Волгоград облаҫӗнчи водитель Чӑваш Ене ҫитсен йывӑрлӑха лекнӗ. Вӑл М-7 ҫул ҫинче чарӑнса ларнине ҪҪХПИ инспекторӗсем асӑрханӑ. «Газель» хыҫӗнче тӗттӗмре ҫутатакан ҫурӑм ӑшши ҫакӑнса танӑ. Ку вара водителе пулӑшу кирлине пӗлтерет.
Водитель Нефтеюганска кайма тухнӑ иккен. Ҫул ҫинче вара бензин пӗтнӗ. Водителӗн заправкӑна хӑй тӗллӗн ҫитме ӑшӑ тум та пулман. Урамра вара самай сивӗ тӑнӑ: 20 градус.
Инспекторсем водителе ҫывӑхри заправка таран илсе ҫитернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне ҫитеймен. Йӑлтах - юртан тасатман ҫула пула.
Васкавлӑ медпулӑшу машини тасатнӑ ҫул таран ҫеҫ ҫитейнӗ, малалла каяйман. Амӑшӗпе ачин машина патне хӑйсен утса тухма тивнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ.
Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулӑн участокӗ «Дорэкс» килӗшӗвӗнче ҫук. Епле майпа? Прокуратура ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчет.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.
Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ.
«Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
«М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ.
Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ.
«Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи.
Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен пике килне каникула кайма билет илес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Пӗрремӗш курсра вӗренекенсер билет туянса хурас тенӗ. Ҫула май лартса каякансен сервисӗнчи пӗр каҫӑпа иртсе унта банк реквизичӗсене кӑтартнӑ. Кӗҫех хӗрӗн картти ҫинчен 10 пин тенкӗ ытла укҫа ҫухалнӑ та.
Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Граждан тата Чернышевский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ: троллейбус, маршрутка тата автобус ҫапӑннӑ.
Автобус – 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер, маршрутка – 234-мӗш. Троллейбусра пассажирсем пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 11 сехет те 10 минутра Совет тата Пионер урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ. «Ладӑпа» «Мерседес» ҫапӑнсан 3 ҫын аманнӑ.
Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ.
Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ.
«Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова.
Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ.
Паян 9 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗнче «Тойота» «Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобуспа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑскер, вилнӗ.
Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 7 пассажир пулнӑ. Вӗсем аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Грантӑна» кӑштах лектернӗ, унтан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет.
Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |