Кӑрлач уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Атӑл ҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна шыранӑ. Унта водолазсем, ҫӑлавҫӑсем тата следовательсем ӗҫленӗ.
«ДобротворецЪ» водолазсен ушкӑнӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври водолазсен ушкӑнӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫынна Куславкка районӗнчи Криуш ялӗ ҫывӑхӗнче шыранӑ.
Ҫак ӗҫе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсемпе ҫӑлавҫисем те хутшӑннӑ. Анчах ведомство кун пирки нимӗн те хыпарламан.
Водолазсемпе ҫӑлавҫӑсем нимӗн те тупайман. Специалистсен ӗҫне шыв юххи вӑйлӑ пулни те йывӑрлатнӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пӑшӑрхантараҫҫӗ. ГЭСрна аяларах пӑр ҫирӗп мар, Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче пачах та пӑр ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнче те ҫӳхерех вырӑнсем пур. Анах ку пулӑҫсене хӑратмасть.
Нумаях пулмасть, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Куславкка ҫывӑхӗнче 68 ҫулти арҫын пӑр айне пулнӑ, унӑн кӗлеткине шыв пӑр айӗн юхтарса кайнӑ. Вӑл виҫӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тӑваттӑмӑшне тунӑ чухне инкек сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, унӑн виллине ҫуркунне е ҫулла ҫеҫ тупма май килӗ.
Раштавӑн 31-мӗшӗнче 15 сехетсенче «Лиза Алерт Чӑваш Ен» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсене пӗр арҫын ӗҫрен машинӑпа тухнӑ та каярахпа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ирхине Чулхула облаҫӗнчи диспетчер службине темиҫе шӑнкӑрав килнӗ, арҫын вӗсене ҫухални пирки, хӑй ӑҫта пулнине ӑнланманни ҫинчен каласа панӑ.
Кӳршӗ облаҫӗнчи ҫӑлав службин сотрудникӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи полици уйрӑмне пӗлтернӗ, лешсем вара «Лиза Алертран» пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫынна васкасах шыранӑ. Вӑл вӑрманта пӗр талӑк ҫухалса ҫӳрени паллӑ пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать. Ҫӑв кун шӑпах ҫил-тӑман вӗҫтернӗ тата, ҫакӑ шырава тата йывӑрлатнӑ. Чӑваш Енре, Мари Элта тата Тутарстанра тарӑн юр тӑрӑх каймалли машинӑсем шырама тивнӗ, унашкал ҫынсем тупӑннӑ. Ҫапах ҫуран утса шыракансем те пулнӑ.
22 сехет 34 минутра арҫыннӑн телефонӗнчен тӗлӗнмелле майпа (зарядки пӗтнӗрен сӳнсе ларнӑ пулнӑ) ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫапла майпа вӑл ӑҫтарах пулма пултарнине палӑртнӑ. 23 сехет те 50 минутра, Кремльти сехет 12 хутчен шакиччен 10 минут маларах, хыпар ҫитнӗ: «Тупӑннӑ! Чӗрӗ!»
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-мӗн, хӑйне япӑх туйса илнӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать пулсан та ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: Сӑр ҫинче пӑр ҫӳхе-ха. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫакна шута илмест. Ку вара инкек патне илсе ҫитерет.
Паян Чулхула облаҫӗнчи Васильсурск патӗнче, Сӑр ҫинче, пилӗк пулӑҫ пӑр айне кайнӑ. Вӗсем пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем.
Паян 17 сехет те 40 минутра Воротынец облаҫӗнчи ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Сӑр ҫинче икӗ арҫын путаҫҫӗ иккен. 48 ҫулти арҫынна ҫӑлма май килнӗ, унӑн 80-ри ашшӗ вара, шел те, вилнӗ.
Тепӗр сехетрен ҫӑлавҫӑсем тепӗр виҫӗ арҫынна ҫӑлма кайнӑ, вӗсем те путма тытӑннӑ. Вӗсене пурне те ҫӑлнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑҫсем шӑнса кӳтнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Виҫенер ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫухални пирки ҫӑлавҫӑсене ӗнер сӗм каҫхине пӗлтернӗ. Ӑна шырама «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те хутшӑннӑ.
Ӗнер ирхине 5 арҫын темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пӗвене пулла кайнӑ, унта ҫитсен кашни урӑх вырӑн йышӑннӑ. Таврана каҫ сӗмӗ ҫапма пуҫласан пулӑҫсем машина патне тухма тытӑннӑ, анчах пӗри килмен. Хайхискерсем ӑна 4 сехет шыранӑ, унтан ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Ҫур ҫӗр ҫывхарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шырама тытӑннӑ. Виҫҫӗ ҫитесси 15 минутра вӑйсӑр сасӑ илтӗнса кайнӑ. Ҫак сасӑ ӑҫтан пулнине ӑнлансан тинех пулӑҫа тупнӑ: вӑл шӑнса кӳтнӗ, вӑйсӑрланнӑ. Арҫын ҫакна пӑхмасӑрах виҫӗ ҫухрӑмри машини патне утма хӑтланнӑ.
Шӑнса кайнӑскере тухтӑрсем патне леҫнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ.
Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ.
Ватӑ хӗрарӑм балкон ҫине тухнӑ. Ӑна ӑнсӑртран ҫулталӑк ҫурӑри мӑнукӗ хупса лартнӑ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсене ачан амӑшӗ пӗлтернӗ.
Ку паян 13 сехетре пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хваттерте хӗрарӑм йӑпӑртлӑха балкон ҫине тухнӑ. Мӑнукӗ питӗрса лартсан ӑна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ватӑ хӗрарӑм патне пусмапа балкон ҫине хӑпарнӑ, алӑка уҫма пулӑшнӑ.
Амӑшӗ ҫӑлавҫӑсене тав тунӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем профессионалсем, алӑка ҫӗмӗрмесӗрех уҫма пултарнӑ.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсем икӗ амӑшне пулӑшнӑ. Вӗсене хӑйсен ачисемех питӗрсе лартнӑ.
11 сехет ҫурӑра пӗр хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ: Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнаканскер хваттере кӗреймен. Вӑл подъезда йӑпӑртлӑха тухнӑ, ҫав вӑхӑтра ачи алӑка ӑнсӑртран питӗрнӗ. Плита ҫинче вара апат пиҫсе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка уҫнӑ. Ача йӗркеллех.
Ӗнер 12 сехет те 47 минутра ҫав урамра хӗрарӑм балкона тухнӑ, пӗчӗк хӗрӗ вара алӑка хупса лартнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн уҫайман, урамра вара сивӗ. Ҫитменнине, плита ҫинче апат вӗресе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9-мӗш хутран 8-мӗшне альпхатӗр пулӑшнипе аннӑ, балкон алӑкне уҫнӑ.
Чук уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: кушак инкеке лекнӗ-мӗн.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: Шупашкарти Мускав проспектӗнчи пӗр лавккара сутуҫӑ алӑка хупса киле кайма тӑнӑ та холодильник хыҫӗнче кушак макӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑм хӗсӗк вырӑнтан чӗрчуна хӑй тӗллӗн кӑларайман, ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» хатӗр пулӑшнипе холодильник ҫумӗнчи стенана илнӗ, кушакан ирӗке кӑларнӑ. Чӗрчун унта мӗнле майпа лекнӗ? Паллӑ мар.
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ.
«Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |