Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе М-12 тӳлевлӗ ҫул ҫинче хак ӳснӗ. Кун пирки «Автодор» пӗлтерет.
Халӗ ҫӑмӑл машинӑпа пӗтӗм трассӑпа каяс тӑк 5217 тенкӗ тӳлемелле. Унччен 4948 тенкӗ пулнӑ. Канашран Мускава ҫитме – 4438 (4094 тенкӗ пулнӑ) кӑларса хумалла. Ҫӗмӗрлерен Мускава ҫитме – 4083 тенкӗ. Унччен 3747 тенкӗ пулнӑ.
Аса илтерер: М-12 ҫула 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Ыран Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа вӗр ҫӗнӗ троллейбуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутри транспорта тӗпрен улӑштарнӑ.
Троллейбуссене пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче «Хӑрушсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн субсидии лизингӗпе илнӗ. Пӗтӗмпе 40 троллейбус туяннӑ.
1-мӗш маршрут – чи вӑрӑммисенчен пӗри. Унпа нумай ҫын усӑ курать. Ҫулталӑкне вӑтамран 10 миллион ытла ҫын ҫӳрет.
Етӗрне муниципаллӑ округӗпе иртекен федераци ҫулӗ ҫинче шыраври хӗрарӑма тытса чарнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗр автомашинӑри хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнмасӑр ларса пынине асӑрханӑ.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе хутсем ҫырма тытӑнсан вӑл федераци шыравӗнче пулни палӑрнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑмӑн ӗҫлесе юсанмалла пулнӑ, анчах вӑл суд йышӑнӑвне пӑхӑнман.
Кӳкеҫпе Явӑш хушшинчи М-7 ҫулӑн сыпӑкне 2025 ҫулта реконструкци тума пуҫласси пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтӗр пӗлтернӗччӗ. Унта развязка тата 4 полоса пулмалла.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи Росавтодорӑн ушкӑнӗнче пост айӗнче кун пирки ыйту пулнӑ. Ҫапларах хуравланӑ: М-7 ҫулӑн 642-659 ҫухрӑмӗсене 2029-2033 ҫулсенче реконструкцилеме пӑхса хӑварнӑ.
Сӑмах май, ҫак ҫул сыпӑкӗн реконструкци проектне 2019 ҫулта саккас панӑ, ӑна ырласа ҫирӗплетнӗ.
Сосновкӑпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 333-мӗш маршрут ҫӳреме пӑрахнӑ. Вӑхӑтлӑха, ҫуркуннечен. Перевозчик ҫакна хӗлле пассажирсем сахал ҫӳренипе ҫыхӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Сосновкӑна 2707-мӗш маршрутпа кӑна ҫитме пулать. Вӑл Хулаҫум автовокзалӗн чарӑнӑвӗнчен тапранать. Унтан Гагарин, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Сосновкӑна ҫитет.
Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен тата водительсенчен тискер чӗрчунсене таптаса кайнӑшӑн 1 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 51 чӗрчуна таптаса кайса вӗлернӗ.
Тискер чӗрчунсене ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче вӗлерсен штрафлаҫҫӗ. Ун пек приказа Раҫҫейӗн Ҫутҫанталӑк министерстви кӑларнӑ. Штраф виҫи чӗрчунтан килет: пӑши – 80 пин тенкӗ; пархатарлӑ пӑлан – 70 пин тенкӗ; упа (чӑпар пӑлан, лань, сайгак) – 60 пин тенкӗ; косуль – 40 пин тенкӗ; хир сысни – 30 пин тенкӗ; пурӑш – 12 пин тенкӗ; мулкач (песец, корсак, норка, тискер кролик, хур) – 1 000 тенкӗ.
Канаш округӗнче ӗнӗр каҫхине 30 ҫулти арҫын фура айне пулса вилнӗ.
Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче арҫын «зебрӑпа» каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ун чухне чарӑнура автобус тӑнӑ. Арҫын унта васкама пултарнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчет.
Шупашкарта кӗҫех ҫӗнӗ маршрут хута ярӗҫ. Вӑл 13-мӗш номерлӗ пулӗ. Маршрут Улатӑр ҫулӗпе ЖБК-9 ҫыхӑнтарӗ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Кун пек маршрута уҫма хула ҫыннисем ыйтнӑ. Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ ҫурт хута янипе унтан иртсе ҫӳрекен автобуссем кирлине палӑртнӑ вӗсем. 13-мӗш маршрут уҫӑлсан та ытти автобус линире ҫав схемӑпах ӗҫлӗ.
Паян 12 сехет те 53 минутра Красноармейскинчен инҫех мар 121-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫине ҫӑмӑл машина пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен – хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса маршрутка ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире пӗр ҫын шар курнӑ. Вырӑнта тухтӑрсем, ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |