Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта качакана ҫӑлнӑ. Вӑл канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ те тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав 17 сехет те 17 минутра ҫитнӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамне часах ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем альпхатӗрпе усӑ курса качакана канализаци ҫӑлӗнчен туртса кӑларнӑ. "Хӑраса ӳкнӗ, анчах ҫӑлран тухнипе савӑннӑ качака тав тума манчӗ. Часрах хӑйӗн ялне, киле, чупса кайрӗ", - шӳтленӗ ҫӑлавҫӑсем.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен тата пули-пулми вырӑнта шыва сикмелле марри пирки шухӑшламан ҫав этем шывран тухайманине кура ҫынсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Республикӑн шыравпа ҫалав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем арҫын патне кимӗпе пырса ӑна шывран туртса кӑларнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Йӑлӑмри вӑрманта виҫӗ арҫын ҫӗтсе кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Гранта» машинӑпа кӗрсе кайнӑ. Ҫавӑнта пылчӑкра лакса ларнӑ. Хӑйсем ӑҫтине пӗлменрен вӗсем 22 сехет те 10 минутра Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вӑрмана тухса кайнӑ. Арҫынсене навигаторпа шыраса тупнӑ. Пылчӑка лакса ларнӑ автомобиле лебедкӑпа туртса кӑларнӑ, арҫынсене Йӑлӑм посёлокне ҫити ӑсатса янӑ.
Ҫӑлавҫӑсен темле ҫынна та пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнинчен ҫӗрре хываймаҫҫӗ. Сӑмах май, кун пек тӗслӗх ҫак кунсенче пулнӑ. Хӗрарӑмӑн пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫӗрре каснӑ.
Хальхинче вӗсен сӑпса йӑвине пӗтерме тивнӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Тукташ урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан ҫын ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Унӑн балконӗ ҫинче сӑпсасем йӑва ҫавӑрнӑ-мӗн.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе йӑвана илнӗ те ӑна вӑрмана илсе тухнӑ.
Шупашкар районӗнче арҫын пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи пӗверен путса вилнӗ арҫынна туртса кӑларнӑ. Вилене ҫалавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ полици ӗҫченӗсене панӑ.
Арҫын мӗн сӑлтавпа путнине, вӑл миҫере пулнине тата ыттине кӗске хыпарта ӑнлантарса-уҫӑмлатса тӑман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын балкон ҫинчен сикес тенӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине пӗлтерекенсем тупӑннӑ.
Усал шухӑш тытнӑ арҫын патне ҫӑлавҫӑсем тухса кайнӑ. Эльмен урамӗнче пурӑнаканскерпе вӗсем чуна уҫса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫав этем лӑпланса илнӗ, усал шухӑшне сирсе янӑ. Арҫын Турӑ панӑ пурнӑҫ нимрен пахи-хаклине ӑнланса илнӗ. Амӑшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре вӑл пӳлӗмре ларнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӳрнери ҫӗрре хывайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Тӑвӑр ҫӗрре вӑл те хитрине кура ытарайманнипе тӑхӑннӑ ӗнтӗ — кӑштахран унӑн пӳрни шыҫса ларнӑ. Ҫӗрре хывас тенӗ — май килмен. Аптӑраса ҫитнӗ хӗрарӑм Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ аппарат пулӑшнипе ҫӗрре хывнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тем пекех тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнакансене пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Пӑтӑрмаха хулари Университет тата Граждан урамӗсенче пурӑнакансем ҫакланнӑ. Аптӑранипе вӗсем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Хӳтлӗх тумӗ тӑхӑннӑскерсем пыл хурчӗсен ҫемйине пуҫтарнӑ, вӑрмана илсе кайса янӑ.
Специалистсем пыл хурчӗсен ушкӑнне курсан ҫывӑха пымалла мар тесе ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ.
Ӗнер 21 сехет те 58 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Октябрь кӗперӗ ҫинчен хӗр сикесшӗн-мӗн.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Вӗсем аялалла сикме хатӗрленнӗ хӗрпе психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӑлавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫак ӑссӑрла утӑма тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла вӑл лӑпланнӑ та киле кайнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти кӗпер ҫинчен ҫамрӑк арҫын ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, урине ҫеҫ хуҫнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче упӑшкипе арӑмӗ тата вӗсен 3 ачи Атӑл варринчен хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсен катерӗ ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ.
Хайхискерсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем вырӑна ҫитсе катера ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ.
Тепӗр кунхине "Яхтклуб" ҫывӑхӗнче гидроцикл ҫӗмӗрӗлнӗ. Ку тӗслӗхре те ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем гидроцикла ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |