Ҫӑлавҫӑсен темӗн тума та тивет . Нумаях пулмасть ав санчӑрпа яваланса ларнӑ йытта ҫӑлма тӳр килнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнче хуҫисем сӑнчӑрпа яваланнӑ йытта хӑйсем тӗллӗн пулӑшайман – ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Дружок ятлӑскер сӑнчӑр капкӑнне лекнӗ. Тӑватӑ ураллӑ тус хускалнӑҫемӗн сӑнчӑр тата хытӑрах явакланса пынӑ, кӗлеткине хӗстернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен гидравлика инстуменчӗсемпе усӑ курса йытта капкӑнран хӑтарнӑ. Чӗрчуна хуҫине тӗрӗс-тӗкелех панӑ.
Шупашкарта ҫӑлавҫӑ-матроссем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗсем пӗрле пухӑннӑ. Тӳрех палӑртар: ятарлӑ хушу тухиччен Шупашкарти пляжсем ӗҫлемӗҫ. Кӑшӑлвирусран шикленнипе шыва кӗме те чараҫҫӗ. Тепӗр тесен, шыва кӗме ҫанталӑк та май паман-ха. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пляжа пыракансен маска тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла.
Шыва кӗмелли тапхӑр валли Шупашкарта тӑватӑ пляж хатӗрленӗ: тӗп пляжа, Афанасьев урамӗнчине, Ҫӗнӗ саларине тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енчине. Пляжсене тирпейлесе тасатнӑ. Шыв тӗпне ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ.
Пӗр арҫын Атӑлта ишме шутланӑ. Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Юрать, ҫӑлавҫӑсем ӑна вӑхӑтра пулӑшнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак арҫын ҫыран хӗрринче тусӗсемпе каннӑ. Вӑл шыва кӗме шутланӑ, Атӑлта самаях шала ишсе кӗнӗ. Хайхискере хумсем тата шаларах илсе кайма тӑнӑ. 15 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцине 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путма тытӑнни пирки шӑнкӑрав килнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем харсӑр арҫынна катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Путма арҫын питӗ хӑрана пулмалла – ҫӑлавҫӑ аллинчен шутсӑр хытӑ ярса тытнӑ, лешӗн ӳчӗ те сӗвӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑлав службине хӗрарӑм пӑлханса шӑнкӑравланӑ. Вӑл пула кайнӑ пиччӗшне, 1984 ҫулта ҫуралнӑскере, ҫухатнӑ. Лешӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тусӗсемпе пулла кайнӑ та таврӑнман.
Йӑмӑкӗ унпа ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле юлашки хутчен калаҫнӑ. Унтанпа тӑванӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене шырама пуҫланӑ. Тупнӑ. Лешсем чӗрӗ-сывах, анчах ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем юханшыв урлӑ кимӗпе каҫнӑ. Вӗсен бензин пӗтнӗ, телефонӗсем сӳнсе ларнӑ. Анчах тунсӑхласа ларман вӗсем – пӗрле эрех пулнӑ.
Кӗтмен ҫӗртен йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкесси такамӑн та пулать. Хӑш чухне ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивет.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗре вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хайхискер ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вӑл шыҫӑнса кайнӑ пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа усӑ курнӑ. Хӗрӗн шыҫӑнса кайнӑ пӳрнинчен ҫӗрре вӗсем асӑрханса кӑлӑрнӑ. Хӗр ҫӑлавҫӑсене куншӑн тав тунӑ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ пушарта хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Терешкова урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен чи малтанах ҫунакан ҫуртран кастрюль кӑларса пенӗ. Пушар шӑпах ҫавӑнтан тухнӑ ахӑртнех. Кайран хӗрачана урама йӑтса тухнӑ. Ӑна реанимаци машини илсе кайнӑ. Унтан хӗрарӑма ҫӑлнӑ, ӑна та пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, хӗрача чӗрӗ юлайман, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттерте икӗ хӗрарӑмпа ача пурӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Шел те, унта ҫынсем шар курнӑ, инкексӗр пулман.
Пушар Иккӗмӗш Путепровод урамӗнчи ҫуртра алхаснӑ. Ҫав самантра килте кинемей икӗ мӑнукӗпе пулнӑ. Ачасем – 2-ре тата 4 ҫулта. Ҫулӑм алхасма тытӑнсан ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Шел те, кинемейпе мӑнукӗсене ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынпа ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ пушар ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен тӑванӗсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарти Ҫӗнӗ сала пляжӗнче, Атӑл ҫинче, чутах пулӑҫ путса вилмен. Юрать, ӑна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Пулӑҫ ирхине Атӑл ҫине, ҫӳхе пӑр ҫине, тухнӑ. Пӑр катӑлса кайсан вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл путма пуҫлани пирки оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине 6 сехет те 51 минутра ҫитнӗ. Кун пирки иртен-ҫӳрен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем аэроҫунапа вырӑна ҫитнӗ. Путма пуҫланӑ пулӑҫа вӗсем ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ, ӑна пӗрремӗш пулӑшу панӑ хыҫҫӑн тухтӑрсем илсе кайнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн.
Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи пӗр ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, ҫулӑм тухнӑ. Инкек вырӑнне патрулировани маршрутӗнчен ШӖМ ӗҫченӗ Артем Петров ҫитнӗ.
Хваттерӗн тимӗр алӑкӗ хупӑ пулнӑ. Кӳршисем унта пурӑнакан арҫынна кӑшкӑрнӑ, алӑкран шакканӑ – лешӗ сасӑ паман. Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗме пусма лартнӑ вӑхӑтра арҫыннӑн амӑшӗ ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ. Артем Петров полицейски тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ пӳлӗме чупса кӗнӗ те арҫынна урама кӑларнӑ. Лешӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑран хӑй тӗллӗн утайман.
Полицейски васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем 39 ҫулти арҫынна кислород маски тӑхӑнтартнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |