов тавра пуҫиле ӗҫе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланӑ. Вӑл РПР-ПАРНАС партин хастарӗ. Чӑваш Енри ФСБ уйрӑмӗ ун тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫсем унччен те пуҫарнӑччӗ. Сӑмахран, 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Донецкӑн «халӑх кӗпернаттӑрӗн» Павел Губарев сӑнне вырнаҫтарнӑшӑн айӑпланӑ — вӑл хутӗнче йӗрке хуралҫисене Раҫҫейре чарнӑ «РНЕ» организацийӗн символикине лартни кӑмӑла кайман.
Аслӑ шкулсенче хӗрӳ тапхӑр малалла пырать. Халӗ унта вӗренме кӗме пултаракан абитуриентсен списокне кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫитес вӑхӑтра ҫамрӑксен хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗрес ыйтӑва татса памалла. Ара, чылай яш-хӗр тӳрех темиҫе ҫӗре заявлени ҫырнӑ-ҫке.
Заявленисене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑннӑ. Халӗ йышӑну комиссийӗсем рейтингпа список хатӗрленӗ. Унпа аслӑ шкулти стендсем ҫинче те, йышӑну комиссийӗн сайтӗнче те паллашма май пур.
Кӑҫал абитуриентсене тапхӑрпа вӗренме илӗҫ. Малтан комиссисен тӳлевсӗр вырӑнсене абитуриентсен 80 процентне илмелле.
Пирвайхи йышӑну утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртмелле. ЧППУн йышӑну комиссийӗн яваплӑ секретарӗ Алина Ефимова каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем тӑлӑхсене, сусӑрсене тата тӗллевлӗ килнисене йышӑнаҫҫӗ.
Документсен оригиналӗсене панисене ҫӑмӑлрах. Тӳлевсӗр вырӑнсене йышӑннисен списокӗ пирки ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хушу кӑларӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 25-мӗшӗччен Крым ҫурмаутрав ҫинче ҫамрӑксен «Таврида» вӗренӳ канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри пулас ҫыравҫӑсем, ҫамрӑк журналистсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсем хӑйсен проекчӗсене федераци эксперчӗсен умӗнче хӑтланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк хӑйӗн проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Юлия Шелтукова «Эпӗ — вулакан» проектне хӳтӗлесе ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн 100 пин тенкӗ грант илме пултарнӑ.
Юлия Шелтуковӑн проекчӗ ҫамрӑксене «Квест» евӗр вӑййи Шупашкарти вулавӑшсемпе паллашма май парать. Юля Крымра килӗшнине, унтан каяс та килменнине палӑртнӑ вӑл.
Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ.
Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур.
Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать.
Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (8)
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.
5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.
Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.
Патриархне республикӑна ертсе пыракансемех кӗтсе илӗҫ. Анчах ҫак ӗҫре пулӑшакансем кирлӗ пулаҫҫӗ.
Мускав тата пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пирӗн республикӑна ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче килӗ.
Чӑваш Митрополийӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх «Хыпар» хаҫат «хӑй ирӗкӗпе тӑрӑшакансен ретне 16–25 ҫулсенчи ҫамрӑксем тӑма пултарнине» палӑртать.
Нимеҫӗсем (волонтерсем) ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртекен тӗлпулура тата тӗп хулари Ҫветтуй Татиана соборӗнчи каҫхи кӗлле хутшӑнӗҫ. Тепӗр кунхине Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗпе хисепленекен чиркӳре иртекен каҫхи кӗлӗре ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне Кирилл Патриарх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗл пулӗ, нихӑҫан сӳнмен ҫулӑм умне чечек хурӗ. Нимеҫӗсем унпа пӗрле ҫӳрӗҫ. Кӑмӑлпа пулӑшас текенсен кун пирки ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче фольклорпа диалект практикине ирттернӗ. Унта ҫамрӑксем ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 11-мӗшӗччен пурӑннӑ.
Вырӑс чӗлхипе литературин, тӗнчери художество культурин пулас вӗрентекенӗсем ял ҫыннисемпе калаҫнӑ май вырӑнти йӑла-йӗрке пирки ыйтса пӗлнӗ, ял кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ. Вырӑнти такмаксене, юрӑсене, халапсене, тухатмӑшсем пирки ҫӳрекен хӑрушла хыпар-хӑнара ҫырса илнӗ. Вырӑнти ҫынсен калаҫӑвӗн уйрӑмлӑхӗ те вӗсемшӑн кӑсӑклӑ пулнӑ. Практикӑри студентсем ял ҫыннисемпе калаҫма кӑмӑллине палӑртнӑ — лешсем мӗн илтни-пӗлни пирки хаваспах каласа кӑтартнӑ.
Вӗренекен ҫамрӑксене «Сӑрҫум» заповедника та кайса кӑтартнӑ. Атратьри культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗпе Галина Марковнинӑпа калаҫни те студентсен асӗнче юлнӑ-мӗн.
Сӑнсем (11)
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх выпускниксене чыслани пирки маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑнни ӗнерхи студентсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ольга Семенова та ҫав кун питӗ саваннӑ. Канаш пики те чи лайах 100 выпускниксен йышне кӗме пултарнӑ-ҫке-ха.
Ольга Семенова вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл университетра ӑс пухнӑ чухне хастарлӑхӗпе палӑрнӑ, мероприятисене хутшӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче маттур пулнӑ. Ольга ЧР Элтеперӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Вӑл РФ Президенчӗн стипендине те илме тивӗҫ пулнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗнче куҫӑн вӗренме кӑҫал тӳлевсӗр вырӑнсем пулманнине кура «университет йӳнӗрех хакпа ӑс пухма майсем тупса парать». Кун пирки асӑннӑ аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне пӗлтернӗ.
Декан каланӑ тӑрӑх, «студентсем куҫӑн-куҫӑн мар та вӗренме пултараҫҫӗ, занятисене кӑнтӑрлахи уйрӑмри вӗренекенсемпе пӗрлех ҫӳреҫҫӗ. Хакӗ ҫулталӑка 25 350 тенкӗ, укҫине пайӑн-пайӑн тӳлеме юрать. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренме ҫулталӑка 15 000 тенкӗ тӳлемелле. Заявленисене ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑннӑ.
Куҫӑн, куҫӑн-куҫӑн мар тата куҫӑн мар формӑпа вӗренме кӗрес тесен 4 экзамен тытмалла: вырӑс литератури (ППЭ), чӑваш чӗлхипе литератури (сочинени), вырӑс чӗлхи (ППЭ), обществознани (ППЭ).
Пуҫламӑш е вӑтам ятарлӑ пӗлӳ илнисем тата иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илес текенсем собеседовани витӗр тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 174 ҫамрӑк аттестат илеймест. Вӗсем суйласа илнӗ предметсемпе ППЭре чи пӗчӗк балл та пухайман. Ку кӑҫалхи улшӑнусемпе ҫыхӑннине те пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал математикӑна база тата профиль пая уйӑрнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем техникумсемпе колледженчи йышӑну комиссийӗсене те пырса тивнӗ.
Хӑшӗ-пӗри аслӑ шкулсене, тухникум-колледжсене вӗренме кӗмешкӗн хатӗрленет. Теприсен вара ППЭне тепӗр хут тытма тивет.
ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Свтелана Петрова каланӑ тӑрӑх, выпускниксен 13 проценчӗ профильлӗ математикӑпа экзамен тытайман. Ку профиле вара чылайӑшӗ суйланӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ППЭре 100 пухнисен йышӗ — 53-ӗн. Экзаменра «2» илнисем ӑна тепӗр хут тытма пултараҫҫӗ. Анчах ҫакна вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытайманнисен ҫеҫ тума юрать.
9-мӗш классенчен чылайӑшӗ тӳрех колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗрет-мӗн. Ку вӗсене малашне аслӑ шкула ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме май парать. Тӑван шкулӗнчех 10-мӗш класа куҫма палӑртнисен заявлени ҫырмалла-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |