Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен.
Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн.
Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет.
Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ.
2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 10 ача амӑшне «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма чӗннӗ. Илемлӗх конкурсӗ Дон ҫинчи Ростов хулинче иртет.
Хальлӗхе Мария Падиарова унта каяссипе каймассине пӗлмест — шухӑшлать-ха. Ачисем кайма хистеҫҫӗ. Амӑшӗ вӗсенчен пӗрне хӑйӗнпе пӗрле илме шантарнӑ. Мария хӑйӗн шухӑшне йӗркелӳҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗ.
Мария Падиарова 35 ҫулта. Ҫамрӑк пулин те вӑл 10 ачана кун ҫути парнелеме ӗлкӗрнӗ. Ян — 16, Дарина — 15, Светозар — 14, Даниил — 15, Ярослава — 9, Яков — 8, Есения — 5, Захар — 4, Игнат — 2 ҫулта, Мия — 9 уйӑхра.
Конкурса ҫӗршыври чи илемлӗ хӗрарӑм символне тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кайран ҫӗнтерӳҫӗ «Миссис International –2017» конкурса кайӗ.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ.
Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур.
Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Канашра пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Вӑл унчченхи мӑшӑрне айӑплама тӑнӑ: лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ имӗш
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие килнӗ те экс-упӑшки тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ тесе палӑртнӑ вӑл. Полицейскисем суйнӑшӑн явап тыттарассине пӗлтерсен те малаллах каланӑ вӑл.
Анчах следовательсем хӗрарӑм суйнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын экс-арӑмӗпе телефонпа калаҫнине ҫыртарса илнине пакунлисене итлеттернӗ.
Хӗрарӑм мӗншӗн суйнӑ-ха? Вӑл ачине хӑйӗн патне илесшӗн пулнӑ. Суд вара унччен ачана ашшӗпе пурӑнмалла тесе палӑртнӑ.
Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра, ҫӑлавпа шырав службине вӑрманта ҫынсем аташса кайни пирки пӗлтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче упӑшкипе арӑмӗ ачипе пӗрле вӑрмана кайнӑ. Телее, ҫухалнӑскерсем ЛЭП ҫумӗпе пырса Ҫавал юханшывӗ патне тухнӑ. Ҫӑлав службин ӗҫченӗсем юханшыв урлӑ кимӗпе каҫса ҫемьене асӑрханӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Республикинче икӗ эрнере вӑрманта 16 ҫын аташса кайнӑ. Шупашкар хула мэрийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, иртнӗ эрнере Атӑл леш енче 6 ҫын ҫулран ҫухалса кайнӑ. Телее, «кӑмпа сунарҫисем» пурте киле тӗрӗс-тӗкелех таврӑннӑ.
Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем уявра савӑннӑ.
Ҫак кун хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 8 ҫемьене уҫӑ тыттарнӑ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫак ҫынсем унччен авариллӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫӗннине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ чи аслӑ ҫын – 85 ҫулти Софья Фролова. Пурне те хула мэрӗ Сергей Яргунин тата Александр Зиновьев сити-менеджер саламланӑ. Александр Зиновьев ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫарас ӗҫ малалла пынине каланӑ. Кӗҫех 59 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсене куҫӗ.
Республикӑри загссем Чӑваш Енри ҫемьесем мӗн сӑлтавпа уйрӑлнине палӑртнӑ.
Ӗмӗр пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, пурнӑҫри инкек-синкеке сирсе, савӑнӑҫа пӗрле пайласа мӗн ватӑлса виличчен пурӑнас тесе пӗрлешекен ҫемьесемех тепӗр чухне арканаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн сӑлтавӗ пулӗ те, анчах пӗрпеклӗхӗ те пур. Ҫакна республикӑри загссенче ӗҫлекенсем уйрӑлма тесе хӑйсем патне пыракан ҫемьесене анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ҫемье арканнин тӗп сӑлтавӗ шутӗнче мӑшӑрсем пӗрне пӗри улталани, тепӗр майлӑ каласан, айккинелле чупни, 27,7 процентпа танлашать. Эрех ӗҫекен, наркотикпа айкашакан ҫынна та чӑтса пурӑнасшӑн мар. Уйрӑлнисен статистикинче сиенлӗ ҫак йӑла 19,5% йышӑнать. Укҫа ҫитсе пыманни те ҫемьене вӑрҫтарать те уйрӑласси патне ҫитерет (16,1%). Мӑшӑрсенчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнни те килтисене тепӗр чухне тарӑхтарттарать. Мӑшӑр пур ҫинче пӗччен пурӑниччен вӑл ан та пултӑр тесе ик еннелле тапса сикекенсем — 11,3%. Пӗрлехи ачасем ҫукки 8,5 процентне тивӗҫтермест. Харпӑр хӑйӗн пурӑнма кӗтес ҫукки те ыр япала мар: 7,6 проценчӗ ҫавӑншӑнах уйрӑлать. Ҫемьере пӗри теприне пусмӑрласа пурӑннипе ҫемьесен 7,1% арканать.
Патӑрьел районӗн кунне паллӑ тунӑ чухне Патӑрьел ялӗнче пурӑнакан Такмаковсен ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Сӑмах май, ку наградӑна каҫал республикӑри 10 ҫемье тивӗҫнӗ.
Ҫемье пуҫӗ Владимир Георгиевич Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл трактористсен курсӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 1996 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Елизавета Антоновна Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче кун ҫути курнӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан вӑл Тутарстана кайнӑ. Унтан шӑпа ӑна тӑван ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл химипе биологи вӗрентнӗ.
Владимир Гергиевичпа Елизавета Антоновна пилӗк ачана воспитани панӑ. Халӗ ывӑлӗпе Сергепа пурӑнаҫҫӗ, мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ.
Такмаковсене Патӑрьел ялӗнче хисеплеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем.
Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ.
Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ.
Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |