Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Раҫҫейре

Малашне Раҫҫей ҫыннисене хӗллехи шинӑсемпе раштав, кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче ҫӳреттермелле тӑвӗҫ. Вӗсене кашни урапа ҫине лартмалла пулӗ.

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Таможня союзӗн техника регламенчӗ вӑя кӗнӗ. Унта ҫак нормӑсене ҫырнӑ-мӗн. Регионсене хӗллехи шинӑпа ҫӳремелли срока пысӑклатма ирӗк парӗҫ.

Регламентра палӑртнӑ тӑрӑх, транспортсем хӗллехи шинӑпа ҫӳреме тивӗҫ. Документ ҫулла хӗллехи шинӑсемпе ҫӳреме чарать. Палӑртмалла: техрегламент союзӑн пур пайташӗ валли те пӗрех: Беларуҫ тата Казахстан валли те.

Ҫак вӑхӑтрах Правительство постановленийӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 4 миллиметртан пӗчӗкрех протекторлӑ хӗллехи шинӑпа ҫӳреме юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ.

Асӑрхӑр: ҪҪХПИ ӗҫченӗсем халех хӗллехи шинӑсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енпе Чулхула облаҫӗпе пӑрлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех уҫнӑ. Анчах вӑл яланлӑхаха пулмасси ятӗнченех паллӑ: вӑл — пӑр ҫул. Вӑл Сӑр юханшыв урлӑ выртать.

Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарать. Вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫма ирӗк пур. Хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. Пӑр ҫула ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.

 

Республикӑра

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ.

Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ.

ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74983
 

Ҫул-йӗр Ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула тунӑ самантсенчен пӗри
Ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула тунӑ самантсенчен пӗри

Ыран Шупашкарти Иван Яковлев урамӗнче ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫула уҫӗҫ-уҫӗҫех. Иван Яковлев проспектӗнчи сарса ҫӗнетнӗ ҫула ҫӗртме уйӑхӗнче уҫнӑччӗ. Ун сарлакӑшӗ — 23 метр. Машинӑсем 3-шерӗн ҫуммӑн иртееҫҫӗ. Тротуарсене ик енпе 3 метр хӑварнӑ. Шупашкарта ун пеккисем малтан ҫиччӗ пулнӑ. Ку вӑл — саккӑрмӗш. Ыттисемпе танлаштарсан халь уҫма палӑртни чи пысӑкки иккен.

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремеллине тунӑ чух урапапа ҫӳрекенсен нуши-тертне те шута илнине пӗлтерет тӗп хула администрацийӗ.

Ҫула тума 679,4 миллион тенке кайса ларнӑ.

 

Хулара

Йӑлана кӗнипе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн водительсене тата Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хула урамӗсене Хӗл мучи саламлама тухнӑ. Анчах шур сухал патакпа мар — жезлпа.

Хӗл мучи жезлпа водительсене чарать. Анчах вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф ҫырса памасть. Пачах тепӗр май — парнесем парать.

ЧР ҪҪХПИнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв тӗп сӑнарӗ (вӑл Хӗл мучин тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӗнтӗ) кунсерен хула центрӗнче тивӗҫне пурнӑҫлать. Вӑл водительсене тата ҫуран ҫӳрекенсене аварисӗр ҫӳреме, хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма сунать. Хӗл мучи пӗчӗккисем пирки те манмасть — вӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкар хули аталанса пынӑ май унта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсе лараҫҫӗ. Унта пурӑнакансем социаллӑ маршрутсем кирлине палӑртаҫҫӗ. Ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе лару иртнӗ. Унта транспорт ҫыхӑнӑвне аталантарассипе тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комисси пайташӗсем кӑна мар, республикӑн Транспорт министерствинче, «Чӑвашавтотранс» предприятире, ШӖМӗн управленийӗн Шупашкар хулинчи пайӗнче, районсен администрацийӗсенче, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт, ҫыхӑну управленийӗнче тӑрӑшакансем пухӑннӑ.

Ларӑва пухӑннисем тӗп хулара социаллӑ маршрутпа ҫӳрекен автобуссем уҫассине сӳтсе явнӑ. Сӑмах кунта «Садовый», «Радужный», «Финн лапамӗ», «Кувшинка», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсем пирки пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=127843
 

Хулара

Машинӑсене ӑҫта кирлӗ — унта лартса хӑваракансем хуласенче нумай. Пӗр енчен, ҫыннисене те ӑнланма пулать. Гаражӗсем ҫук е пулсан та унта ҫити ҫӳресшӗн мар. Парковкӑна вырнаҫтарас — укҫа тӳлес килмест.

Машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта пӑрахса хӑварни коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене машинисене кӗрсе тухма йывӑр. Лартма юраман вырӑна машина пӑрахса хӑваракансене хула влаҫӗсем малашне «Паркон» куҫса ҫӳрекен комплекспа палӑртма тытӑнӗҫ. Ӑна автомобиль салонне вырнаҫтарса хула урамӗсем тӑрӑх тухмалла. Прибор машинӑна ӑҫта лартнине ӳкернисӗр пуҫне хӑш вӑхӑтра ӳкерсе илнине те кӑтарать. Унтан ӳкерчӗке ҫул-йӗр инспекторӗсем патне ярӗҫ. Лерен информацие административлӑ комиссие ӑсатӗҫ.

«Паркон» хатӗре Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки вӑл пулӑшнипе 2101 йышӑну тунӑ. Штраф виҫи пӗр миллион тенкӗрен иртнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Вӑрнар районӗнчи Юпшик ялӗнчи Малиновӑй тата Заречнӑй урамсем ҫуллӑ пулнӑ. 520 метр тӑршшӗ ҫула тума 15,3 миллиона яхӑн кайса ларнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тунӑ. Пӗр пайне — пӗлтӗр, теприне — кӑҫал. Ытти чухне йӗпе-сапара кӗрсе тухайман пулсан халӗ машинӑсем ҫӑмӑллӑнах чашлаттарса иртӗҫ. Транспорта кӑна мар, ҫул пурри ҫуран ҫӳрекенсене те лайӑх. Ара, камӑн пылчӑк ҫӑрасси килтӗр!

Ҫул уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов та, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та, Аҫӑмҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та. Ял ҫыннисене вӗсем ҫул уҫнӑ ятпа саламланӑ.

Вырӑнти ял клубӗнче иртнӗ тӗлпулура хуҫасем ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарнипе кӑсӑкланнӑ, ыйтусене пӗлсен вӗсене татса пама пулать тенӗ.

Сӑнсем (16)

 

Республикӑра Герб варианчӗсем
Герб варианчӗсем

Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла.

Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр.

Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать.

 

Раҫҫейре

Раштавӑн 12-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӳсӗр водительсене пырса тивекен пуҫиле кодексра турлетӳсем тунӑ.

Саккун проектӗнче каланӑ тӑрӑх, руль умне ӳсӗрле темиҫе хут ларнӑ водительсен сахалтан та 200 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Чи пысӑк айӑплав — 2 ҫул тӗрмере ларни.

Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи пӑтӑрмахшӑн айӑплисем валли ирӗксӗр хӑвармалли срока йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен аварие кура 2-4 ҫултан сахал мар ларма тивӗ.

«Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳрлетӳсем 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вӑя кӗмелле. Кана пӑхса тухӗҫ-ха.

Халӗ вара ӳсӗр водительсене административлӑ явап тыттараҫҫӗ. Тепӗр хут тытсан 50 пин тенкӗ тӳлемелле тата правасӑр 3 ҫуллӑха хӑвараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, 155, [156], 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, ... 187
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ