Ку эрнере ҫӑлавпа шырав служби республикӑри икӗ ҫынна пӳрнинчен ҫӗрре хывма пулӑшнӑ.
Пӗр хӗрарӑм ятсӑр пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман. Ирӗксӗрех специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ унӑн.
Кун хыҫҫӑн службӑна тепӗр шӑнкӑрав ҫитнӗ: ача пӳрнинчен ҫӗрӗ хываймасть-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех пулӑшнӑ: ҫӗрре ятарлӑ хатӗрпе асӑрханса каснӑ. Ачан пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче арҫын ача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та каялла анайман. Пӗчӗкскерӗн чунӗ ырӑ – вӑл унта улӑхнӑ кушака ҫӑласшан пулнӑ. Анчах хӑй те «капкӑна» лекнӗ.
Арҫын ача хӑй анайманнине кура ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем унта часах ҫитнӗ. Вӗсем ятарлӑ пусмапа усӑ курса малтан арҫын ачана антарнӑ. Унтан кушака ҫӗр ҫине анма пулӑшнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнче икӗ ҫамрӑк инкеке лекнӗ. Кун пирки Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Икӗ каччӑ вӗрсе хӑпартнӑ кимӗпе ярӑннӑ. Тӑрук вӗсене хум пырса ҫапнӑ, кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Хайхискерсем ҫывӑхри утрав ҫине хӑйсем тӗллӗн ҫитнӗ те ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем патне хыпар 14 сехет ҫурӑра ҫитнӗ. Вӗсем патне «Беркут» кимӗпе ҫитнӗ. Каччӑсене утрав ҫинчен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Паян ирхи 3 сехет те 44 минутра Атӑл леш енчи «Водник» кооперативра пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫ.
Пушара Чӑваш Енри тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсем сӳнтернӗ. Ҫулӑм кирпӗч ҫурта тӗп тунӑ, кӳршӗсен пӳрчӗн фронтонӗ сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ терӗслев пырать.
Шупашкар районӗнче пӗр арҫын пусӑран тухайман. Вӑл ӑна тасатас тесе 15 метр тарӑнӑшне аннӑ. Анчах ӑна тӑмлӑ пылчӑк ҫӑтма пуҫланӑ.
Тусӗсем ӑна пулӑшма тӑрӑшнӑ-ха, анчах май килмен. Ҫапла вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырнӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем пусӑри арҫынна альпинист хатӗрӗсемпе туртса каларнӑ. Паллах, унта вӑл йӑлтах вараланса пӗтнӗ. Анчах пусӑран тухсан питӗ савӑннӑ, ҫӑлавҫӑсен тав тунӑ.
Васкавӑ медпулӑшу машини Шупашкар районӗнчи пӗр яла пациент патне ҫитнӗ те пӳрчӗ патне ҫитеймен - унта асфальт ҫул ҫук.
Пациент вара, 40 ҫулти ӳсӗр арҫын, килӗнче такӑнса ӳксе кӑкӑр тӗлӗнчи шӑммине хуҫнӑ. Вӑл пульницӑна пырасшӑн та пулман-ха, ыратнине ирттерекен укол тума ҫеҫ ыйтнӑ.
Тухтӑрсем ӑна ҫапах ӳкӗте кӗртнӗ, анчах машина патне наҫҫилккапа кам йӑтса тухӗ? Вӗсене Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Комсомольски районӗнче икӗ арҫын ача пӗве патӗнче пӑр тӑрӑх ҫӳренӗ те каялла тухайман. Ара, пӑр ҫӳхе. Паллах, вӗсем хӑраса кайнӑ.
Вӗсене пулӑшма пушар хуралӗн ӗҫченӗсем - пай пуҫлӑхӗ Иван Ананьев тата уйрӑм командирӗ Алексей Вунберов - ҫитнӗ. Вӗсем пусма-патакпа усӑ курса ачасене ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ.
Унта вӗсен сывлӑхне тӗрӗслесе киле янӑ. Ачасем аманман, хӑранӑ кӑна.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта 15 кил хуҫалӑхне шыв кӗнӗ. Анчах пӑшӑрханмалли ҫук - Сӑрта шыв чакма пуҫланӑ. Ӗнер шыв шайӗ 7 сантиметр аннӑ.
Мӑн Ҫавал вара ҫыранран тухать те тухать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялне шыв илес хӑрушлӑх пур. Ун ҫывӑхӗнче ӗнер Мӑн Ҫавал 60 сантиметр хӑпарнӑ. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсенче экстреннӑй службӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ.
Улатӑр тӑрӑхӗнче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине унччен хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта ҫӑлавҫӑсене, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене янӑ. Пӗтӗмпе - 68 ҫын.
Иртнӗ талӑкра Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнине палӑртнӑ. Унчченхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах. Норма 633 сантиметр пулмалла тӑк халӗ 560 сантиметр.
Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене эвакуацилеме Алтышево тата Чуварлей шкулӗсенче вӑхӑтлӑх пункт хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Роман Григорьев инфаркт пулнӑ хреснашшӗне вӑрмантан илсе тухнӑ.
Канмалли кун вӗсем вӑрманти утара кайнӑ. Ҫул ҫывӑх мартан малтан машинӑпа, кайран йӗлтӗрпе ҫул тытнӑ. Каялла килме тухсан каччӑн ҫывӑх ҫыннине япӑх пулса кайнӑ – ӑна инфаркт халтан янӑ.
Яш ҫухалса кайман. Чи малтан ҫӑлав службине, унтан хӑйӗн тӑванӗсем парне шӑнкӑравланӑ.
Унтан виҫӗ йӗлтӗре пӗрле ҫыхса хурса арҫынна ҫавӑнта хурса вӑрман витӗр туртса тухнӑ. Тарӑн юра ашса пыма ҫӑмӑл пулман пулин те ҫӑлавҫӑсем патне илсе ҫитернӗ.
Ҫӑлавҫӑсемпе ыттисем пырса ҫитиччен 1 сехет ҫурӑ иртнӗ. «Мана 5 минутӑн туйӑнчӗ», – тенӗ каччӑ.
Спортпа туслӑ каччӑ шкултан вӗренсе тухсан йӗрке хуралҫи пулса ӗҫлеме ӗмӗтленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |