Вӑрмар районӗнчи Силеровсен ҫемйи «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Раҫҫей Президенчӗ ку хушӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Орден медальне ачасене воспитани парас тата ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тесе тӑрӑшакансене параҫҫӗ.
Силеровсем 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ иккен. Университетра вӗреннӗ вӑхӑтрах паллашнӑ вӗсем. Кил хуҫи хӗрарӑмне, Татьянӑна, пулас упӑшки, Игорь, шӳтлеме юратни кӑмӑла кайнӑ иккен. Нумай кулнипе пит ҫӑмарти ыратма пуҫлатчӗ тесе аса илет иккен вӑл паян. Малтан Татьяна анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшнӑ. Кайран бухгалтер ӑсталӑхне алла илнӗ те халӗ хӑй фирминче ӗҫлет. Кил хуҫи стоматологи поликлиники уҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ. Унтан хӗр пултӑр тенӗ те тепӗр икӗ хӗр ҫуралнӑ. Ывӑлӗсем халӗ ишме юратаҫҫӗ-мӗн, наградӑсене те тивӗҫнӗ. 2012 ҫулта ҫемье республикӑра «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр пани пирки пӗлетпӗр-ха. Ӑна илме ирӗк пуррисенчен хӑшӗсем пӳрт лартма ӗмӗтленеҫҫӗ, теприсем — хушма хуҫалӑха аталантарма, виҫҫӗмӗшсем — дача вырӑнне усӑ курма. Илнӗ хыҫҫӑн кирлӗ мар тесе ҫӗре каялла паракансем те пур-мӗн. Ҫакӑн пирки республикӑн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Наталья Тимофеева Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗр илес кӑмӑллӑ нумай ачаллӑ 3 702 ҫемьене шута илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенчен 42 проценчӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ 1 569 ҫемьерен 1191-шӗ тивӗҫлӗ хутсене туса ҫитерсе ҫав тупрана регистрациленӗ. Нумай ачаллӑ 80 ҫемье вара панӑ хыҫҫӑн «ҫӗр кирлӗ мар» тесе ӑна илме килӗшмен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Ҫулталӑк кил-йышӗ — 2013» конкурс иртрӗ. Унта районти вунӑ ял тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗринпе чылай ҫул хушши килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнакан чыслӑ ҫемьесем хутшӑнчӗҫ.
Малти вырӑна 25 ҫул юнашар утакан ҫемье, Хӗрлӗ Чутайри Хохловсен ҫемьи тухрӗ. Вӗсем район чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Надежда Валентиновнӑпа и Юрий Михайлович районта асӑннӑ ҫынсем. Юрий Михайлович Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра художник-оформитель пулса ӗҫлет, унӑн мӑшӑрӗ — Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта пуҫламӑш классене ҫырма-вулама хӑнӑхтарать. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Надежда Хохлова районти класс ертӳҫисем хушшинче ирттернӗ «Самый классный классный» (чӑв. Чи маттур класс ертӳҫи) конкурсра районта малти вырӑна тухрӗ.
Мӑшӑрӑн тӑватӑ ача. Аслӑ ывӑлӗ Димитрий Мускаври МАДИ институчӗн студенчӗ, иккӗмӗш ывӑлӗ Никита — Мускаври политехника институтӑн Шупашкарти филиалӗн студенчӗ. Хохловсем икӗ ача усрава илнӗ, вӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ, арҫын ачи 8-мӗш, хӗрачи 7-мӗш классенче.
Хохловсен ачисем яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурс-олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |