Ача ҫуратса укҫаллӑ пулма ӗмӗтленекенсене савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерер: амӑш капиталне сахалтан та тепӗр икӗ ҫул парӗҫ. Кун пирки паян ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераци Пухӑвне Ҫыру янӑ вӑхӑтра асӑнни пирки РБК пӗлтерет. Ку шухӑша ҫынсем алӑ ҫупсах йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ку программа килес ҫул вӗҫленмеллеччӗ. Хальлӗхе унпа ҫӗршыври 6,5 млн ҫын усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Ку шутра Крымри тата Севастопольти ҫемьесем те пур.
Амӑш капиталне ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан 2007 ҫулта пама тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫак укҫа виҫи 250 пинпе танлашатчӗ. Ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура индексацилесе пычӗҫ. Кӑҫал вӑл 453 пине ҫитрӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан тепӗр 100 пин хушса параҫҫӗ.
Общество кирек хӑш саманара та ҫирӗп ҫемьесемпе вӑйлӑ. Ҫавна май ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Раҫҫейре Амӑшӗн кунне паллӑ тӑвас умӗн Чӑваш Енри кӑҫалхи чи лайӑх ҫемьесене чысларӗҫ.
"Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" конкурса пурӗ 159 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа пысӑк уяв иртрӗ. "Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" титула ҫӗнсе илекенсем Шупашкар хулин Мускав районӗнче пурӑнакан Магаринсем пулнӑ. Тӗрлӗ номинацире Ҫӗмӗрле хулинчи Зайцевсен, Вӑрнар районӗнчи Тикиневсен, Патӑрьел районӗнчи Раковсен, Тӑвай районӗнчи Константиновсен, Йӗпреҫ районӗнчи Васильевсен ҫемйисем ҫӗнтернӗ.
Шупашкарти Кузнецовсен ҫемйи 17 ҫул 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать. Галинӑпа Игорь пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли – 16-ра, кӗҫӗнни ҫулталӑк та тултарман.
Кузнецовсен ҫичӗ уйӑх каялла ывӑл кун ҫути курнӑ. Ҫемье Петров урамӗнче пурӑнать. Пӗчӗк пӳлӗмре телевизор, компьютер, апатланмалли сӗтел те пур. Урок тумалли пӗр сӗтел кӑна.
Каҫхине тӑватӑ арҫын ача икӗ яруслӑ кравать ҫине выртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара урайне матрас сарса ҫывӑрать. Чи пӗчӗкки вара кӳме ҫинче выртать.
Ҫемье нумай ачаллӑ пулнӑран черете тӑнӑ. Халӗ вӗсем списокра 20-мӗш. Ҫемье ҫитес ҫул ҫӗнӗ хваттере куҫма ӗмӗтленет-ха та.
Чӑваш Енре «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци каллех вӑй илнӗ. Ӑна ҫулсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен иртет. Ӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви йӗркелет.
Акципе килӗшӳллӗн, аслисем ача ҫуртӗнчи шӑпӑрлансене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илме пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫапла майпа Ҫӗне ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илеҫҫӗ.
Ачана ҫемьене вӑхӑтлӑх илес тесен вырӑнти опекӑпа попечительлӗх органӗсене ҫитмелле, кирлӗ документсем пухмалла.
Ачасем хӑйсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хальлӗхе 143 ача Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫемьере кӗтсе илме хатӗрленет.
Паян "Пирӗн истори" дневниксен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут йӗркеленӗскере усрав ҫемьесем хутшӑннӑ. Конкурса Еленӑпа Геннадий Тимченкосен ыр кӑмӑллӑх фончӗ пуҫарнӑ.
Конкурса тӑхӑр федераци округӗнчи ҫемьесем хутшӑннӑ. Пурӗ 432 ӗҫ пырса ҫитнӗ.
"Халӑх суйлавӗ" премие уҫӑ интернет-сасӑлав палӑртнӑ. Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсен ҫемйи тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Надеждинсем "Уйрӑм шухӑш" номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Амӑш кунӗ умӗн, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Мускаври Хӗрлӗ лапамри Патшалӑхӑн истори музейӗнче пухӗҫ. Конкурс лауреачӗсене Тимченко фончӗн тата унӑн ӗҫлӗ тусӗсен парнисемпе чыслӗҫ. "Гран-прие" тата "Халӑх суйлавӗ" премие тивӗҫнисене усрав ҫемьесен ҫуллахи уйлӑхне кайма май туса парӗҫ.
Халӗ ӗлӗкхи пек мар: 5 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесем — сайра тӗслӗх. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара нумаях пулмасть Милена ятла хӗрача кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьери 9-мӗш ача.
Павловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш хӗрача ҫуралнӑ. Ыттисем — арҫын ачасем. Милена иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Милена 5 килограма яхан ҫуралнӑ. 57 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ вӑл — чӑн-чӑн пӑхаттир.
ЗАГС ӗҫченӗсем Герман Германовичпа Лариса Леонидовнӑна ачасене воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Ашшӗ вара ыттисен вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ.
Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Ку таранччен Шупашкарта 1115 лаптӑк уйӑрса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне тивӗҫекенсем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ.
Анчах пӗр ыйту ҫивӗч: хулара лаптӑксем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкарта юрӑхлӑ лаптӑксем юлманнине пӗлтереҫҫӗ. Чиновниксем кӳршӗ муниципалитетсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ун вырӑнне Шупашкар, Муркаш, _-Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсенче лаптӑксем уйӑрса парасшӑн. Вӗсем Шупашкар агломерацине кӗреҫҫӗ.
Район администрацийӗсем хирӗҫ мар. Вӗсем темиҫе лаптӑк уйӑрса панӑ. Апла пулин те Шупашкарта 820 яхӑн ҫемье лаптӑк илмешкӗн черетре тӑрать. Ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫ малалла пырать.
Ҫӗре тивӗҫнисем валли вара лайӑх хыпар пур. Хула лаптӑксене коммуникацисемпе тивӗҫтерме малтанах шантарнӑ. Халӗ сетьсене проект тумашкӑн контрактсем алӑ пуснӑ. Апла кӗҫех ҫул, газ, шыв, ҫутӑ пулӗҫ унта.
Раҫҫей правительстви нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлев субсидине ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки ria.ru портал пӗлтерет.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ку программӑна пирӗн республика та кӗнӗ. Ҫак тӳлеве виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑшӑн уйӑхсерен параҫҫӗ. Ҫапла ку субсидие 820 миллион тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсене хӑш-пӗр регион ҫеҫ тивӗҫӗ. Программӑна Чӑваш Енсӗр пуҫне Ростов, Самар, Сахалин облаҫӗсем, Севастополь хули тата ытти регионсем кӗнӗ.
Ку йышӑнӑва ахальтен туман. Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланнӑ. Ҫапла майпа вӗсене памалли тӳлев виҫи 13,5 миллиард пулӗ. Ку ҫемьесене уйӑхсерен тӳлеме май пулӗ.
Шупашкарта 2017 ҫулччен япӑх ҫуртсенчен хӑтӑласшӑн. Халӗ ҫав ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ку таранччен Шупашкарта авариллӗ нумай хваттерлӗ 24 ҫурта ишсе антарнӑ. Тепӗр 18-шне те ҫак шӑпах кӗтет.
Паянхи кун тӗлне 547 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене илнӗ ӗнтӗ. Киввинчен ҫӗннине куҫсан савӑнмалла пек. Анчах хула администрацийӗпе пурте килӗшесшӗн мар-мӗн. Хӑш-пӗр ҫемье ҫӗнӗ хваттере куҫма хирӗҫ. Чиновниксем вӗсене ҫакна ӑнлантарасшӑн: киввинчен ҫӗннине, ҫавӑн калӑпӑшлинех, куҫараҫҫӗ. Ку ҫурт-йӗре лайӑхлатни мар. Анчах ӑнлантарни усӑсӑр.
Ҫынсене хваттерсем, районсем, балкон ҫукки килӗшмест-мӗн. Тӗслӗхрен, пӗр хваттерте икӗ ҫемье пурӑннӑ, вӗсем уйрӑм хваттер ыйтаҫҫӗ. Анчах администрацин кун пек майсем ҫук. Хӑйсен ирӗкӗпе куҫманнисене вӑйпа куҫарӗҫ.
Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Волковсем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсен хӑнасене кӗтмелли сӑлтавӗ те пулнӑ. Любовь Филипповнӑпа Александр Егорович пӗрле 61 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Волковсене ялта хисеплеҫҫӗ. Любовь Филипповна шкулта ӗҫленӗ. Александр Егорович вара пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл ыттисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн награда нумай.
Александр Егоровичӑн амӑшӗ Анна Кирилловна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Эппин, Любовь Филипповна каярахпа Украинӑна поэтӑн вилтӑпри ҫине кайнинчен тӗлӗнмелли ҫук.
Волковсем виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук, вӗсен 4 ачи пур. Волковсен ҫемйи туслӑ, хисепе тивӗҫ вӗсем. Ҫавна кура мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшн» орден панӑ.
Сӑнсем (40)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |