Пая Но 16 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫул ҫинче авари пулнӑ. Инкекре икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та унта «Рено Сандерӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире «Ладӑри» 43-ри водитель тата иномаркӑри 81 ҫулти кинемей вилнӗ. Иномаркӑри тепӗр ватӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ренори» водитель урӑ пулнӑ. Вӑл ватӑ ашшӗ-амӑшне Сӗнтӗрвӑрринчен Ҫӗнӗ Шупашкара илсе кайма тухнӑ.
Чӑваш Енре «Сӑр» юханшывӗ урлӑ сарнӑ кӗпере уҫнӑ. Ӑна машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли «М-7» автомобиль ҫул валли тунӑ.
Кӗпер тӑршшӗ — 2,4 километр.
Сӑмах май каласан, Чӑваш Енре ку кӗпер чи вӑрӑмми иккен.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ене Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт килнӗ. Республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа вӑл республикӑра транспорт тытӑмне лайӑхлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республика ертӳҫи Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» ҫулӑн Явӑшран пуҫласа Кӳкеҫ патне ҫитичченхи участокне юсаса ҫӗнетес ыйту тӗп темӑсенчен пӗри пулнӑ. Проектпа смета документацине Раҫҫейӗн Тӗп патшалӑх экспертизи ырланӑ. Олег Николаев проекта 2030 ҫулчченхи ултӑ ҫулчченхи плана кӗртессе шанать.
Федераци министрӗпе «Шупашкар – Сурски» ҫула сарас ыйӑва та сӳтсе явнӑ.
Тепӗр ыйту «М-12» ҫула тунӑ чухне усӑ курна ҫулсене юсаса ҫӗнетесси пулнӑ.
Паян Ҫӗмӗрле хулинче 13 сехет ҫурӑра Мебельщик тӑкӑрлӑкӗпе Ленин урамӗ хӗресленекен вырӑнта авари пулнӑ. «Шкода» 5-мӗш маршруткӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 64-ри арҫын ларнӑ. ГАЗельте 14 ҫын пулнӑ. Пиллӗкӗшне медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ: маршруткӑн 34 водителӗ, унӑн икӗ пассажирӗ, иномаркӑри икӗ пассажир (ҫав шутра 13 ҫулти хӗрача та).
Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.
Ҫитес ҫул Шупашкартан Калининграда самолётсем вӗҫме пуҫлама пултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата тепӗр хыпар пур.
«Икар» авиакомпани Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинчен Шупашкартан Калининграда тӳрӗ авиарейс уҫма ыйтнӑ. Вӑл пассажирсене 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен, эрнере икӗ хут турттарасшӑн иккен.
Вӗҫеве субсидилекен программӑна кӗртме ыйтса «Икарсӑр» пуҫне тата тепӗр виҫӗ авиакомпани тухнӑ:
– «Северный Ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) Сочие турттарма,
– «ЮВТ» – Нижневартовска,
– «Азимут» – Минеральные Воды тата Сургут хулисене.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пӑхса тухӗҫ, хӑш авиакомпани ҫӗнтернине 10-12 кун хушшинче пӗлтерӗҫ.
Пуйӑсра ҫитес ҫултан хак 5,6 процент хакланӗ. Пӗр километр кайма 4 тенкӗ те 12 пус тенке ларӗ.
«Хусан – Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен хӑтлӑ пуйӑсра пӗр километр хакӗ — 4 тенкӗ те 52 пус. Унта Wi-Fi адаптерсем, климат-тӗрӗслев системи, пысӑклатнӑ багаж ҫӳлӗкӗсем, велосипед тӑратса хумалли хатӗрсем тата ытти пур.
Экономика тӗлӗшӗнчен илсен тариф пӗр километршӑн 6 тенкӗ те 6 пуса ларать. Ҫав уйрӑмлӑха республика хыснинчен саплаштараҫҫӗ.
Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи асфальт ҫула, 5 ҫухрӑма, икӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Транспорт министерстви.
Ҫула тӗплӗн юсама 2 миллиарда яхӑн тенкӗ кирлӗ. Финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-2026 ҫулсенче пӗр пайне ҫӗнетӗҫ. Кун валли хыснаран 753 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Иккӗмӗш пайне 2026-2027 ҫулсенче туса пӗтерӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски округӗнче 26 ҫулти ҫамрӑк арҫын йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку инкек каҫхи 10 сехетре пулнӑ.
Арҫын ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫав вырӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, Шупашкар округӗнчи Ишек патӗнче, «Ниссан Кашкай» кӗпер ҫинчен юханшыва чӑмнӑ. Руль умӗнчи 21 ҫулти водитель Шупашкар еннелле кайнӑ. Салонра пассажир пулнӑ.
Ишек тӗлӗнчи кӗпер ҫинче водитель руле итлеттереймен – кювета кайса кӗпертен чӑмнӑ. Юрать-ха, иккӗшӗ те чӗрӗ юлнӑ. Водителе вырӑнтах пулӑшу кӳнӗ, пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер каҫхине Хусана ҫитиччен Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере хупса хунӑ. Унта икӗ фура ҫапӑнсан пушар пуҫланнӑ.
Пӗр фурӑран газ баллонӗ тухса ӳкнӗ. Кайран ҫулӑм виҫҫӗмӗш фура ҫине куҫнӑ.
Аварие пула ҫула пӳлнӗ. Транспорта урӑх ҫулпа янӑ. Темиҫе сехетрен ҫула уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |