Чӑваш Енри сусӑр ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн Общество палатин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Унта пуҫтарӑннисем нумай ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр парасси ҫинчен калакан республикӑри саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен проекта пӑхса тухнӑ.
Ҫӗр тӳлевсӗр илме тивӗҫҫисен йышне ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма черетре тӑракан виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем кӗретчӗҫ. Хӑш-пӗр регионта списока инвалид-ача ӳстерекенсене те кӗртнӗ. Чӑваш Енре апла ӗмӗтлисем халех пур иккен. Ларӑва, сӑмах май, вӗсенчен хӑшӗсем те хутшӑннӑ.
Статистикӑна ӗненсен, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 282 ҫемье тӑнӑ. Общество палатинче шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене ҫӗр тӳлевсӗр памаллах.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк амӑшне суд умӗнче явап тыттарасшӑн. 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 ҫулти хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ача ашшӗ патӗнче юлнӑ. Анчах хӗрача кӑштахран, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, амӑшӗ патне пурӑнма куҫнӑ.
Анчах ача унта нумай пурӑнайман, унӑн ашшӗ патне каялла таврӑнма тивнӗ. Амаҫури амӑшне вара вӑл хӑйӗн тӑван амӑшӗ ӑна сахал мар хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Кун пирки пӗлсен амаҫурийӗ полицие ҫӑхавланӑ.
Палӑртмалла: ачан тӑван амӑшӗ ниҫта та йӗркеллӗ ӗҫлемест. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗн строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, унӑн айӑпне пула нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак арҫын пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслемен, подряд организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫав пӳрте нумай ачаллӑ ҫемьене памалла пулнӑ. Килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Анчах подряд организацийӗ ҫурта туса пӗтереймен, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫавӑнпа ӑна нумай ачаллӑ ҫемьене паман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев пырать.
Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ.
Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ.
Республикӑри пӗр кадет шкулӗнче сахал тупӑшлӑ ачасем малашне апатланнӑ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курӗҫ. Ҫакна пурнӑҫлама спонсорсем пулӑшӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫав кадет шкулӗнче 225 ача вӗренет. Вӗсенчен 24-шӗ – ахаль тупӑшлӑ ҫемьесенчен. Хальлӗхе ку ҫӑмӑллӑха спонсорсем пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ апатланӑва каялла тавӑрас тесе ведомствӑра саккун проектне хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, патшалӑх учрежденийӗсенче вӗренекенсем республикӑри хысна пулӑшнипе тӳлевсӗр ҫийӗҫ.
Палӑртмалла: халӗ ҫӑмӑллӑхлӑ апатланупа сусӑрсем, тӑлӑхсем, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем усӑ кураҫҫӗ.
Паян канмалли кун мар пулсан та республикӑра ҫемье ҫавӑракан йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери Савнисен кунӗнче Шупашкарта 21 мӑшӑр регистрациленнӗ.
Паян Шупашкарти мӑшӑрлану керменне 21 мӑшӑр ҫитнӗ. Чи ҫамрӑкки — 19 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ вара — 59-та, хӗр — 54-ра. Пӗрре пӗрлешсе уйрӑлнӑ икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Аякран килнӗ каччӑ та пур. Ҫак кун Тунис арҫынни Шупашкар хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ.
Сӑмах май, ку уяв пирӗн пата Хӗвеланӑҫран килнӗ. Ҫак кун пӗр-пӗрне юратакансем пӗрлешме шухӑшлаҫҫӗ, мӑшӑрлану керменне каяҫҫӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ.
Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ.
Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ».
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарнине, вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл хваттер хӑйӗн балансӗ ҫинче тесе Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Малтанхи инстанцири суд йышӑннӑ тӑрӑх, ҫемьен хваттертен тухса каймаллаччӗ. Суд администрацие ҫемьене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтнӑ. Анчах Людмила Соломонова юсав ирттерме укҫа хывнӑ тесе турткалашма тытӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн хваттер ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ, сусӑр ача амӑшне кӑларса ямалла мар йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет.
Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |