Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкар хулинчи Евгения Волкова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай женимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна «Пострадавшая художница» ят панӑ. Кӑларӑма ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче эфира кӑларнӑ.
Телепередачӑн анонсӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 31 ҫулти Евгения хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр тапхӑрта пулӑшма килӗшекен арҫын тупӑнасса шанать.
Вӑл хӑй — художник-декоратор. Мускаври савутсенчен пӗринче упаковщик пулса ӗҫлет. Пӗр вӑхӑт вӑл усал арҫынпа нушаланса пурӑнни, лешӗ ӑна хваттере хупса лартса кӑларманни, хӗнени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӗ ют ҫын кредичӗсене тӳлесе пурӑннине пӗлтернӗ. Мӑшӑр пулма шыракан ҫын хӑйне хӳтӗлеме пултаракан шанчӑклӑ ҫын пултӑр тесе ӗмӗтленет иккен Шупашкар хӗрарӑмӗ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче урамра ҫапӑҫакан мӑшӑра ӳкерсе илнӗ видео сарӑлнӑ.
«Дзен|Чувашия» пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, видеона Йӗпреҫ поселокӗнче ӳкерсе илнӗ. Ҫуртӑн адресне те кӑтартнӑ. Кооператив урамӗ, 31-мӗш ҫурт. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ.
Кӗске видео тӑрӑх хакласан, кӳмери ачисемпе урама тухнӑ икӗ хӗрарӑм тата пӗр арҫын ҫурт умӗнчи сак ҫинче лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсем урамра эрех ӗҫеҫҫӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынпа (упӑшки-ши) ҫапӑҫма пуҫлать, лешӗ те маххӑ памасть. Пӗр ача ҫывӑхра чупса ҫӳрет, кӳмере – пепке.
Хӗрарӑм самай хӗрӗнки курӑнать. Арҫын та урах мар пулӗ.
Урамра ирпе-ирех ҫавӑн пек ҫапӑҫаҫҫӗ те, ытти чухне ку мӑшӑр епле пурӑнать-ши, ачисем мӗн курса ӳсеҫҫӗ-ши, опекӑпа попечительство органӗсем ҫав видеона курӗҫ-ши тесси ҫеҫ юлать.
Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара халӑхӑн хӑш-пӗр пайне пӗртте ҫӑмӑл мар. Уйрӑм усламҫӑҫемпе тепӗр пӗчӗк предприятисем хупӑннипе хӑшӗсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Патшалӑх пулӑшасси пирки пӗлтерсен те ыйтусем пӗрех ҫуралаҫҫӗ. Сӑмахран, 16 ҫула ҫитмен ачасене укҫа тӳлеҫҫӗ-ха, ҫав вӑхӑтрах 18 тултарнисем ҫеҫ ҫул ҫитнисем ҫеҫ шутланаҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсен те патшалӑх пулӑшӑвне илес килет. Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ министрӗ Алёна Елизарова, РФ Пенси фончӗн, РФ Социаллӑ страховани фончӗн республикӑри управленийӗсен специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Халӑхӑн ыйтӑвне хуравламалли лапам — «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) паблик.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуравлӗҫ. Миҫерех тӳрӗ эфира тухассине хальлӗхе уҫӑмлатман. Ыйтусене пабликри пост айӗнче йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ыйтма юрӗ.
«2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук», — ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчех хыпарланӑччӗ. Унтанпа икӗ ҫул ытла иртсен те лару-тӑру ырӑ енне ылмашман. Ҫак темӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хускатакан ыйтусемпе епле ӗҫлемелли пирки районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоканашлура хускатнӑ.
«Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан пирӗн ҫемьене Муркаш районӗнчи Катикассинче пӳрт хӑпартма 2014 ҫулта ҫӗр уйӑрса пачӗҫ. Анчах никам та ним те тумасть, мӗншӗн тесен шыв та, газ та, ҫутӑ та ҫук. Шупашкарта пурӑнакан ҫӗршер ҫемьене таса уйра ҫӗр панӑ», — тесе ҫырнӑ халӑх ушкӑнӗнче.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ҫав ыйтӑва татма 3,5 млрд таран укҫа кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьесен 70 проценчӗ пӳрт тӑваймассине палӑртнӑ вӑл.
Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитет ялсене комплекслӑ аталантармалли программӑна хутшӑннине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан йӗкӗрешсем — Роман тата Алексей Билялов — ашшӗне 38 ҫултан шыраса тупма йышӑннӑ. Алексей ку шухӑша ырласа йышӑнман-ха, анчах пӗр тӑванне кӳрентерес килменнипе шырама килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл НТВ каналпа кӑтартакан «ДНК» телекӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ.
Ывӑлсен амӑшӗ ашшӗ, судпа айӑпланнӑскер, вӗсене тӑватӑ уйӑхра чухне пӑрахнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланман тесе каланӑ. Халӗ хӗрарӑм та пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Йӗкӗрешсен аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен амӑшӗ пуйӑс айне пулса вилнӗ.
Ывӑлсенчен пӗри ашшӗне шыраса тупма йышӑннӑ. Вӗсем, сӑмах май, тӑван мар ашшӗпе ӳснӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, лешӗ усал пулнӑ, ӗҫлеме ӳркеннӗ. Пӗчӗк айӑпшӑнах арҫын ачасене хӗненӗ.
Телекӑларӑмра ывӑлсем ашшӗпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ӑна каҫарма хатӗр мар та, тепри Украинӑра юрлӑ пурӑнакан ашшӗне киле кӗртме хатӗррине пӗлтерчӗ. Кӑларӑма ҫакӑнта https://www.ntv.ru/peredacha/DNK/m69240/o599856/video/ пӑхма пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье Таиландран таврӑнайман. Чӑваш Ен Элтеперӗн Аддминистрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьен майӗ те, укҫи те пулман. Ҫапла, ют ҫӗршывсене халӗ самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха илсе килмелли рейссем ҫеҫ сайра-хутра хутлаҫҫӗ.
Йывӑрлӑха лекнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемьене тӑван тӑрӑха тавӑрма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ҫине тӑма тивнӗ. Раҫҫей Правительствин ертӳҫин ҫумне Татьяна Голиковӑпа Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та ура ҫине тӑратма тивнӗ.
Тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье ӗнер Бангкокран Хусана вӗҫсе килнӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье карантина Хусанти обсерваторире ирттерет.
Пирӗн тӑрӑхри 200 ытла ҫын ҫак кунсенче чикӗ леш енче. Вӗсем — тӗнчери 40 ҫӗршывра.
Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пӗр килте хӗрарӑм виллине тупнӑ. 72 ҫултискер пурнӑҫран хӑйӗн вилӗмӗпе уйрӑлман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май тӗпчевҫӗсем вӑрах тӑхтамасӑр тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ хӗрарӑма алӑпа пӑвса вӗлернӗ. Ҫавна май РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа ҫын вӗлерекенсене явап тыттараҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тӗрлӗ экспертиза, ҫав шутра медицина, генетика, психиатри, ирттерӗҫ.
Хӗрарӑма унӑн 46 ҫулти ывӑлӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра кӑтартнӑ. «Терпила» ят панӑ кӑларӑм паян эфира тухнӑ.
Пӗрремӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери 39 ҫулти Матлюба Юнусова тӑхӑр уйӑх каялла килтен тухса кайнӑ. Килӗнче вӑл ҫул ҫитмен виҫӗ ачана пӑрахса хӑварнӑ. Унтанпа 15 ҫулти Костя, 11 ҫулти Никита тата саккӑрти Валерия ашшӗпе, Сергей Барановпа, пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем амӑшӗнчен вӑтанаҫҫӗ, унпа тӗл пуласшӑн мар. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачисене хӗненӗ. Хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен килӗшӳсӗр тытнӑ. Тарса ҫӳрекен мӑшӑрне Сергей тавӑрма пӑхнӑ, вӑл килтен тухса кайсан та йышӑнас тенӗ. Халӗ арҫын хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑварасшӑн. Матлюба кун пек каланипе килӗшесшӗн мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |