Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.
Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Москакассинчи Культура ҫуртне пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн чылай ҫул килӗштерсе те юратса утакан ҫемьесене йыхравланӑ. Ҫак ҫемьесен шутне 10 ҫултан пуҫласа 55 ҫулччен пурӑнакан ҫемьесене кӗртнӗ. Тӗлпулӑва пурӗ 14 ҫемьене йыхравланӑ, вӗсенчен ҫурри пыма кӑмӑл тунӑ.
Вӑрманкас Хачӑкри Алинӑпа Сергей Федоровсем 10 ҫул пурӑнаҫҫӗ, Ахмане ялӗнчи Лилийа Николай Шариковсем — 15 ҫул, Ҫӗлеменкассинчи Нинӑпа Николай Кошкинсем, Мӑрсакри Лилийӑпа Николай Потряковсем — 45 ҫул, Анаткас Хачӑкри Светланӑпа Анатолий Степановсем – 50 ҫул, Ситуккассинчи Зойӑпа Асколон Максимовсем, Москакассинчи Зойӑпа Демьян Степановсем — 55-шар ҫул.
Вырӑнтисем уяв ҫав тери кӑмӑллӑ иртсе кайнине, телейлӗ мӑшӑрсем уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗ каласа килӗсене тулли кӑмӑлпа саланнине пӗлтересҫӗ.
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемьене коммуналлӑ тӑкаксене тӳлеменшӗн хваттертен кӑларса ярасшӑн. Управляющи компанине пысӑк сумма тӳлемен вӗсем.
Ҫемьен парӑмӗ – 162 пин тенкӗ. Ҫак хваттерте пурӑнакансем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн пӗрре те тӳлемен. Вӗсем муниципалитет хваттерӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Аслисем эрех-сӑра ӗҫкелеҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла хваттерте газа сӳнтернӗ. Шыва вара газ колонкипе ӑшӑтмалли вӗсен. Апла вӗри шыв та ҫук вӗсен. Хваттерте 8 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 4-шӗ – 18 ҫул тултарманнисем.
Нарӑс уйӑхӗнче вӗсен канализацине хупланӑ. Анчах унпа усӑ курмалла тунӑ вӗсем. Электричество пралукне те каснӑ, анчах ҫутӑпа та уса курма тупнӑ вӗсем.
Суд ҫемьене пӗчӗкрех хваттере куҫарма пултарать.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
СТС телеканалпа «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» кӑларӑм пырать. Ӳкерӳ ушкӑнӗ Шупашкара килме шухӑшланӑ. Вӗсем Шупашкарта пурӑнакан Тимуровсен ҫемйине пулӑшасшӑн.
Кӑларӑмра хӑйне евӗр хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки манса ыттисем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Кӑларӑм кунашкаллисене пулӑшасшӑн.
Тимуровсем нумай ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Кил вучахӗн управҫине СТС телеканал пулӑшасшӑн. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехетре эфира тухӗ.
Шупашкарта пултаруллӑ ҫемьесен фестивальне ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Хулара «Пӗрле — туслӑ ҫемье» уҫӑ фестивале пӗрремӗш хут ирттермеҫҫӗ. Кӑҫал унта 10 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фестивальте пӗрисем ташлӗҫ, теприсем юрлӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ вулӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫемьесем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, пӗҫерме пӗлнине кӑтартӗҫ. Пӗр сӑмахпа — ҫемьери кашни ҫын пултарулӑхне кӑтартӗ.
Фестиваль ҫемьесене пултарулӑх енчен аталанма пулӑшӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Фестиваль 15 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Республики РФ Строительство министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ведомство Раҫҫейри субъектсене кӑҫал «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма программӑна хутшӑнмашкӑн суйланӑ.
Конкурсра Чӑваш Ен ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла республикӑри ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн федераци хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, ку программӑна «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — федераци хыснинчен Раҫҫейри субъектсене субсиди уйӑрмашкӑн палӑртасси.
Чӑваш Енри паллӑ сурдобадминитонистсен, Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗсен Михаил Ефремовӑн тата Анастасия Седован ҫемйинче хӗр ҫуралнӑ.
Анастасия Седова та, Михаил Ефремов та Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Ҫавӑнта вӗреннӗ чух пӗр-пӗринпе паллашнӑ та. Малтан тренировкӑсене пӗрле ҫӳренӗ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва пӗрле кайма пуҫланӑ.
Паянхи куна Михаил Ефремов Сурдлимп вӑййисене виҫӗ хутчен хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче вӑл пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ — ылтӑн.
2009-мӗш тата 2013-мӗш ҫулхи Сурдлимп вӑййине Анастасия Седова та хутшӑннӑ. Сурдлимпиадӑна пуҫласа хутшӑннӑ чух Анастасия Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пуринчен кӗсӗнни пулнине пӑхмасӑрах пӗччен тупӑшура чи вӑйлӑ вунӑ спортсменка йышне лекнӗ. 2013 ҫулта вара пулас мӑшӑрӗпе пӗрлехи разрядра вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене паракан 100 пин тенкӗ капитала илмелли условисене пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: ӑна пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене е шӑпӑрлан усрава илекенсене 2012 ҫултанпа пама тытӑннӑ.
Малашне ку капитала сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен илме май пур. Анчах 2015 ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 24-мӗшӗнче, саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ.
Республикӑри амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, ачана вӗрентнӗ ҫӗре яма юрать. Саккуна кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, халӗ ӑна ачана общежитире пурӑнтарнӑшӑн та тӳлеме юрать.
Пилӗк е ытларах ача ӳстерекенсене патшалӑх ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернине нумайӑшӗ пӗлет-тӗр. Черечӗ ытла хӑвӑрт шумасть пулин те ача ҫуратма ӳркенменнисене хысна шучӗпе пӳртлӗ е хваттерлӗ тӑваҫҫӗ-тӑваҫҫех. Ҫак тӗллевпе Вӑрнар районне кӑна, сӑмахран, пӗлтӗр республикӑран 6 миллион та 489,5 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Укҫана район виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума уйӑрнӑ.
Сӑкӑтри Андрейпа Любовь Ивановсене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗнче панӑ. Пилӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ вырӑнти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхри сӗтпе ҫу ферминче ӗҫлеҫҫӗ. Аслӑ хӗрӗсем Шупашкарта медицина тата педагогика колледжӗсенче вӗренеҫҫӗ. Кӗҫен ачисем шкулта вӗренеҫҫӗ. Унччен ҫемье кил хуҫин ашше-амӑшӗн кивӗ пӳртӗнче пурӑннӑ.
Вӑрнарти Светлана Николаева пилӗк ачине пӗччен ӳстерет. Ӑна валли район центрӗнчи Лесхоз урамӗнче пӳрт лартса панӑ.
Чӑрӑшкас Мӑратри Светлана Кондратьева та пилӗк ачине пӗччен ӳстерет. Кондратьевсем валли ҫав ялтах пӳрт туянса панӑ.
Кӑҫал Вӑрнар районӗнче тата тепӗр икӗ ҫемьене пӳртлӗ тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |