Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Хӗрлӗ урам ӳлӗмрен ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑкпа ҫӑрӑнма пӑрахӗ. Ӑна хытарса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнетнӗ урама хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта район шайӗнчи тӳре-шарапа — район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа район пуҫлӑхӗпе Александр Красновпа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Вырӑнти Никольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева вара вырӑнти ҫынсене ырласа калаҫнӑ. Вӗсем таса чунпа ӗҫлесе ял тӑрӑхне кӑна мар, района та чапа кӑларнине палӑртнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма пырса ҫитнӗ чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов урамра ҫул уҫни ял историне кӗрсе юлассине палӑртнӑ. Николай Малов ку ӗҫе тунинче Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тӳпине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ.
Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗн пуҫлӑхӗ Федор Волков паян Шупашкарта инкеке лекнӗ. Унӑн машини тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ши. Тепӗр енчен, урапа хӑй тӗллӗн чупмасть те...
Инкек республикӑн Правительство ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫул ункинче сиксе тухнӑ. Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри – «BMW X6» маркӑллӑ урапа-мӗн. Унӑн номерӗ – A777TA 21RUS. Ку БМВна Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх хуралӗнче вӑл урапа ҫул-йӗр правилине час-часах пӑсать, ун валли саккун ҫырман пуль тата ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ сӑмахпа ҫынсем унччен тӑтӑшах хӑртатчӗҫ. Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савучӗ ячӗпе ҫыртарнӑ урапа ҫул-йӗр правилине пӑснине ӗнентерме тесе видео вырнаҫтаракан та тупӑннӑччӗ.
Паян Шупашкарти хӑш-пӗр урампа ҫӳреме чарӗҫ. Чару тӗп хуламӑрти тӗп урамсене пырса тивӗ. Вӗсемпе урапасен 21 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫурҫӗр иртни 30 минут таран ҫӳреме юрамӗ. Ку вӑл паян Шупашкарта каҫхи сакӑр сехетре каҫхи велочупу иртессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна «Республика лапамӗ–Михаил Ҫеҫпӗл скверӗ — Вырӑс драма театрӗ — «Спартак» стадион — Ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ — Республика лапамӗ» маршрутпа йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫутӑ театрӗ хӑй ӑсталӑхне кӑтартӗ, рок-ушкӑнсем, ди-джей пулмалла, фаер-шоу йӗркелемелле.
Урапасене Карл Маркс урамӗпе (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Ленин проспекчӗпе (Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Гагарин урамӗпе (Ленин проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран), Воробьев композиторсен урамӗпе (Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран) чупма май килмӗ. Чарнӑ урамсен вырӑнне урапасем Энегельс, Ярославль урамӗсемпе тата Президент бульварӗпе ирӗккӗнех хутлайӗҫ.
20 сехет те 30 минутран пуҫласа 22 сехетчен урапасене Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫурт патне лартма чарса хурӗҫ.
Шупашкарти Агрегат савучӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна 600 пин тенкӗпе юсанӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администарцийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе тимлекен управленийӗ пӗлтернӗ.
Хула администрацийӗнчи тӳре-шара ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти картлашкасем ҫинчи 26 тимӗр плитана паллӑ мар ҫынсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫав ҫынсем плитана вӑрах вӑхӑт пӗҫертнӗ пулать. Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли ҫав вырӑна ҫак уйӑхра тинех юсаса пӗтернӗ.
Ӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртес тесе «Тендер ӗҫӗ-хӗлӗн агентстви» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ пулса юсанӑ. Вӑл тимӗр картлашкасене ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, стенасене юсанӑ, хитре урай сарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе укҫа ҫине куҫарсан хула хыснишӗн тӑкак 600 пин тенке кайса ларнӑ.
Туй-туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе кӑна мар, темле ӗҫсе лартса та, машина тӑррине хӑпарса тӑрса та пыракан пур. Ӗҫкӗ-ҫикӗ тени ҫул-йӗр правилине пӑсмаллине пӗлтермест тесе ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Паян икӗ сехетре кӑна йӗркене пӑсакан вунна яхӑн ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗрин, Toyota Land Cruiser машина тытса пыраканнин, унра ҫамрӑк мӑшӑр ларса пынӑ, нимӗнле хут та пулман иккен. 26 ҫулти ҫамрӑк 5 минутранах хутсене илсе килсе параҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ пулин те усси пулман. Тепӗр сехетрен урапана эвакуатор ҫине вырнаҫтарсан та водитель удостоверенине илсе пыракан тупӑнман. Ҫул-йӗр инспекторӗсен базинче те водитель удостовренийӗ шутланса тӑман. Урапана 75 ҫулти кинемей ячӗпе ҫыртарттарнӑ. Туйра савӑнас вырӑнне халӗ ҫамрӑкӑн урапана штрафстоянкӑран епле илсе тухасси пирки пуҫ ватма тивет-тӗр.
Аслисене пула ачасем вилеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ӗнерччен кӑна пирӗн республикӑри ҫулсем ҫинче ҫул ҫитмен 8 ача вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 14 ача леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вилнисенчен чылайӑшӗ урапара пассажир евӗр ларса пыраканскерсем пулнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ.
Инкекӗ пӗри тепринчен хӑрушӑрах сиксе тухать. Шӑмӑршӑра, ав, ҫурлан 2-мӗшӗнче ӳсӗр водитель малта пыракан МАЗран иртме хӑтланса ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайнӑ. Унти ҫуран утакансем ҫине пырса кӗрсе пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна вӗлернӗ. Ҫав шутра 37 ҫулти ашшӗн аллинчи 4 ҫулти арҫын ача та пулнӑ.
Унччен икӗ кун маларах Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑпа Лапра ялӗсем хушшинче 18 ҫулти водитель МАЗпа пырса ҫапӑннӑ та урапари 17 тата 13 ҫулти ачасем вилнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче ӳсӗр ашшӗне пула виҫӗ ҫулхи арҫын ача вилнӗ. Тепӗр виҫӗ ача пульницӑна лекнӗ.
Етӗрне хулинче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене «Форд Фокус» ятлӑ урпапа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Инкек тӳсекен ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа район центрӗнчи Комсомольски урамӗнче ларнӑ, ҫавӑнтан такамсем ӑна пӗҫертсе кайнӑ та. Анчах вырӑнти йӗрке хуралҫисемпе республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Пуҫиле шыравӗн управленийӗн ӗҫченӗсем итлеме итлеҫҫӗ те, анчах пуҫа та ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсем арҫын суйса пӗлтернине палӑртаҫҫӗ.
Машинӑна ҫамрӑк кивҫенле илнӗ, ӑна та вӑл тӳлесе татман. Тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлемелле пулнӑ. Парӑма шыраса илейменнине кура суд приставӗсем урапа тӗлӗшпе арест хума йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫын парӑма татас тесе машина ҫухалнӑ пек тӑвас та страховани укҫиллӗ пулас тенӗ. Суйса евитленишӗн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнертен пирӗн ҫӗршывра Страховани исторйиӗсен бюровӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унта ОСАГО тата каско килӗшӳ тунӑ урапа хуҫисем пирки хыпар пырса тӑрӗ.
Унти кӑтартнипе страхлакан компанисем те, водительсем те паллашайӗҫ. Компанисем ҫӗнӗлӗх пулӑшнипе машина хуҫисем вӑл е ку водительтен страхлакан тӗслӗх час-час пулассипе пулмассине тӗшмӗртейӗҫ. Ӑна кура вӗсем клиентсене раснарах хакпа страхлассине палӑртайӗҫ.
Килӗшӗве ӗнерччен тунисем пирки бюрова информаци ҫитеймӗ. Тулли хыпар тепӗр 2–3 ҫултан кӑна пухӑнайӗ.
Страхлакан компанисем ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑннӑ. Ҫулта-йӗрте йӗркеллӗ тытман водительсен страхлакан урӑх компани шыранин усси пулас ҫук, мӗншӗн тесен мӗнпур хыпар пӗр ҫӗрте упранӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ страхлакансем.
Тарӑхтаракан кӗпер Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ выртать. «Кивӗ кӗперпе юнашарах ҫӗннине тунӑран машинӑсем куллен ирхине-каҫхине, канмалли кунсенче черет тӑрса тимӗр шапа пек аран-аран иртнине Ҫӗрпӳ хули витӗр автотранспортпа ҫул ҫӳрекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ», — тесе хаклать ӑна Юрий Михайлов журналист.
Строительствӑна вӗҫлеме нумай юлман-мӗн.
Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та кӗпер ыйтӑвне нумаях пулмасть хускатнӑ.
Кӗперпе ҫула тӑвакан тӗп подряд организацийӗ — «Волгомост» АУО. Строительствӑна унӑн пӗлтӗрех вӗҫлемелле пулнӑ. Тӗллеве пурнӑҫлама вӑл субподрядҫӑсемпе килӗшӳ тунӑ. Анчах вӗсене (пӗри объектран 5 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ) укҫа вӑхӑтра куҫарса паман пирки ӗҫ чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал ҫул хывма «Башкиравтодор» обществӑпа килӗшӳ тунӑ.
М. Игнатьев канашлура ӗҫе авӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр тӑвас ӗҫ малалла пырать. Акӑ, ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи икӗ ялта кӗҫех ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ.
Оппукасси тата Станьял ялӗсен ҫыннисем кӗҫех ҫӗнӗ ҫулпа утма пултарӗҫ. Оппукасси ялӗнче Шоссе урамӗнче ҫул сараҫҫӗ. Вӑл 480 метр тӑршшӗ пулӗ.
Станьял ялӗнче вара Хӑйӑр тата Мир урамӗсенче ҫул сараҫҫӗ. Унти ҫулсем пӗтӗмпе пӗр ҫухрӑма яхӑн пулӗҫ.
Кӗҫех Кӳкеҫри Хӗвел урамӗнче (700 метр) ҫул тума тытӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑрӑшкассисем савӑнма пултарӗҫ. Ҫулсене вӗтӗ чул сарса хытарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |