Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ.
Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ.
Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 17 сехетре республикӑри шыравпа ҫӑлав службин оперативлӑ дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: сунарҫӑсем пулӑшу ыйтнӑ.
Виҫӗ арҫын сунара тухнӑ-мӗн. Вӗсенчен пӗри резина кимӗне ларнӑ та шалалла ишсе кӗнӗ. Хайхискер пӑшалтан тӗллесе пенӗ те шыва кӗрсе ӳкнӗ.
Тусӗсем ӑна ниепле те пулӑшайман, юлташӗ инкеке лекнине курсан тӳрех ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна икӗ регионти ҫӑлавҫӑсем килме тухнӑ.
Арҫын хӑй тӗллӗнех утрав ҫине ишсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсене кӗтнӗ чухне вӑл шӑнса кӳтнӗ. Ӑна тусӗсем пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкар районӗнче арҫын кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ ку. Ҫав кун 19 сехетре унран, 1963 ҫулта ҫуралнӑскертен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав килнӗ.
Хайхискер ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ-ха, анчах ҫӑлавҫӑсем пулӑшма килессине каласан хирӗҫленӗ. Арҫын вӑрмантах ҫӗркаҫасшӑн пулнӑ-мӗн, хӑй тӗллӗнех ҫул тупассине каланӑ.
Вӑл ҫӗркаҫипех ҫӑлавҫӑсемпе телефонпа ҫыхӑну тытнӑ, вӑрмантах выртса ҫывӑрнӑ, ирхине Ҫурҫӗр поселокӗ патне тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн вӑрманта ҫӗркаҫмашкӑн пӗтӗм условисем пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Ҫӑлавҫӑсем патне кун пирки 12 сехет 5 минутра хыпар ҫитнӗ. Вырӑна Шупашкарти водолазсем ҫитнӗ.
Малтанах ҫынсем 66 ҫулти арҫын ӑҫтарах путнине калайман. Пӗри арҫынна юлашки хутчен хӑш вырӑнта курнине асӑрхаса ӗлкӗрнӗ. Водолазсем унӑн виллине 10 минутран тупнӑ.
Хайхискерсем ҫак вырӑнта Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тума хатӗрленнӗ-мӗн. 66-рискер пӗвене кӗрсе ишсе кайнӑ та тек курӑнман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Астӑвӑр: юраман вырӑнта шыва кӗме юрамасть, ҫыранран айккине ишсе каймалла мар.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 20 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Йошкар-Олара вӑрманта ҫухалса кайсан «112» номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫул тупайманни пирки пӗлтернӗ.
Линин тепӗр вӗҫӗнче специалистсем ӑна кӗҫех ҫӑлавҫӑсемпе ҫыхӑнтарассине каланӑ. Ҫакна илтсен 53 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтернӗ. Вӑл вӑрманта вӑй пухать-мӗн.
Тепӗр кун ирхине 5 сехетре ҫак хӗрарӑмран ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ. Хальхинче ҫӑлавҫӑсем вырӑна пур-пӗрех тухнӑ. Кӳршӗ республикӑри вӑрманта ҫухалса кайнӑ ентешӗмӗре ирхине 6 сехетре тупнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ «Акконд» лавкка ӗҫченӗсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Лавкка павильонӗнче ҫӗлен шуса ҫӳрет-мӗн.
Сергей Ершов, Валерий Овчинников тата Алексей Шатаев ҫӑлавҫӑсем нумай кӗттермен - вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗлене шыраса икӗ хутлӑ лавккана пӑхса ҫаврӑннӑ. 1 метра яхӑн тӑршшӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене урайӗнчи ещӗксен хушшинче тупнӑ. Вӑл хӑранипе унта пытаннӑ.
Кӗтмен хӑнана ҫӑлавҫӑсем тытнӑ, машинӑна хурса вӑрмана, ҫынсем тата машинӑсем ҫӳремен вырӑна, кайса янӑ.
Чылайӑшӗ ӑшӑ вырӑн ҫинче тутлӑ тӗлӗк курнӑ чухне, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте, шыравпа ҫӑлав службин дежурнӑй пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: ҫамрӑк арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер ҫӗрле йывӑҫ тӑрринчен хӑй тӗллӗн анайман-мӗн.
Арҫын йывӑҫ ҫине хӑйех хӑпарнӑ-ха. Кушак аҫи унта хӑпарса кайнӑ та каялла анайман, ҫӳллӗшрен хӑраса ҫухӑрма тытӑннӑ иккен. Ҫамрӑк арҫын ӑна пулӑшас тенӗ – йывӑҫ ҫине хӑпарнӑ.
Анчах арҫын хӑй те каялла анайман. Юрать, телефон ҫумра пулнӑ – ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Ӑна пусмапа антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра кушак аҫи те ҫӗрелле сиксе тарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын темиҫе кун каялла Афанасьев урамӗ ҫывӑхӗнчи ҫыран хӗррине шыва кӗме кайнӑ та шывран тухайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине темиҫе кун шыранӑ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ирхине унӑн кӗлеткине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Арҫын кам пулнине, ятне-шывне, палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫак арҫын 44 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасене хӑйсем тӗллӗн шыва кӗме ямалла мар. Ӳсӗр чухне те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть.
Ҫулла пуҫланнӑрнпа 1 уйӑх иртрӗ. Шел те, ҫак кунсем шыв хӗрринче пӑтӑрмахсемсӗр иртмен. Ҫак пӗр уйӑхра Чӑваш Енре 8 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӑлавҫӑсем аслисене тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: ачасене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пляжа килекен ачасен 80 проценчӗ ишме пӗлмест. Ҫакӑ та япӑх: шӑпӑрлансем те, аслисем те хӑрушсӑрлӑх правилисене пӗлмеҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫынсем 13 пляжра канма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра канмалли тата шыва кӗмелли 120 вырӑн пур. Пӑтӑрмахсем вара шыва кӗме юраман вырӑнсенче пулса иртеҫҫӗ. Тата ҫакна астӑвӑр: ӳсер чухне шыва кӗме юрамасть!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |