Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ.
Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла.
«Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха.
Хӗрлӗ Чутайӗнче паян водительсен слечӗ иртнӗ. Унта вырӑнти тӳре-шара, РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Шумерлинский» ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Слет пирки пӗлтернӗ май район администрацийӗнче райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров водительсен ӗҫӗ питӗ яваплине палӑртнине пӗлтернӗ. Водителӗн професси ӑсталӑхӗнчен ҫынсен пурнӑҫӗ килет тесе каланине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Галкин машинӑпа ытлашши васкамасӑр ҫӳреме, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ-мӗн. Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхмаллине тата ыттине аса илтернӗ.
Тӳре-шара калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх водительсене наградӑланӑ. Ку чыса «Коминтерн» кооперативри Олег Сапожников, Хӗрлӗ район пульницинчи Сергей Сезяйкин, «Резон» обществӑри Андрей Архипов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатри Николай Исправников, Н.И. Лисаев хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Юрий Тибогайкин водительсем тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (16)
Ҫул-йӗр правилине пӑснине палӑртма 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енре 93,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Приборсем кӑтартнӑ кӑлтӑк тӑрӑх 323 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ.
Фото тата видео ӳкерекен 113 прибортан паянхи куна 98-шӗ кӑна ӗҫлет иккен. Сӑлтавӗ — тивӗҫлӗ программа ҫукки. Программа илме виҫӗ ҫулта хыснаран 110,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Штраф мӗн чухлӗ ҫырса панине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак виҫерен 87 процентне шыраса илнӗ.
Ҫул ҫинче йӗркене пӑсакансене палӑртакан хатӗрсене ҫул-йӗр правилине уйрӑмах пӑсакан вырӑнсене лартса хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ун пек вырӑнсене ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем кӑтартаҫҫӗ.
Ӗҫлемен хатӗрсем пирки каласан, иккӗшӗ чукун ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑнта пустуях тӑрать, тӑваттӑшӗ — ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнта, тӑххӑрӑшӗ — ҫул хӗресленнӗ тӗлте. Вӗсем ваннӑскерсем мар. Тивӗҫлӗ программа ҫуккине пула 15 камера хальлӗхе усӑсӑр. Анчах ҫу уйӑхӗнче вӗсене ӗҫлеттерсе ямалла.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ вӑхӑтлӑх кӗпер кӑштах йӑтӑннине ЧР Транпорт министерствинчен пӗлтереҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫӑ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехет те 25 минутра кӑштах йӑтӑннӑ. Ӑна йӗркене кӗртес ӗҫ ҫийӗнчех пуҫланнӑ. Ирхи 7 сехет те 35 минут валли ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ.
Телее, шар куракан пуламан. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне тӗп каҫӑ юсавра пулнӑ. Ҫавна май урапасене Аҫӑм Ҫырми ялӗ урлӑ янӑ.
Кӑштах йӑтӑннӑ каҫӑ патӗнче 23 ҫын, 11 техника ӗҫленӗ. Ку ӗҫе ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов хӑй ертсе пынӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ҫул ҫинче авари нумайланни сисӗнет. Ҫине ҫинех — авари. Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче пулнӑ инкек те ав республика халӑхне кулянтарчӗ. Ҫул ҫинче ачасем шар курни вара пушшех те пӑшӑрхантарать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе 16 инкек пулнӑ. Унта 18 ҫул тултарман 18 ача хур тӳснӗ.
Ытларах 18 ҫул тултарман ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ-мӗн. Кӑҫал водительсем ача ҫине пырса кӗнӗ 9 тӗслӗхе шута илнӗ. 4 тӗслӗхӗ – ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта. Тепӗр 5-шӗнче ачасем хӑйсем ҫул-йер правилине пӑснӑ.
Пирвайхи виҫӗ уйӑхра ҫул ҫинче 7 инкеке шута илнӗ. Унта 9 ача суранланнӑ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫул ҫитмен ачасем урапа салонӗнче ятарлӑ хатӗрсӗр — ларкӑчсӑр — пулнӑ е пиҫиххипе ҫыхӑнман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче авари ытларах тунтикун 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулнӑ.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Ҫак кунсенче ҪҪХПИ инспекторӗсем хӑйне евӗр рейда тухнӑ. Пакунлисем ача кӳмисем ҫине ҫутаткӑчсем ҫакса янӑ.
Инспекторсем ашшӗ-амӑшӗсене ҫул ҫинче ачасен умне мӗнле хӑрушлӑх тухса тӑнине те аса илтернӗ. Акци ачасен сӗт кухнисем патӗнче иртнӗ.
ҪҪХПИ экипажӗ пепкепе е кӳмепе ҫул урлӑ мӗнле каҫмаллине лайӑх ӑнлантарса панӑ.
«Ҫул урлӑ каҫма тӑрсан ачана алӑ ҫине йӑтмалла. Ҫывӑхра хӑрушлӑх ҫуккине ӗненмесӗр кӳмене ҫул ҫине тӗксе кӑлармалла мар. Ҫунашкапа чухне те ҫул умӗнче чарӑнса тӑмалла, ачана алӑ ҫине йӑтмалла», — ҫапла ӑнлантарнӑ ҪҪХПИ управленийӗн сайтӗнче те.
Акцие ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗ тата Альберт Ильин пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Чӑваш Енрен Чулхула облаҫне малашне тӳррӗн ҫитме май килмӗ. Хӗлле, Сӑр юханшывӗ пӑрпа витӗнсен, унта ятарлӑ ҫул уҫаҫҫӗ. Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарнӑ.
Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫес каҫма ирӗк пулнӑ. Ара, йывӑррисене тӳсеймесӗр пӑр катӑлӗ те. Машинӑсен хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан иртмелле маррине те палӑртнӑччӗ. Пӑр ҫула уҫиччен яваплисем темрен тем сиксе тухассине те пӑхса хӑварнӑччӗ: вӑл вырӑна инкекрен ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗччӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май пӑр ҫулпа ҫӳреме чарнӑ. Машинӑсен кӑна мар, ҫуран ҫурекенсен те тӳррӗн каҫма юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |