Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче «Элӗк — Кивӗ Атикасси — «Сӑр» автоҫул — Тури Ҫӗрпӳкасси — Анат Ҫӗрпӳкасси» ҫула юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗ Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсем хушшинче пырать.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект кӑткӑс. Пӗлтӗр унта йывӑҫсене каснӑ, вӗсен тымарне кӑкланӑ. Юсав вӑхӑтӗнче
Юсав вӑхӑтеӗнче Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗ патне пыма вӑхӑтлӑх ҫул уҫнӑ.
Паян ирхи 3 сехетре Йӗпреҫ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗ ҫывӑхӗнче шкул ачи машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Тойота-Камри» рулӗ умӗнче 16 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машина ют ҫыннӑн пулнӑ. Каччӑ ӑна тӑванӗнчен ыйтмасӑрах илнӗ. Аварире хӑй шар курнӑ, суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шӑпах ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 9-мӗш классем экзамен тытнӑ. Авари ҫав куҫ пулнӑ та.
Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫине халӑх йышлӑн каять. Кун пек чух транспорт ыйтӑвӗ яланах ҫивӗч тухса тӑрать.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура ҫӑви патне ҫав вӑхӑтра троллейбус ҫӳрӗ.
Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран ҫӳрӗ. Ҫак маршрутпа ун чухне 10-12 троллейбус ҫула тухӗ.
Улатӑр районӗнче мотоциклпа ҫула тухнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Улатӑр – Стемас» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.
Мотоциклиста кӗтмен ҫӗртен япӑх пулса кайнӑран вӑл транспорта чарса ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки «Алатырь без паники» Telegram-каналта пӗлтернӗ.
Пурнӑҫӗ татӑлнӑ ҫын пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен. Вӑл миҫере пулнине те, вилӗм сӑлтавне те кӗске хыпарта ҫырман.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 20 сехет те 15 минутра Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче «Санг Енг» машина «Лада Веста» ҫине пырса кӗнӗ. «Веста» рулӗ умӗнче ларнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. Унӑн пассажирӗ, 9 ҫулти ача, аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
«Санг Енг» рулӗ умӗнче 44 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна хӑйне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Паян 12 сехет те 35 минутра Канашра авари пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тата «Лада Приора» ҫапӑннӑ. Аварире пиллӗкӗн аманнӑ, пӗр ҫын вилнӗ.
Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» рулӗ умӗнче ларнӑ 18 ҫулти водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне сигнализаципе пыракан васкавлӑ медпулӑшӑва ҫул паман. Медпулашу карети хӑяккӑн тӳннӗ. «Лада Приорӑн» пассажирӗ, хӗр, вилнӗ. Водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшури виҫӗ ҫын аманнӑ: 4-ри ача, 40-ри хӗрарӑм тата водитель. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки ҫур ҫулта ҫак ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине камерӑсем виҫӗ хутчен ӳкернӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Аэрофлот» авиакомпани вӗҫме пуҫлӗ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпанипе ку ыйтупа чылайранпа калаҫу ирттернӗ, халӗ вара ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Шупашкартан авиапассажирсем ҫӳресси йышланни тата республикӑн экономика хӑвачӗ лайӑххи (аэропортра ҫапла пӗлтернӗ) ҫӗршыври пысӑк авиакомпанипе ҫыхӑну тытма май панӑ.
«Аэрофлот» ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа вӗҫме тытӑнӗ. Вӑхӑчӗ пассажирсемшӗн питех те меллӗ: Мускава самолёт Шупашкартан кунсерен 7 сехетре вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 23 сехет те 30 минутра вӗҫсе килӗ.
Самолёт Шереметьево аэропорта илсе кайӗ. «Airbus 320» самолётра 158 пассажир вырнаҫать: 150 эконом-вырӑн, 8 – «бизнес» класли.
Паян 18 сехет 20 минутра М-7 автоҫулӑн 584-мӗш ҫухрӑмӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта икӗ фура тата ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Скания» тепӗр фурӑпа «Фордпа» ҫапӑннӑ. Унтан «Скания» ҫине ВАЗ-2112 ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
«Скания» рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти арҫын йывӑр сурансене пула вырӑнтах вилнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Пӗчӗк Маклашки тата Пысӑк Маклашки ялӗсенче пурӑнакансене ҫул япӑххи кулянтарать. Вӗсем ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те янӑ. Сӑмах май, ун чухне Сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ, 30 ытларахӑшӗ - ҫак ялсен ҫулӗпе ҫыхӑннисем.
Тӳрӗ лини хыҫҫӑн вырӑнти администраци ҫак ҫулсене юсас тӗлӗшпе проектпа смета документацине хатӗрленине, вӗсене 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсама палӑртнине пӗлтереӗ. Паянхи кун ӗҫсем мӗнлерех унта? «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем ятарласа ҫав вырӑна ҫитнӗ. Нимӗн те улшӑнман, ҫул тата япӑхланнӑ кӑна.
Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫур ҫӗрте М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл пушӑ пулман.
Фура Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унти тиеве урӑх машина ҫине куҫарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |