Ҫӑлавҫӑсен Ҫӗмӗрле округӗнчи Эскетен ялӗнче хура ҫӗлене тытма тивнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче каҫ енне пӗр кил хуҫалӑхӗнче ҫӗлен шунине асӑрханӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра картишре ачасем вылянӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа ӑна татма ыйтнӑ.
Лешсем вырӑна ҫитсе ҫӗлене тупнӑ, ӑна тытса вӑрмана кайса янӑ.
Чӑваш Енри пӗр арҫын Шупашкарти Аш-какай комбиначӗ проездри «Ивушка» дача поселокне кайсан ҫырмара урине хуҫса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Апла пулин те вӑл хӑйӗн дачине ҫитсе пӗтнӗ-пӗтнех. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрайман енне васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.
Анчах тухтӑрсем дача патне пырайман, мӗншӗн тесен унта урамсем ансӑр пулнӑ, ҫурт ҫырмара вырнаҫнӑ. Тухтӑрсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем арҫынна ансӑр урампа йӑтса тухнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш муниципаллӑ округӗнче арҫын нӳхрепре тӑпра айне пулни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Вӗсем ҫакӑнса тӑракан конструкцисене илсе стенана ҫирӗплетсе арҫынна чавса кӑларнӑ. Анчах ҫав тӗле вӑл сывлама пӑрахнӑ.
Паян ҫӑлав службине Ҫӗрпӳ округӗнче ҫын путса вилни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. «Асамат» турбаза ҫывӑхӗнчи пӗвере, Ҫӗньялта, 41 ҫулти хӗрарӑм шыв айне кайнӑ. Вӑл Красноармейски округӗнчен пулнӑ.
Ҫак инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм кимӗпе ярӑннӑ, ҫаврӑнса ӳксен вӑл шыв айне кайнӑ та тухман. Унӑн виллине водолазсем шыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 27 ҫын путнӑ. Ҫав йышра - 3 ача.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Хваттерти хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшу кӳреккен служба ӗҫченӗсем урама йӑтса тухнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма васкавлӑн сӳнтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем хӗрарӑма пулӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑна кӗнӗ. Кайран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пирус туртнӑ чух тимсӗр пулнӑ пирки диван хыпса илнӗ.
Паян Атӑл леш енче санатори ҫывӑхӗнче икӗ каччӑ ҫухалнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулти икӗ каччӑ шывра путнӑ. Вӗсене пӗр ҫын ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен.
Инкек 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланнӑ, пысӑк хумсем тухнӑ. Унта пулнӑ ҫынсем икӗ каччӑна хум хупланине, ун хыҫҫӑн вӗсем ишсе тухайманнине курнӑ. Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем, ҫӑлавҫӑсем килнӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра нумайӑшӗ шыв хӗрринче канать, шыва кӗрет. Шел те, инкек ҫине-ҫинех пулать. Ӗнер кӑна Ҫӗмӗрлере ватӑ арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Асхва ялӗнче инкек пулнӑ. Ун ҫывӑхӗнчи пӗвере хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл 39 ҫулта пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. «Ушкӑнпа каннӑ чухне пӗр-пӗрне асӑрхӑр. Ӳсӗр чухне шыва кӗме, инҫете ишме ан хӑтланӑр», - теҫҫӗ вӗсем.
Ку пӑтӑрмах 5 кун каяллах пулнӑ-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки ҫӑлавҫӑсем патне ирхи 4 сехет те 25 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кимӗ Йӑлӑм ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫав кун икӗ байдарка ҫине ларса виҫӗ ҫын тренировкӑна тухса кайнӑ. Вӑйлӑ хум кимӗсенчен пӗрне ҫавӑрса ҫапнӑ. Шар курнисем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама пултарнӑ.
Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем «Беркут» мотор кимми инкек вырӑнне вӗҫтернӗ. Ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксене вӗсем ҫывӑхри кимӗ станцине илсе ҫитернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкр муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере чарлан тетелте ҫыхланса ларни пирки пӗлтернӗ. Кайӑка ҫӑлавҫӑсен пулӑшма тивнӗ.
Вӗсем шыв айӗнчи тетеле касса чарлана ирӗке кӑларнӑ. Анчах вӑйран кайнӑ кайӑк ирӗке тухсан та часах вӗҫеймен.
Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби тетелпе пулӑ тытма юраманни пирки асӑрхаттарать. Сӑлтавсенчен пӗри – шыв-шурта кайӑксем пулӑ тытни, вӗсем вара тетелпе ҫыхланса ларма пултараҫҫӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах, шел те, асӑрханмасан инкек пулать.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Шупашкарта Пионер пӗвинче 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем кӑларна.
Паян кӑнтӑрла ҫӑлавҫӑсене Шупашкарти Ботаника садӗнче арҫын шыва кӗнӗ те путма пуҫлани ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать-ха, ӑна вӗсем ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 4 ҫын путса вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |